Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ. 2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ. Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Наци библиотекинче 10 сехетре пуҫланать. Форумра ҫамрӑк спикерсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ, проекчӗсем пирки чӑвашла каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем – тӗрлӗ тытӑмра палӑрнӑ яш-хӗр. Форума йыхравлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр пӗрле эрех ӗҫнӗ хӗр тусӗпе ҫапӑҫма тапранса кайнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Елчӗкри тусӗ патне хӑнана кайнӑ. Унпа тата тусӗн тӑванӗсемпе Кӑшарни ячӗпе шыва кӗме кайса килнӗ. Ҫылӑхран ҫапла майпа тасалнӑ хыҫҫӑн эрех ӗҫнӗ. Унтан туссем вӑрҫӑнса кайнӑ. Хӑна кил хуҫи хӗрне ҫӳҫрен ярса илнӗ. Халӗ хӑнана РФ Пуҫиле кодексӗн 116.1 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. 26-ри хӗре ҫавӑн пек ҫапӑҫса ҫӳренӗшӗн унччен те виҫӗ хутчен суд тунӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарта банк ӗҫченӗсем ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ. Пӑтӑрмах пирки банк ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кредит учрежденине хӗрарӑм машина туянма кредит илесшӗн тесе пырса кӗнӗ. Банка пыриччен хӗрарам ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ ытла куҫарса пама ӗлкӗрнӗ те иккен. Хӗрарӑм укҫана такамсене куҫарса ан патӑр тесе банк ӗҫченӗсемпе йӗрке хуралҫисем унӑн ывӑлне те чӗнсе илнӗ. Вӑл пырса ҫитсен хӗрарӑм тӗрӗссине каласа кӑтартнӑ. Маларах ун патне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ иккен. Вӑл ӑна ун счечӗ ҫинчен такамсем укҫана Украинӑна куҫарса панӑ, тӗрмене хупса ан хуччӑр тесен укҫана ятарлӑ счет ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм ют ҫынсем каланине пурнӑҫласан та вӗсем унран хӑпман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсем хушшинче тимӗр карта тытса лартнӑ, унта вӑл япала упрамалли вырӑн туса хунӑ. Кӳршӗ-арша ҫакӑ килӗшмен. РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 40-мӗш статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, планировкӑна улӑштарас тесен нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансенчен ирӗк илмелле. Суд арҫынна тимӗр картана сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Ҫак ӗҫе унӑн 30 кунта пурнӑҫламалла. Ахальлӗн унӑн кашни куншӑн 2-шер пин тенкӗ неустойка тӳлесе тӑма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хӑйӗн ватӑ амӑшне эрех ӗҫме укҫа тапӑнса хӗнесе пӗтернӗ. Шар курнӑ ватта пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пульницӑна илсе кайнӑ. Унта вӑл ывӑлӗ хӗнесе пӗтернине йышӑннӑ. Кӑшт маларах арҫын наркологи диспансерӗнче сипленнӗ иккен, анчах унта выртса тухни нумая пыман, каллех ӗҫес килнӗ. Амӑшӗ эрех ӗҫме укҫа паманран 46-ри арҫын 77-ри амӑшне хӗнеме пуҫланӑ. Арҫын тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Семейный театр» (чӑв. Ҫемье театрӗ) республикӑри конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫӳралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурс тӗллевӗ — чӑваш литературин пуянлӑхӗпе паллаштарасси. Унта пӗр ҫемье лартнӑ постановкӑсемпе хутшӑнма пулать. Конкурса утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванв ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗ Александр Игнатьев – «Островский. Опыт постижения» актер лабораторине хутшӑнӗ. Раҫҫейри Пӗчӗк театр 180 заявкӑран 17-шне суйласа илнӗ. Чӑваш артисчӗ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ. «Островский. Опыт постижения» лаборатори Мускаври Пӗчӗк театрта ҫӗртме уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Лабораторие Раҫҫӗйӗн Культура министерстви пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Муркаш округӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе – 2 гектар ҫӗр ҫинче. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта электролини пралукӗ татӑлса ӳкнӗ те ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм ял, дача патнелле ҫывхарас хӑрушлӑх пулман, пушӑрнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Халӗ прокуратура электролиние пӑхса тӑракан организаци ӗҫӗ-хӗлне тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ria.ru сайтри сӑн Шупашкарта студентсен кампусне тӑвасшӑн. Вӑл – аслӑ шкул ҫумӗнчи хӑйне евӗр хула. Ку ыйтӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, 3 общежити, вӗренӳ лапамӗ, культура ҫурчӗ, технопарк, спорт комплексӗ пулмалла. «Пирӗн тӗллев - хамӑр ҫамрӑксене республикӑрах хӑварасси, ытти регионти яш-кӗрӗме те Чӑваш Ене илӗртсе вӗренмелли, ӗҫлемелли тивӗҫлӗ майсем туса парасси», - палӑртнӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |