Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов иртнӗ эрнере Хусанта форума хутшӑннӑ. Унта «Нумай чӗлхеллӗ Раҫҫей: культурӑсен хутшӑнӑвӗнчен пуҫласа паха вӗренӳ таран», пӗтӗм тӗнче шайӗнчи форум иртнӗ.

Александр Морисович форум хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсемпе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ӑна вӑл икӗ пунктпа палӑртаса хӑварнӑ.

«1. Нумай ҫул каялла Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗнче пуҫламӑш класра ачасене темиҫе чӗлхе вӗрентнин моделӗ хӑйӗн кирлӗлӗхне ҫирӗплетет.

2. Республикӑра нумай чӗлхеллӗ вӗренӗве аталантармалла!» — кӗскен пӗтӗмлетнӗ вӑл.

 

Культура
Юрий Жуков страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Юрий Жуков страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Юрий Жуков композитора халалласа курав уҫнӑ. Кун пирки композитор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Турайри культура ҫуртӗнче пулса иртнӗ «Юратсан юрлас килет» фестиваль-конкурса килсессӗн кунти библиотекӑра та пулса куртӑм. Ман ҫинчен те манман иккен кунта... Тавах», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Юрий Нестерович композитор, баянист, педагог 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнч Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни.

Вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall255957330_1475
 

Хулара

Шупашкар хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ. Ку ӗҫе ачасене те явӑҫтарнӑ.

Хулари шкулсенче вӗренекен, асӑннӑ социаллӑ центрпа туслӑ ҫыхӑну тытакан хастар ачасем вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсенчен интервью илеҫҫӗ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открыткӑсемпе савӑнтараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле центрӑн пресс-секретарӗ ҫӳрет.

Кайран ҫав кӗске видеосенчен та видео хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ. «Ку ӗҫ питех те калӑпӑшлӑ та яваплӑ. Хамӑр та пӑлханатпӑр», — теҫҫӗ центрта.

 

Чӑвашлӑх
stroitelsport.ru сайтри сӑн
stroitelsport.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен диктантне ҫырӗҫ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ акцие Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халаллӗҫ.

Диктанта 13 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Ӑна аудиторире е дистанци мелӗпе ҫырма май пулӗ.

Кӑҫал чӑваш халӑх ҫыравҫин Василий Алентейӗн хайлавӗнчи пӗр сыпӑк пулӗ.

Кӑҫал акци сӑн-сӑпатне суйланӑ. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан офицерӑн мӑшӑрӗ Кристина Егорова. Вӑл салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ леҫме ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот
21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот

Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав шутра килти укҫа та пулнӑ, кредит та илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ суммӑна хӗрарӑм пӗр эрне хушшинче куҫарса панӑ.

Пӑтӑрмах почта уйрӑмне килмелли документсене йӑнӑша пула урӑх адреспа ярса панине ӗнентернинчен, урӑх ҫӗре ярса пама смспа килнӗ пароле ыйтнинчен пуҫланнӑ. Код мессенджерсенчен пӗринче бот урлӑ килнӗ. Хӗрарӑм ҫав кода ют ҫынсене пӗлтернӗ. Унтан ҫавсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм кабинета кӗме пултарнӑ.

Кайран хӗрарӑма укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫынсем каланине йӑлт пурнӑҫланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче роза ӳстерекенсене тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен.

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр теплицӑра чикӗ леш енчен килнӗ ҫынсем тар тӑкни пирки миграци енӗпе ӗҫлекен специалистсене систерекенсем пулнӑ.

Инспекторсем тӗрӗслеме тухса кайнӑ. Унта, чӑн та, мигрантсем ӗҫленӗ иккен. Узбекистанран хайхисем пирӗн ҫӗршыва миграци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑнманни палӑрнӑ. Ҫавсем роза калчи ӳстернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Йӗркене пӑснӑ мигрантсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, 5 пин тенкӗ таран штраф хурса парӗҫ, пирӗн ҫӗршывран кӑларса яма пултарӗҫ.

Теплицӑра нелегалсене ӗҫлеттернӗ ҫынна та саккун явап тыттарма май парать.

 

Вӗренӳ
arm-detlib.my1.ru сайтри сӑн
arm-detlib.my1.ru сайтри сӑн

Тӑвайри шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Виктория Автономова вырӑс чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ.

Унта тӗрлӗ регионти 450 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.

Виктория – тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ хӗр. Вӑл вырӑс чӗлхипе кӑна мар, биологипе тата химипе те касӑкланать. Вӑл тухтӑр пулма ӗмӗтленет, ҫавӑнпах ҫак предметсене тӑрӑшса шӗкӗлчет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/zaxarov21/4927?single
 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Валентина Трифонован пултарулӑх каҫӗ иртӗ.

Валентина Ивановна — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1979), чӑваш халӑх артистки (1989), Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки (1998).

Пулас артистка 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвайӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ патшалӑхӑн театр, музыка, кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1972 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ.

Валентина Трифонова ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑменче вуласа пӗлме май пур.

 

Республикӑра
donland.ru сайтри сӑн
donland.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть республикӑна «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килсе кайнӑччӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ акципе килӗшӳллӗн, вӑл каллех пирӗн пата ҫитӗ. Пуйӑс Чулхула чукун ҫулӗн 45 станцийӗнче чарӑнӗ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра вырнаҫнисенче те.

Пирӗн республикӑна пуйӑс ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Вӑл «Ҫӗмӗрле», «Вӑрнар», «Канаш1» станцисенче чарӑнӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр тата Шупашкар урлӑ иртӗ. Чарӑнура 20 минутран пуҫласа 1 сехет таран пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/nikamran
 

Республикӑра

ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен палати Элтепере республикӑра тепӗр уяв йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем Нумай ачаллӑ ҫемьесен кунне паллӑ тутарасшӑн.

Сӑмах май, пӗлтӗрхи ҫулла тӗлне Чӑваш Енре 18 пин ытла нумай ачаллӑ ҫемье пулнӑ. Ку 2012 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хут нумайрах. Кӑҫалтан нумай ачаллисене пулӑшмалли ҫӗнӗ мерӑсем йышӑннӑ.

Аса илтерер: Олег Николаев Элтеперте ӗҫлеме пуҫланӑранпа виҫӗ уяв паллӑ тума йышӑннӑ: Ашшӗн кунӗ, Чӑваш тӗррин кунӗ, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсене амӑнмалли кун.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...