Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ модине кӑтартӗҫ. Уяв программинче хальччен пулман. Ӑна пуҫараканӗ – Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Канашӗ.

1945-1950 ҫулсенчи тумтире Республика тӳремӗнче иртекен дефилере курма май пулӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.

Мода кӑтартакансен йышне кӗрес килет-и? Малтан регистраци тухмалла: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти ҫамрӑк амӑшӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ, вӑл 5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ

Ун патне «налук службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл 3-НДФЛ справка ярса памаллине, хӗрарӑма черетсӗрех йышӑнассине каланӑ. Ӑна смс-ҫырупа килнӗ пароле калама хушнӑ.

Кайран тепӗр смс килнӗ, унта ҫамрӑк амӑшӗн даннӑйӗсене вӑрланине пӗлтернӗ. Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма пулӑшу сӗннӗ, куншӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм темиҫе кредит илнӗ, хӑй пухнӑ укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл 5 млн тенкӗсӗр юлнӑ. Хӑйне улталанине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Кустова 100 ҫул тултарнӑ.

Вал Чулхула облаҫӗнчи Бор хулинче ҫуралнӑ. Вӑл ача чухнех йывӑр ӗҫе кӳленнӗ. Ҫичӗ класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑнти хулари предприятисенчен пӗринче лакировщицӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑштахран ҫар заводӗнче снарядсемпе бомбӑсем кӑларнӑ ҫӗрте тимленӗ.

Шупашкара куҫса килнӗ хыҫҫӑн «Электроприбор» заводра ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл виҫӗ ача ура ҫине тӑратнӑ. Паян хӗрӗн, Альбина Николаевнӑн, ҫемйипе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Чӑвашлӑх

Паян Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ виҫҫӗмӗш хут иртрӗ. Ӑна «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Ҫамрӑксен хаҫачӗпе» пӗрле йӗркеленӗ.

Форума пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкӗсем пухӑннӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчен ҫитнисем те пулчӗҫ: Хусантан, Мускавран, Чӗмпӗртен. 25 спикер хӑйсен ӗҫӗ, проекчӗсем,чун киленӗҫӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартрӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти Артем Григорьев пӗлтӗр форумра пулнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайнӑ, хӑй хулари тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ кофе аппаратсене чӑвашлатнӑ, «Лайӑх кофе» ят панӑ. Анжелика Еремеева Хусантан ҫитнӗ. Вӑл «Ӗмӗт» этноушкӑн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Ӗнер каҫхине Етӗрне тата Муркаш округӗсен чиккинче М-7 ҫул ҫинче «Лада Веста» водителӗ пӑшие ҫапса кайнӑ. Чӗрчун ҫул урлӑ каҫнӑ. Шел те, пӑши вилмеллех аманнӑ.

Аварире 40 ҫулти пассажирка суранланнӑ. Тӑнне ҫухатнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: 1983 ҫулта ҫуралнӑ водитель ӳсӗр пулман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑри ҫулсем ҫинче 32 пӑшие ҫапса хӑварнӑ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Шупашкарта 13-мӗш маршрут ҫӳреме тытӑнӗ. Перевозчикӗ – Чӑваш транспорт управленийӗ.

Маршрут ҫине вӑтам класлӑ 9 автобус тухӗ. Транспортра - лармалли 19 вырӑн. Сусӑрсен тата ача кӳмисене лартма вырӑн пур. Салонра карттӑпа тӳлемелли терминал вырнаҫтарнӑ. Автобуссем «Сад» микрорайонӗпе ЖБКна ҫыхӑнтарӗҫ.

 

Персона

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ велосипедист Алексей Орлов килет.

Вӑл - Челябинск облаҫӗнчен, шыв тӗпчевҫи тата ҫул ҫӳревҫӗ. Алексей тӗрлӗ региона велосипедпа ҫӳреме юратать.

Хальхинче вӑл «Байкалтан - Ладогӑна ҫити» маршрут йӗркеленӗ. Унӑн ҫулӗ Чӑваш Ен урлӑ та иртӗ.

Алексей 60 ҫула ҫывхарать. Вӑл Раҫҫейри мӗн пур юхан шыв хӗррине ҫитсе курма ӗмӗтленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» 95 ҫул тултарнӑ. Ҫак кунсенче калем ӑстисем юбилея савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ тунӑ.

Пӗрремӗш номер 1930 ҫулта «Колхоз спутникӗ» ятпа тухнӑ. Ку таранччен унӑн ячӗ темиҫе те улшӑннӑ.

Паянхи кун «Ӗҫ ялавӗ» чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. Пӗтӗмпе – 3386 экземпляр. Вӗсенчен 2220-шӗ – вырӑсла, 1166-шӗ – чӑвашла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13422
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Дмитрий Алипов икӗ пултарулӑх профессине парӑннӑ. Вӑл татуировкӑсем ӳкерет тата ӗлӗкхи ремеслана чӗртсе тӑратассишӗн тӑрӑшать.

Тату-мастерта вӑл 12 ҫул тӑрӑшать. Юлашки ҫулсенче вара кремикӑпа та ӗҫлет. Дмитрий пӗрремӗш татуировкисене ача чухнех тума пуҫланӑ, вӗсене пӗрле вӗренекенсем ҫине ӳкернӗ, уншӑн ӑна пылак ҫимӗҫ панӑ. Техникумран вӗренсе тухсан ӗмӗтне пурнӑҫлама шутланӑ. Паянхи кун унӑн студине тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем ҫӳреҫҫӗ. Дмитрий каланӑ тӑрӑх, халӗ чӑваш эрешӗсем анлӑ сарӑлнӑ.

2018 ҫулта вӑл тӑмран савӑт-сапа ӑсталама тытӑннӑ. Хӑшӗ-пӗринпе хӑй усӑ курать, сайра хутра кӑна сутать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20508
 

АКА
04

Кӗҫех юр ҫӑвӗ
 Софья Савнеш | 04.04.2025 14:36 |

Ҫутҫанталӑк

Хатӗрленӗр: кӗҫех республикӑра юр ҫӑвӗ. Кун пирки синоптиксем пӗлтереҫҫӗ.

Паян ҫӗрле сивӗ фрончӗ килӗ: ҫумар ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун кӑшт лӑпланӗ, уяртӗ, 6-11 градус ӑшӑ пулӗ.

Вырсарникун кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ округӗсенче ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш 7-12 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ округӗсенче йӗпе юр ҫӑвӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ.

Тунтикун ҫулсем шуҫлак пулӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн 7-12 градус таран ӑшӑтӗ, ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлсе пӗтӗ.

Ытларикун ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун уяртма пуҫлӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...