Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене 61-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унтанпа вӑл 71 пин пассажира турттарма ӗлкернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫи Максим Петров ҫӗнӗ маршрут епле ӗҫленине тӗрӗслеме хӑй ҫула тухнӑ. Максим Петров журналистсемпе калаҫнӑ чухне республика Элтеперне ырласа хӑварнӑ: 2020 ҫултанпа 221 ҫӗне троллейбус, 47 автобус туяннине пӗлтернӗ. Министерство ертӳҫи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку маршрут питех те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗтӗм ветерана, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, хулан хисеплӗ ҫыннин ятне парӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 17 ветеран пурӑнать. «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ чухне, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, чыслӗҫ. Ҫак ята тивӗҫнисен йышӗнче – 101 ҫулти Иван Григорьев, 100 ҫулти Зинаида Канова, 99 ҫулти Михаил Сорокин. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр 14 ветеран ҫак хисеплӗ ята тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Калининградра чӑвашсем ҫинчен видеороликсем ӳкереҫҫӗ. Ку - вырӑнти чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсен пуҫарӑвӗ. Вӗсем видеороликсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Чӑваш Енрен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ ҫынсем пирки ӳкереҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене ҫырса илеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — 91 ҫулти Роза Иванова. Вӑл 1946 ҫулта ҫемйипе пӗрле Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл Февральское поселокра пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн АПШра 19 ӗмӗрти чӑваш кӗпин лифӗ упранать. Кун пирки халӑх тетелӗнче Рина Ежергина каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗпене пиртен ҫӗленӗ, тӗррӗ вӗҫлемен. АПШри музея епле лекнӗ-ха вӑл? Ӑна 19-мӗш ӗмӗрте Америка археологӗ Зелия Натолл «Вырӑс экспедицийӗ» вӑхӑтӗнче туяннӑ. Чӑваш Енри эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, кӗпене кофтӑн ҫӳлти пайӗ пӗк хӑвӑрт ҫӗлеме пултарнӑ. Анчах ҫитсӑ айӗнче ӗлӗкхи тӗрӗ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Нина Данилова паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Нина Никитична виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл пилӗк мӑнукӗпе, мӑнукӗсен тӑхӑр ачипе, мӑнукӗсен ачин ачипе савӑнса пурӑнать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 16-ра пулнӑ. Ҫав ҫулсенче тӑван колхозра ӗҫленӗ: авӑн та ҫапнӑ, тырӑ та вырнӑ. Каҫсерен салтаксем валли нуски-алса ҫыхнӑ. Нина Никитична Виҫмелли механизмсен заводӗнче комплектлакан пулса 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Паян та 100 ҫулти кинемей йӑрӑ. Вал калча та акса тӑвать, ҫулла ирех тӑрса пахчара ӗҫлеме тытӑнать. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентекен журналсене питӗ вулать. «Вӑл нихҫан та пуҫ усмасть, хӑйӗн тапса тӑракан вӑй-халӗпе пире хавхалантарса тӑрать», — каласа кӑтартать унӑн кинӗ Елена Степановна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() culture.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна ҫул ҫитмен ачана хур кӑтартнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл 8 ҫулти тӑван мар ывӑлне юратсах кайман, ӑна пӗрмай хӗненӗ, хур кӑтартнӑ. Ҫапла темиҫе уйӑх пулнӑ. Юрать-ха, паянхи кун ача амӑшӗпе ҫав арҫынран уйрӑм пурӑнать. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул ҫурӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() УФСИН сайтӗнчи сӑн Улатӑрти 2-мӗш колонире ларакан Ангелина Антонова Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка, девушки» конкурса хутшӑннӑ, «Кил хуҫи хӗрарӑмӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ангелина кулинари блюдипе тӗлӗнтернӗ. Пӗрре пӑхсан, вӑл ахаль десерт пек. Анчах кассан унта хура, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ йӗрсем тухаҫҫӗ – Георгий хӑйӑвне аса илтерет вӑл. Торт ҫинче мастикӑран Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пулнӑ. Сӑмах май, ку конкурс ҫулсеренех иртет. Унта пикесене тӗрлӗ номинацире палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче страуссем пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсене А.А.Петрухин усрама пуҫланӑ. Экзотика кайӑк-кӗшӗкне Самар облаҫӗнчен илсе килнӗ. Хальӗхе фермер страуссене мӗн тӗллевпе усранине уҫӑмлатман – вӑрттӑнлӑхра. Паянхи кун хуҫалӑхра 3 страус пур. Ҫитес вӑхӑтра тепре илсе килмелле. Халӗ страуссем Патӑрьел районӗн ветеринари станцийӗнче, вӗсенсен анализсем илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарам хитре пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫав тӗллевпе вӑл укол тутарас тенӗ. Илем уколне тума уйрӑм ҫыннӑн клиникине шаннӑ. Унта ӑна укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сулахйй пит ҫӑмарти туйма пӑрахнӑ. Хӗрарӑма хӳтӗлесе Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ. Клиникӑран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗс укҫи 82 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн ку кӑтарту 68 пин та тенке пулнӑ. Ӗҫ укҫин виҫипе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнчи 5 регионтан иртсе кайнӑ: Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Киров, Пенза тата Сарту облаҫӗсенчен. Чи пысӑк ӗҫ укҫи Тутарстанра. Унта вӑл 109,1 пин тенке ларнӑ, чи пӗчӗкки — Киров облаҫӗнче (74,4 пин тенкӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |