Персона
![]() kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Надежда Степанова (Силпи) сӑвӑҫ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Надежда Степанова нумай ҫул Шупашкар районӗн администрацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫлерӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра вӑл чирленӗ. Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Надежда Силпие ыран, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тӑван ялӗнче, Канаш районӗнчи Кӑшнаруйӗнче,юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ҫуралнӑ килӗнче пачӑшкӑ 11 сехетре кӗлӗ ирттерӗ, 12 сехетре ялти клуб умӗнче сывпулашу митингӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче «МТВ» суту-илӳ центрӗнчӗ «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куравӑн хӑйӗн талисманӗ пулӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. «Щерулмишка», «Картуша» тата «Бульба-Бадди» – хальлӗхе ҫак виҫӗ ят пур. Анчах тӳре-шара кунпа ҫырлахасшӑн мар, тата ятсем сӗнме калаҫҫӗ. Сӗнӳсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче йышӑнаҫҫӗ. Унта ятсем сӗннӗ ӗнтӗ: «Картофан», «Картошечка Фиона», «Уммка», «Корней», «Умик», «Парангик», «Пататоша», «Картоша», «Картошкин», «Пан Улмич», «Петруччи», «Гулявый», «Зубоус», «Уммашка». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене ҫӗнӗ 12 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. Автобуссене округсене те ӑсатӗҫ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсене. Ҫавӑн пекех Шупашкарти тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрне те автобус парӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссенче ГЛОНАСС, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, маяк пур. Палӑртса хӑварар: 9 автобуса – федераци хыснинчи, 3-шне республика хыснинчи укҫапа туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Канаш округӗнче икӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ пулӗ: Ҫӗнӗ Мамире тата Кӑшаруйра. Ҫак икӗ ялта 500 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАПсенче халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама пӗтӗм услови пулӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарӗҫҫ, эмелсене упрамалли ятарлӑ вырӑн пулӗ. Унта вакцинаци тума, диспансеризацин малтанхи тапхӑрӗ витӗр тухма та условисем тӑвӗҫ. ФАП сусӑрсене кӗрсе ҫӳремешкӗн те меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать. Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() oren.aif.ru сайтри сӑн Шупашкарти 53-мӗш шкула карантина хупнӑ. Унти пӗтӗм ача дистанци мелӗпе килтен вӗренӗ. Ку – ОРВИе пула. Чир сарӑлнӑран хулари 14 шкулти 28 класа карантина янӑ. Палӑртмалла: иртне эрнере 3396 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 12,8 процент нумайрах. Иртнӗ эрнере 19 ҫын гриппа чирленӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа - 73 ҫын. Вӗсенчен 33-шӗ – 17 ҫул тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Иван Григорьева Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медале панӑ. Иван Григорьевич фронта 1941 ҫулта хайӗн ирӗкӗпе кайнӑ III Украина тата II Беларуҫ фрончӗсенче минометчик пулса ҫапӑҫнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аманнӑ, ҫапах Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Хусанти юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чӑваш АСССРӗн прокуратуринче 15 ҫул ытла ӗҫленӗ. 1965 ҫулта службӑна республика прокурорӗн ҫумӗн должноҫӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тинех сивӗтет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр сывлӑш 1-6 градус таран сивӗнӗ. Ҫил лӑпланӗ. Ытларикун каҫхине тата ҫӗрле юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та тухӗ. Икӗ кун самай юр ҫунӑ хыҫҫӑн антициклон ҫитӗ. Пӗлӗтсем юнкун каҫхинех сирӗлме пуҫлӗҫ. 10-15 градус таран сивӗтӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун хӗвеллӗ, тӳлек ҫанталӑк тӑрӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ. Канмалли кунсенче типӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Ку нарӑсӑн пӗрремӗш декади вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра юр ҫӑвӗ, 20 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар округӗнчи Лапракасси ялӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухса ӗлкӗреймен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра мунчана хутман. Пушар сӳнтермен пирус тӗпӗшӗн тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. 25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре виҫе техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 83 пушар пулнӑ. Вӗсенче 4 ҫын вилнӗ, 12-ӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртне эрне вӗҫӗнче «Сӑмах хӑвачӗ» ятпа муниципалитет шайӗнчи фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта пурӗ 150 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем Петӗр Хусанкай сӑввисене, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене тата Муркаш районне халалласа ытти поэт ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вуланӑ. «Муркаш ҫӗрӗ хастар та пултаруллӑ ҫынсемпе малтан та пуян пулнӑ, маттурсем татах йышлӑланчӗҫ. Поэзи уявне хутшӑннисем ҫакна паян тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ», —тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче фестиваль-конкурсра ачасен пултарулӑхне хаклама хутшӑннӑ Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫчене Антонина Андреева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |