Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Мускавра шеф-поварсен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари уҫӑ чемпионат иртнӗ. Кӑҫал вӑл «Крокус экспо» курав залӗнче иртнӗ. Чӑваш Енри команда ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ. Вӑл – Патӑрьел районӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова кӑҫалхи сезонра пӗрремӗш медале ҫӗнсе илнӗ. Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Краснодар крайӗнчи Ксения Орлова тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Елизавета Фролова йышӑннӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче те Лана Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра кӗмӗл медаль илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ пӗлтӗр чи нумай кӗнеке вуланӑ ачан ятне пӗлтернӗ. Вӑл – Шупашкарти Альвина Горбунова. Вӑл пӗлтӗр тӗлӗнмелле нумай кӗнеке вуланӑ – 112! Альвина ку вулавӑша 3,5 ҫул каялла килнӗ. Ун чухне ӑна амӑшӗ ҫавӑтса пынӑ. Ҫавӑнтанпа хӗрача библиотекӑна тӑтӑшах ҫӳрет. Сӑмах май, Альвина 37-мӗш шкулта вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Сӗнтӗрвӑрринчи алӑ ӑсти картонран мини-хула тӑвать. Вӑл культура ҫуртӗнче ӗҫлет. Светлана картонран хула урамӗсенчен ҫухалнӑ истори пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене тӑвать. Ахаль макетсем мар, чӑн-чӑн шедеврсем пулса тухаҫҫӗ. Светлана ансат материалсемпе усӑ курать: косметика, гирлянда, эмел курупкисене. Календарьпе те усӑ курать. Светлана Тогаев композиторӑн тата Атӑлӑн истори пӗлтерӗшлӗ пайне тӑвасшӑн. Ку ӗҫ уншӑн – чун киленӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.freepik.com сайтри сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ятлӑ ачана регистрациленӗ. Луна-Мария тесе ҫыртарнӑ. Луна – Рим тымарӗнчен тухнӑ ят. Ҫапла Ҫӗр спутникӗн туррине каланӑ. Мария авалхи еврей чӗлхинчен пулса кайнӑ. Сӑмах май, Луна ятлӑ хӗрачасене Шупашкарта унччен те регистрациленӗ: 2021 тата 2022 ҫулсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кирилл Романов тунӑ сӑн Паян Комсомольски округӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку кӑҫал – пӗрремӗш тӗслӗх. Округра Тури Тимӗрчкасси ялӗнче 150 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Пушара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин 6 ӗҫченӗ 2 машинӑпа сӳнтернӗ. Юрать-ха, ҫынсен кил-ҫурчӗ шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк пушарӗсен 90 проценчӗ ҫын айӗпӗпе пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chv.aif.ru сайтри сӑн Шупашкартан Азербайджанри Бакуна самоет вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. «ИрАэро» компани рейс уҫма ирӗк илнӗ. Документ тӑрӑх, вӑл эрнере икӗ рейс тума пултарать. Анчах ирӗк илни кӑна мар-ха. Маршрута уҫасси кунран кӑна килмест. Ун пек тӗслӗхсем пулнӑ: авиакомпани рейс уҫма ирӗк илнӗ, анчах маршрута йӗркелесе ярайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене улталас тенӗ те анчах май килмен. «Хендай Н-1» микроавтобус водительне пакунлисем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын машинӑри хыҫалти ларкӑч ҫине куҫса ларнӑ, хӑй пассажир иккенне ӗнентерме пӑхнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма вӑл килӗшмен. Тепӗр виҫӗ кунтан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна руль умне ӳсӗрле тепӗр хутчен ларнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ. «Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ. Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() t.me/government_chuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере пирӗн республикӑн правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Денис Шишкина шаннӑ. Дениса Алексеевича ку пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |