Ҫул-йӗр
![]() "На сявязи" сайтри сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ. Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ. Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ. Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра Чӑваш АССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Эшпай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Ҫавна май регион ертӳҫи Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ. Андрей Эшпай — 300 ытла музыка хайлавӗн авторӗ. Ҫав шутра «Ангара» балет, «Круг» оперетта, инструмент концерчӗсем, симфонисем. Академи музыкисӗр пуҫне вӑл 100 ытла романспа юра кӗвӗленӗ, 60 ытла кинофильм валли музыка ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫитес эрнере Ҫӑварни пулать. Синоптиксем ун чухне ҫанталӑк ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ. Паян-ыран атмосфера пусӑмӗ пысӑк, ҫил лӑпкӑ. Ыран, шӑматкун, тӗтре карса илӗ. Канмалли кунсенче уяр та сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле – 13-18, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ. Ытларикунран пӗлӗтленме, ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла – 0, ҫӗрле 5-7 градус сивӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑсра нӳрӗк сахал. Юлашки икӗ кунра кӑна юр ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш сивӗ тата юрлӑ киме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР строительство министрӗ пулнӑ Михаил Коледа ЧР Элтеперне Олег Николаева суда панӑ. Тавӑҫа Шупашкарти Ленин районӗн судне нарӑсӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ. Михаил Коледа ӗҫрен кӑларса янипе мар, «шанчӑкран тухнӑ» тенипе суда панӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Олег Николаев Михаил Коледана шанӑҫран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алина Егорова с Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулта ЮНЕСКО шайӗнчех палӑртма йышӑннӑ. Шӑп та лӑп паян, 1952 ҫулта, Бангладешри Дакка хулинче студентсем тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ, вӗсене вара йӗрке хуралҫисем персе пӑрахнӑ. Паянхи кун пирӗн чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси пирки тепӗр унчен шухӑшласа пӑхма сӑлтав пур. Эпир вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑмасан та тӑван чӗлхемӗре хамӑр та ыррӑн пӗлместпӗр, ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсене те ҫуралсанах унран пистеретпӗр. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ют чӗлхепе, ан тив вӑл патшалӑх чӗлхи пулсан та, лӑпкани пистерниех пулать ӗнтӗ. Хӑйӗн чӗлхине пӗлмен ҫын ытти чӗлхене тата тӑван ҫӗршыва хисеплӗ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лариса Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ. Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ. Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗҫ инспекцийӗ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта рабочи 6-мӗш хут ҫӳллӗшӗнчен ӳксе аманнӑ. Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ тӗрӗслев ирттерет. Ку Совет урамӗнче ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: нарӑсӑн 17-мӗшӗнче арматурщик бетон ӑшӑтмалли кабеле хунӑ. Вӑл, хӗрринче тӑнӑскер, аялалла ӳкнӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ку инкек мӗншӗн пулнине палӑртӗҫ. Харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе те тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн 65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ вӗсем. 2021 ҫулта «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. Ку – Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пурӑнакан Ярочкинсем пирки. Геннадий Ивановичпа Валентина Александровна 1960 ҫулта пӗрлешнӗ. Юбилей ячӗпе вӗсене вырӑнти влаҫ ҫыннисем те саламланӑ. Вӗсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |