Персона
![]() vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи Геннадий Хураськин вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 40 ҫул та иртсе кайнӑ. Ӗсе вӑл Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче пуҫланӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Йӗпреҫри пушарпа хими станцийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Вӑл ҫине тӑнипе атвопарка ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. «Вӑрман — пирӗн иксӗлми пуянлӑх. Ӑна упарса хӑварассипе эпӗ те тӑрӑшнишӗн чунтан савӑнатӑп», — тет вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ йӑлана, кӗнӗ «Театра – аттепе пӗрле» акци ирттерет. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. Акци нарӑсӑн 22-23-мӗшӗсенче иртӗ. Ашшӗсем, аслашшӗсемпе кукашшӗсем театра мӑнукӗпе килсен спектакле тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спектаклӗ пулӗ, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче – «Незнайка и его друзья». Ҫавӑн пекех нарӑсӑн 23- мӗшӗнчӗ арҫынсем кинозалта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки ӳкернӗ «Вӑрҫӑ тата музыка» фильма тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри студентсем те Хура тинӗсри мазута пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Хура тинӗс хӗррине тӗрӗслесе мазутлӑ вырӑнсене тупса тасатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак инкекре шар курнӑ кайӑксене, чӗрчунсене пулӑшаҫҫӗ. Ку кӑна мар, вӗсем шар курнисен ӑшӑнмалли тата апатланмалли пунктсенчи ӗҫе те хутшӑнаҫҫӗ Пӗр сӑмахпа, вӗсем – паттӑрсем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи пушарта икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушар нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле тухнӑ. Атрать посёлокӗнчи йывӑҫ пӳртре инкек вӑхӑтӗнче 2 тата 2 ҫулти ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Ҫунакан пӳртрен аслисем тухма пултарнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() habr.com сайтри сӑн Ял арҫынни майрапа ҫӗр каҫас тесе 72 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ Ку нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуонӑ. 35-ри арҫын социаллӑ сетьре хӗрарӑмпа паллашнӑ, вӗсем Шупашкарта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Анчах майра тӗлпулу умӗн укҫа куҫарса пама хушнӑ, пӗр пайне хваттере ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ. Ку арҫынна сисчӗвлентермен, 72 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑнах хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнна 101 ҫулти ветеран Иван Пыресев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иван Сергеевич 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ӑна Чӗмпӗр облаҫне Барышская Слобода ялне хӳтӗлев чиккине тума янӑ. Ҫав ҫулах раштавра Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Анчах ыьла хыткан пулнӑран каялла янӑ. Фронта вӑл 1942 ҫул вӗҫӗнче лекнӗ. Полтавӑра вӗсене нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ. Вӑл кӑна чӗрӗ юлнӑ, шурлӑх, вӑрман урлӑ хамӑрӑннисем патне ҫитнӗ. Японипе те вӑрҫнӑ вӑл. Киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта паян пӗри такси водительне пӑвма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах К.Иванов урамӗнче пулса иртнӗ. Водитель йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ клиент таксиста кӳрентерме пуҫласа кайнӑ. Унтан ӑна мӑйӗнчен пӑвма тытӑннӑ. Усал клиента, 32 ҫулти арҫына, часах тупса палӑртнӑ. Вӑл хӑй ӳсӗр пулнине йышӑннӑ та мӗншӗн усалланнине ӑнлантарса парайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта 5 машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Автомобильсем ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑран чарӑнса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине пӗр машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырса кӗнӗ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 21 ҫулти ӳсӗр каччӑ ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |