Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи «Павловские дни» (чӑв. Павлов кунӗсем) юбилей фестивальне ирттерӗ. Ӑна музыка училищи кӑҫал 95 ҫул тултарнине халалланӑ. Фестиваль юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав вӑхӑтра Пысӑк концерт залӗнче отчет концерчӗсен ярӑмне куракансем патне тӳлевсӗр ҫитерӗҫ. Концерта преподавательсем, студентсем, пултарулӑх коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Музыка училищи 1929 ҫулта Шупашкарти музыка шкулӗнче Чӑваш музыка техникумӗ евӗр ӗҫлесе кайнӑ. 1930–1936 ҫулсенче Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗ шутланнӑ, 1936–1941 ҫулсенче — музыка училищи. 1944 ҫулта Шупашкарти музыка училищи пулса тӑнӑ, 2009 ҫулта — Шупашкарти музыка училищи (техникумӗ). Училище 1954 ҫултанпа чӑваш драматургийӗн тата профессилле музыкин никӗслевҫин, чӑваш поэчӗн, драматургӗн, композиторӗн, дирижёрӗн Фёдор Павловӑн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
news.1777.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 12 ҫын наркотикпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра пӗтӗмпе 49 ҫын наркотикпе наркӑмӑшланнӑ: 45 хӗрарӑм тата 4 арҫын. Танлаштарма: пӗлтӗр ҫак тапхӑрта, 9 уйӑхра, 57 ҫын наркотик тутанса наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 21-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн ҫӗнӗ романне пахаланӑ. Автор Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗ Чӑваш кӗнеке издательстви тӑван чӗлхепе ҫырнӑ романсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Турхан сӑмахӗ» — историлле хайлав. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш романӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ хайлавӑн авторӗ Аркадий Русаков — профессипе тухтӑр, Фёдоровка салинчи район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. 35 ҫул Стерлитамакри чӑваш ҫыравҫисен «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗнче тӑрать», — хыпарланӑ Марина Карягина. |
Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. |
Спорт
"Контактри" сӑн Чӑваш Енри команди Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ентешсем 450 пин ҫын таран пурӑнакан ялсен командисемпе тупӑшса мала тухнӑ. Палӑртмалла: ӑмӑртусем Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Суходол ялӗнче иртнӗ. Тупӑшсем ӗнер вӗҫленнӗ. Пӗтӗмӗшле зачета илес тӗк, пирӗн республика ытти регион хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян урамра палӑрмаллах ӑшӑ. Ыран тата ӑшӑрах пулӗ, термометр кӑнтӑрла 9-14 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла иртсен хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Юнкун каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кунӗпех ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пирӗн пата Арктика сывлӑшӗ килме тытӑнать. Эрне вӗҫнелле йӗпе юр та ҫума пултарать. Ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, ҫил лӑпланӗ. Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех циклон килме пултарать. Юр ҫуса лартма та пултарать. Ҫапах хӗл халех лармӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен ҫанталӑк климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш лини уйрӑмӗн пайен ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче, Шупашкар шыв управӗ ҫывӑхӗнче, рейд ирттернӗ. Вӗсем браконьера тытса чарнӑ. Арҫын, 1987 ҫулта ҫуралнӑскер, Мари Элтен. Вӑл саккуна пӑсса юраман хатӗрпе пулӑ тытнӑ. Полицейскисем унран 19 пулӑ тата хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хальлӗхе арҫыннӑн полици уйрӑмне пырса хӑй пуррине паллӑ туса каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Чеб. Медиа» архивӗнчи сӑн Кӗҫех республикӑра теплоход сезонӗ вӗҫленӗ. Юлашки теплоход чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килсе чарӑнӗ. Кӑҫалхи кӑтарту, вара халех паллӑ: республикӑна туристсем килес енӗпе рекорд пулнӑ. Кӑҫалхи сезонра 720 круиз теплохочӗ 102 пин ытла турист килнӗ. Ӗнер икӗ теплоход чарӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче тепӗр 3-шӗ килмелле. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна теплоходсемпе 89 пин турист килсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт патӗнче ҫул ҫинчи инкекре икӗ ҫын аманнӑ, 4 ҫулти ачана пульницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Пӑтӑрмах 15 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. «Фольксваген Поло» рульне тытса пынӑ 49 ҫулти водитель малта пыракан «Лада Веста» тата «ГАЗ 3009» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. «Вестӑн» 32 ҫӳлти водительне тата 31 ҫулти хӗрарӑм-пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Салонта пулнӑ 4 ҫӳлти хӗрача сывлӑхне те тухтӑрсем терӗсленӗ, вӑл йывӑр шар курман. «Фольксваген Поло» водителӗ урӑ пулман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Контактри" сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Индирен килнӗ студентсем валли уяв туса панӑ. «Навратри» ятлӑ вӑл. Уявра 200 яхӑн студент савӑннӑ. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ., хӑйне евӗр наци ҫимӗҫӗсемпе хӑналанӑ. «Вӑл питӗ ырӑ уяв. Вӑл тӗрӗслӗхе, ырӑ усала ҫӗнтернине кӑтартать», - палӑртнӑ Индирен Шупашкара вӗренме килнӗ студент Датта Акшат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |