Сывлӑх
dzhmao.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре малярипе чирленӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вӑл ӑна Кӑнтӑр Судана командировкӑна кайсан ертсе килнӗ. Хӗрарӑма Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе килнӗ. Ун чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ: ӳт температури хӑпарнӑ, пуҫӗ вӑйлӑ ыратнӑ. Вӑл тухтӑрсене пӗлтӗртенпе Кӑнтӑр Суданра командировкӑра пулнине каласа кӑтартнӑ. Шупашкара таврӑнма тухсан чир паллисем палӑрнӑ, вӑл Африкӑрах туяннӑ эмелсене ӗҫме пуҫланӑ. Анчах ку пулӑшман, сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Шупашкара ҫитсенех вӑл тухтӑрсене чӗннӗ. Анализсем унӑн маляри пулнине палӑртнӑ. Тухтӑр тӗрӗс препарат ӗҫме хушсан унӑн сывлӑхӗ лайӑхланма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Контактри" сӑн В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Семен Мареев Краснодар крайӗнче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫсей первенствинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва 500 ытла атлет пухӑннӑ. Семен 109 килограмм таран таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре, штангӑна тертсе тата йӑтса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ Галина Антонова (литературӑри псевдонимӗ — Галина Матвеева) Канаш районӗнчи Ушанарти библиотекӑра тӗлпулу ирттернӗ. Ҫыравҫӑпа тӗл пулма Ушанарта, Малти Тукайра, Ҫӗнӗ Чалкассинче тата Иккӗмӗш Хурамалта пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Галина Алексеевна хӑйӗнпе кӗскен паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Андреевӑн «Ачалӑх сӑввисем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Поэт вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарать. 2022 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки «Ура утать – ҫул юлать» ятпа кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнӗ ача-пӑча сӑввисенчен нумайӑшӗне вӗрентекенсемпе ача сачӗн воспитателӗсем ыйтнипе е шкулта, садикра ирттерекен тӗрлӗ уяв-конкурс валли ятарласа ҫырнӑ. Кӗнеке тиражӗ – 500 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Хальлӗхе ку ыйту татӑлман-ха. Шаманӑн тата Олег Газмановӑн юррисене шкул программине кӗртесшӗн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Колунов хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, патриот туйӑмне ҫуратакан юрӑсене шкулсен вӗренӳ программине кӗртмеллех. Депутат сӗннине итлесен шкул ачисем Шаман тата Олег Газманов юррисене музыка урокӗсенче юрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗр хулинчи Киров районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян чӑваш юрри янӑранӑ. Унти ватӑсем патне концертпа «Парне» чӑваш халӑх фольклор коллективӗ пынӑ. Чӑваш коллективне ҫӳрекенсем тӑван халӑхӑмӑрӑн «Кӗр сӑри» йӑла-йӗркине кӑтартса панӑ. Ку уява кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен мӗн авалтан ирттернӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗнӗ сӑра вӗретсе ӗҫнӗ. Питӗрти чӑвашсен «Парне» ансамбльне 15 ҫул ытла Татьяна Ильина ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа онлайн-викторина ирттерет. Ӑна истори, филологи, управленипе право факультечӗ Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Викторина ирхи 8 сехетре пуҫланнӑ та 23 сехет те 59 минутра вӗҫленӗ. Ыйтусене ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: https://onlinetestpad.com/fjrcoynpjpdui |
Раҫҫейре
"Контактри" сӑн Грегори РМ лаша каллех ҫитӗнӳсем тунӑ. Вӑл «Супер-Дерби» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Лаша Раменскри ипподромра 2400 метра чупса рекорд лартнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ – 3.00,4 минут. Йӗвене опытлӑ маҫтӑр Вадим Кулыгин тытса пынӑ. Палӑртмалла: Грегори РМ Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ лаша савутӗнче ҫуралнӑ. Ӑна 2021 ҫулта аукционра чи пысӑк хакпа сутнӑ. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те «Дерби» ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
mintrud.cap.ru сайтри сӑн ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2005 ҫын ӗҫсӗр пек регистрациленнӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту 200 ҫулсен пуҫламӑшӗнченпе пулман. Танлаштармашкӑн: 2023 ҫул вӗҫӗнче республикӑра 2700 ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланнӑ. Эрне каялла кӑна ӗҫсӗррисен йышӗнче 2102 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 10 уйӑх ӗнтӗ вӑтам ӗҫ укҫи 50 пин тенкӗрен анмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анатолий Аксаков страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Патшалёх Думин депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессоре, живопись ӑсти, Анатолий Данилов хӑйӗн картинине парнеленӗ. Кун пирки Анатолий Аксаков «Контактра» хыпарланӑ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксем ӑна ачалӑхне Крымра ирттернине аса илтернӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче художник Аксаковран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Вӑл Чӑваш Енри тата Тутарстанри художниксем Крымри ӗҫтешӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме, унта куравсемпе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Аксаков Крым муниципалитечӗн ертӳҫисемпе тӳрех ҫыхӑннӑ-мӗн, проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Халӗ чӑваш художникӗ депутата тав туса хӑйӗн картинине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |