Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрне пуҫламӑшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Кӗҫӗр 0 градус пулӗ, кайран вара ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Эрнекун вӑйлах ҫӑвӗ. Ҫапах кӑнтӑрла 12-17 градус ӑшӑ пулӗ, каҫхине – 4-9 градус ӑшӑ.

Мӑнкунра пушшех те ӑшӑтӗ: термометр 19-24 градус кӑтартӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр акан 19-мӗшӗнче 26-28 градус ӑшӑ пулнӑ.

 

Персона
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, театр ӳнерӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, чӑваш сценин илемӗ пулнӑ Нина Григорьева артистка куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Наталия Володина хыпарларӗ.

Нина Ильинична К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 65 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл кирек мӗнле сӑнара та тӗлӗнмелле ӑста та ӗнентерӳллӗ калӑплама пултарнӑран ӑна халӑх юратнӑ. Театрта ӗҫлеме вӑл пӗлтӗр пӑрахнӑччӗ.

Нина Григорьева пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Пултарулӑхпа – куҫа-куҫӑн» – ҫапла ятлӑ Куславккари ача-пӑча искусство шкулӗн вӗрентекенӗн Эдуард Волчковӑн куравӗ. Вӑл вулавӑшра уҫӑлнӑ.

Курав ака уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Унта кирек кам та пырса курма пултарать. Автор картинӑсене акрилпа, ҫупа, акварельпе ӳкернӗ.

Палӑртмалла: ӳсекен ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑшӑн Эдуард Волочкова ЧР Культура министерствини Тав хучӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13513
 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Студентсен ҫуркунни» республика шайӗнче иртнӗ чухне пӗр хӗре гримеркӑра япӑх пулса кайнӑ. Унӑн эпилепси пуҫланнӑ.

Ӑна медицина факультетӗнче вӗренекен Андрей Алексеев тата Валерия Степанова пӗрремӗш медпулӑшу панӑ: аяк ҫине хунӑ, васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.

Пулас медиксем пулӑшнипе хӗрӗн сывлӑхне йӗркене кӗртме май килнӗ. Кайран ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75724
 

Вӗренӳ
Виталий Михайлов сӑнӳкерчӗкӗ
Виталий Михайлов сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Муркаш тӑрӑхӗнчи Андриян Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Татьяна Ершова директор ертсе пыракан вӗренӳ учрежденийӗнче ун пеккине 9-мӗш хут йӗркеленӗ.

Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2204
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ Бахтиер Холиковӑн машининче сирпӗнекен хатӗр тупнӑ. Ҫакна йӗрке хуралӗн органӗсем те ҫирӗплетнӗ.

«Контактри» «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, полковник нумаях пулмасть пурнӑҫӗшӗн шикленсе пурӑнмалли вырӑна улӑштарнӑ. Унӑн Кивӗ Вӑрмар ялӗнче килӗнче ӑслӑ камера пур. Вӑл ҫӗрле машина патне такам пынине систернӗ. Полковник ятарлӑ службӑсене чӗннӗ. Саперсем сирпӗнекен хатӗре сиенсӗрлетнӗ.

Следстви ҫакна Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби тума пултарнӑ тесе шутлать: кун валли вӗсем Чӑваш Енре ҫын тупма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_428498
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев строительство министрне хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Владимир Максимов йышӑннӑ.

Вӑл - 40 ҫулта, 4 ача ашшӗ. 2007 ҫултанпа Вӑрмар районӗн администрацийӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Строительство министерствине куҫнӑ. Кайран министр ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултанпа – пӗрремӗш ҫум. Кӑҫал кӑрлачранпа министр тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.

Аса илтерер: унччен министр пулнӑ Михаил Коледана Элтепер шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.

Владимир Максимов пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_428497
 

Чӑваш чӗлхи
«Яндекс» ярса панӑ тав хучӗ
«Яндекс» ярса панӑ тав хучӗ

Нумай пулмасть «Яндекс» компанийӗн Шырав, Реклама тата Карттӑ енӗпе патшалӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен директор А. В. Болховитянов Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тӑрӑшакан ӗҫтешсене Тав хучӗпе чысланӑ.

Тав сӑмахне институтӑн филологи енӗпе ӗҫлекен ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Денис Леонтьев тивӗҫнӗ.

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр «Яндексӑн» хӑш-пӗр продукчӗсенче (клавиатурӑра тата куҫаруҫӑра) сасса уйӑрса илме пулӑшакан тата текста сасӑпа калама май паракан хатӗрсем хушӑннӑ. «Яндекс» ҫак пуҫарупа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ҫырупа тухсан ку ӗҫе ертсе пыма Геннадий Дегтярёва шанса панӑ. Текстсене сасӑпа вулама тата сасӑпа каланине хак пама 30 ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Пилӗк уйӑх хушши пынӑ ӗҫ хӑйӗн ҫимӗҫне панӑ — хальхи вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмачра сасӑпа каласа текст ҫырма пулать тата текста сасӑпа калаттарма май пур.

 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Николаев физикӑпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Вӑл сӑнав тата теори пайӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

Олимпиадӑна 500 яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ. Дмитрий чӑннипех те маттур!

Вӑл пӗлтӗр те олимпиадӑсенче палӑрнӑ - физикӑпа тата географипе. Ҫапла Дмитрий Раҫҫейри кирек хӑш аслӑ шкула ҫак профильсемпе тӳлевсӗрех вӗренме кӗме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20656
 

Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке пуххине хакланӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.

«Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем – пурӗ вӑтӑр ҫичӗ автор – ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илеҫҫӗ», — хыпарланӑ вӑл.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...