Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов.

Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ.

Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ.

Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Сӑнавлӑ театр 2024 ҫулта аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ ҫине тухнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Дмитрий Капустин ертсе пыма тытӑннӑ. Вал репертуара тата учрежденин фирма стильне ҫӗнетнӗ. Театра ҫамрӑксем ҫӳреме юратаҫҫӗ.

Пӗлтӗр театр 8 премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Пӗлтӗр ҫурта тултан тата шалтан юсаса ҫӗнетнӗ. Театра хальхи вӑхӑтри сасӑ, ҫутӑ, видеопроекци оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ.

Учреждени ребрендингне ылмаштарнӑ, логотипа авангард стилӗпе хатӗрленӗ. Театр тӗрлӗ лапама тухса имерсилле стпектакльсем те лартма пуҫласшӑн.

 

Культура
«Хавхалану» клуб страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хавхалану» клуб страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубне ҫӳрекенсен черетлӗ поэзи уявне ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Хальхинче раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ поэтсен пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашӑпӑр», — хыпарланӑ унта. Раиса Сарпие, Владимир Андреева асӑнса хӑварнӑ, раштавра ҫуралнисене пурне те йыхравлассине пӗлтернӗ.

Мероприяти вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.

 

Кӳршӗре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти ӑстасем Евгений Акимов тата Александр Иванов Тутарстанри Раиф мӑнастирӗ валли юртан скульптурӑсем тунӑ. Композицисем «Рожденственский Вертеп», «Архангел», «Грузинская икона Божией Матери» ятлӑ. Вӗсем «Пӑр тата ҫутӑ» Раштав фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл раштавӑн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленет.

Сӑмах май, мӑнастир территорийӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑр хулине ӑсталаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18973
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пахча ҫимӗҫе тирпейлемелли складра пушар пулнӑ. Пушар 288 тӑваткал метр лаптӑка тата пурлӑха сиенлетнӗ. Телее, аманнисем, вилнисем пулман.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электричество сечӗ авариллӗ режимра ӗҫленӗрен тухнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 19 пушар пулнӑ. Вӗсенче 3 ҫын суранланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Самолетовсем пӗрлешнӗренпе ҫур ӗмӗҫ ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем 1975 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Унтанпа вӗсем пӗрле.

Еленӑпа Геннадий ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӗсен йыш хушӑннӑ: икӗ мӑнук ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12603
 

Культура
Шупашкарти комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ватӑсем тӳлевсӗр концертра пулнӑ. Питӗрти «Посолонь» вокал ансамблӗн концертне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи кӗмӗл волонтёрсем тивӗҫнӗ.

Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче 4 сасӑ пӗрлешсе тыткӑнламалла янӑранӑ.

«Концерт питӗ килӗшрӗ», — тенӗ концертра пулнӑ Татьяна Тихонова.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри артист Китайра пулнӑ. Пӗрре ҫеҫ мар-ха. Темиҫе те. Сӑмах Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗ Иван Снигирев пирки пырать.

2024 ҫул Китайпа Раҫҫей хушшинчи туслӑх ҫирӗпленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫулталӑк пулнӑ. Ҫавна май унта пирӗн ҫӗршыв артисчӗсем концерт та кӑтартнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Иван Снигирев Китайра пӗлтӗр 12-мӗш хутчен пулнӑ. Хальхинче унта вӑл Липецкри симфони оркестрӗпе пӗрле кайнӑ. «Дружба народов России и Китая» (чӑв. Раҫҫейпе Китай хушшинчи халӑхсен туслӑхӗ) гастроль турне ирттернӗ май артистсем Урумчи, Иньчуань, Наньцзин, Хэфэй, Бэнбу, Шиянь, Цзыбо тата Дунъин хулисенче пулнӑ.

Иван китай чӗлхипе темиҫе юрӑ вӗреннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-50708301_9844
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Красноармейски округӗнче вак касса пулӑ тытас енӗпе Раштав ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртнӑ: тытнӑ пулӑ шучӗпе, чи малтан тытнӑ пысӑк пулла кура, вак касас енӗпе. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Сергей Васильев тивӗҫнӗ.

Ӑмӑртурту вӗҫленсен пурте кӑвайт патне пухӑннӑ, техӗмлӗ пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_414680
 

Страницӑсем: 1 ... 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, [68], 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, ... 3869
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 10

1909
116
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1983
42
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...