Шупашкарта пурӑнакан Анфиса Когурьева паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпе кинемее Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче ӑшшӑн саламланӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑскер Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх предприятийӗнче агрономра тӑрӑшнӑ, каярах Шупашкара куҫса кайнӑ.
Кинемей ҫулне кура мар йӑрӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та йӑваш. Ахаль лариччен вӑл алла йӗп тытать те тӗрлӗ япала ҫыхса чунне килентерет. Ҫавӑн пек вӑл кичемлӗхе туймасть, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнать.
Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ.
Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те.
Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, икӗ арҫын виллине тупнӑ. 54 ҫулти кил хуҫипе ун патӗнче пулнӑ 53-ти пӗлӗшне ҫав ялтах пурӑннӑ тепӗр ҫын асӑрханӑ. Вӗсем мунчара пулнӑ.
Пӗр вӑхӑталли икӗ арҫын, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер хура мунча (хура тесе тӗтӗм тухса кайма мӑрье кӑларман мунчана калаҫҫӗ) кӗнӗ. Пӗр ял ҫынни пырса кӗрет те мунча алӑкне шалтан питӗрнине асӑрханӑ. Ырра мар сиссе вӑл алӑка пуртӑпа хирсе уҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 54-ри кил хуҫипе унӑн 53-ри тусне сӗрӗм тивнӗ. Мунчара леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ вӑй питтисен вилӗм сӑлтавне палӑртмашкӑн халӗ тӗрлӗ экспертиза тусах тӗпчеҫҫӗ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Чумакова пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Хурлӑхлӑ ҫак ҫухатушӑн республикӑн Культура министерствипе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хурланнине пӗлтереҫҫӗ.
Паллӑ та пин-пин ҫын юратнӑ юрӑҫпа ыран, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Тамара Чумакова ӗҫленӗ оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Тамара Чумакова Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 1932 ҫулта ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин дирижерпа хор уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн малтанласа ӑна Камышин хулине ярас тенӗ, анчах Мускаври комиси «Кун пек юрӑҫа Чӑваш Енрех хӑвармалла!» тесе йышӑннӑ. Ҫапла вӑл юрӑпа ташӑ ансамбльне лекнӗ, 1959 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ.
2011 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче «Куславкка–Ҫатракасси–Тӗмшер–Аманик» участокӗнче «Варасӑр-Аманик» машин ҫулне савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Ҫак самант кунти халӑлӑх тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлама май пачӗ теме пулать. Халӗ ӗнте вӗсем аякран ҫаврӑнмасӑрах тӳрӗ ҫулпа Тӗмшертен Аманикпе Елчӗке ҫитме пултарӗҫ.
Ҫула 2008 ҫулта тума пуҫланӑ. Анчах та укҫа ҫитменрен 2009 ҫулта ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Хальтерех вара, 2011 ҫулта, М. Игнатьев Элтепер ҫине тӑнипе ҫула туса пӗтер май пулчӗ.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ: ҫул тӑвакансене Хисеп хучӗсем пачӗҫ, ялти халӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа куракансене савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |