Мускавра пурӑнакан Тепляковсен тата тепӗр ачи сакӑр ҫулта Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗресшӗн. Лейя Теплякова патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Хӗрӗн малашлӑх ӗмӗт-шухӑшӗ пирки ачан ашшӗ Евгений Тепляковхӑйӗн «Учимся с Алисой» каналӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Тепляковсен пӗр хӗрӗ, Алиса, 2021 ҫулта патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, биологипе тата информатикӑпа тытнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ МПУн психологи факультетне вӗренме заявлени панӑ, анчах пӗчӗкскере бюджет уйрӑмне илмен. Ун хыҫҫӑн аслисем ачана унта укҫалла вӗрентсе кӑларма йышӑннӑ. Алиса пӗрремӗш сессире экзамен тытайман иккен, преподавательсем ача занятисене сиктернӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ҫулталӑк каялла ачасен ашшӗ 10 ҫулти Алиса Теплякова тата унӑн 8 ҫулти шӑллӗ Хеймдалль ҫуллахи каникулта репетитор пулса ӗҫлес ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Тепляковсен ҫемйинче сакӑр ача — Алиса, Хеймдалль, Лейя, Терра, Айлунг, Фейлунг, Тесей и Сулейман. Вӗсен ашшӗ ҫемье ача пахчине йӗркеленӗ, унта пӗчӗккисене хӑй хатӗрленӗ меслетпе вӗрентет-мӗн.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче иртнӗ эрнере Алексей Талвире халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ тата «Кивелми кӗнекесен авторӗ» курав уҫӑлнӑ.
Алексей Филиппович 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Аслӑ Патӑрьел вулӑсӗнчи Аслӑ Патӑрьелте (халӗ Патӑрьел муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ. Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл взвод командирӗ, рота политрукӗ, «Комсомольская правда» хаҫат корреспонденчӗ пулнӑ. Кайран СССР халӑхӗсен тӗп издательствин чӑваш секцйӗнче, ВЛКСМ Теп комитетӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче пичет инструкторӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн корреспондентӗнче, Чӑваш АССР Писательсен союзӗн правленийӗн писателӗнче ӗҫленӗ.
Алексей Талвир пултарулӑхӗнче Чӑваш Енри индустриализаци тӗп вырӑн йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ, ӑна темиҫе чӗлхепе куҫарса пичетленӗ.
Мускавра пурӑнакан 9 ҫулти Алиса Теплякова пирки юлашки вӑхӑтра чылай МИХ хыпарларӗ пулӗ. Вӑл Мускаври патшалӑх университетне кӗме экзамен тытнӑ. Ача психологи факультетӗнче вӗренесшӗн иккен.
Ачана ятарлӑ программӑпа ашшӗ-амӑшӗ килте вӗрентнӗ. Алиса шкул программине ӑша хывса ӗлкӗрнӗ, экзаменсене аван тытнӑ.
Пултаруллӑ ачан кукашшӗпе кукамӑшӗ — Вера Ивановнӑпа Аркадий Евсеевич Миневичсем — Шупашкарта 40 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ иккен. Вӗсем кунта аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн направленипе килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енре мӑшӑрӑн икӗ хӗр: Жанна тата Наталия (Алиса Теплякован амӑшӗ) — ҫуралнӑ. Наташа та пӗчӗкренех ӑслӑ пулнӑ иккен. Вӑл механикӑпа математика факультететӗнчен вӗренсе тухнӑ, Финанс университетӗнчи магистратурӑра пӗлӳ илнӗ. Маларах банкра ӗҫленӗ.
Наташа пулас мӑшӑрӗпе Женьӑпа 2011 ҫулта паллашнӑ. Паян вӗсем 7 ача ӳстереҫҫӗ. Женя Мускаври патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр пӗр вӑхӑтра та Китайра та пурӑннӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑка Раҫсей экономика аталанӑвӗн министрӗн канашҫи пулма шаннӑ. Александр Индюков — «Лидеры России. Политика» (чӑв. Раҫҫей ертӳҫисем. Политика) конкурс финалисчӗ. Ӑна мускавсем эпир маларах асӑннӑ конкурсра финала лексен асӑрханӑ. Чӑваш арҫынни «Россельхозбанк» акционерсен обществинче корпораци усламне аталантарас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен департаментӑн ертсе пыракан директорӗ пулнӑ.
Александр Индюков 1986 ҫулта Комсомольски ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнче тата Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Экономика наукисен кандидачӗ. Кӑҫал М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче 16 сехетре «Воробьев тӑвӗсене ҫӗн — 2015» олимпиада иртнӗ. Унта хутшӑнакансем ют чӗлхесемпе тата физикӑпа экзамен тытнӑ.
Шкулта вӗренекен 12 ача виҫӗ ют чӗлхепе экзамен тытнӑ. Вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ акӑлчан чӗлхине суйланӑ. Иккӗшӗ хрантсус чӗлхипе тытнӑ. Пӗри ҫеҫ нимӗҫ чӗлхине суйланӑ.
Физикӑпа вара 16 ҫын экзамен тытнӑ. Заданисене пурнӑҫламашкӑн 3 сехет уйӑрнӑ. Шкул ачисен экзаменра шпаргалкӑсемпе, телефонсемпе пачах усӑ курма юраман. Вӗсене тӳрех асӑрхаттарнӑ: йӗркене пӑснине курсанах олимпиадӑна хутшӑнакана экзаменран кӑларса ярӗҫ.
Олимпиада ҫӗнтерӳҫи е призерӗ Мускав патшалӑх университетне е ҫӗршыври ытти аслӑ шкула вӗренме кӗме пултарать. Олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн та укҫа тӳлемелле мар.
Пӗлтӗр олимпиадӑра Чӑваш Ен ачисем физикӑпа тата историпе I степень диплома виҫҫӗн илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та виҫҫӗн тухнӑ. Виҫӗмӗш вырӑна улттӑн йышӑннӑ.
Иртнӗ вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫӗр чӑмӑрӗпе юнашар Челепи метеоричӗ пысӑкӑш астероид вӗҫсе иртнӗ иккен. Ҫуммӑнах теме пулать — хушши 11 пин ҫухрӑм кӑна пулнӑ.
Мускаври патшалӑх университечӗн астрофизикӑпа ҫӑлтӑр астрономийӗн кафедрин профессорӗ Владимир Липунов каласа панӑ тӑрӑх уҫлӑхри ӗскере Уйӑх орбитин хыҫӗнче асӑрханӑ имӗш. 17 метр пысӑкӑш, 10 пин тонна йывӑрӑш астероида «Мастер» системӑпа курма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ. | ||
| Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ. | ||
| Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ. | ||
| «Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |