Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.1 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Тӗнчери тӗлӗнмелле вырӑнсем

  28.09.2014 22:40 | 3878 хут пӑхнӑ

Кашни тӑрӑх хӑйне май илемлӗ. Хӑш-пӗр вырӑн вара уйрӑмах тӗлӗнмелле.

 

Хаукадалур айлӑм

 

Вӑл Исландире вырнаҫнӑ. Гейзир, Строккюр гейзерсемпе палӑрса тӑрать. Гейзир тахҫан ҫӗре чӗтрентернӗ пулсан халӗ лӑпкӑ. Вӑл 5 кунра пӗр хут «вӑранать», унран тухакан шӗвек 60 метр ҫӳллӗшне ҫитет. Строккюр вара хастар-ха. Вӑл кашни 5 минутра «вӑранать». Шӗвек 20 метр ҫӳллӗшне ҫитет.

 

«Корлсбадск ҫӗр хӑвӑлӗ» наци паркӗ (АПШ)

Нью-Мехико штатри наци паркне геологсем 250 миллион ҫулта тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Каскадерсен "Вилӗм стени"

  28.09.2014 22:16 | 4230 хут пӑхнӑ

Тӗнчере эпир пӗлменни, курманни чылай. «Вилӗм стени» пирки, сӑмахран.

«Вилӗм стени» - аттракцион. Вӑл пысӑк йывӑҫ пичке евӗр. Шалта, стена тӑрӑх, каскадерсем мотоциклпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш мотодром 1911 ҫулта Нью-Йоркра пулнӑ. Вӑл чылай ҫынна илӗртнӗ. Ҫавна май 1915 ҫул тӗлне АПШра куҫса ҫӳрекен кунашкал темиҫе мотодром пулнӑ. 1930 ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 100-тен те иртнӗ.

Мотодром диаметрӗ – 6 метртан пуҫласа 11 метр таран. Куракансем мотоциклсене ҫӳлтен сӑнаҫҫӗ. Каскадерсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа стена тӑрӑх пыраҫҫӗ.

Малалла...

 

Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсенче мӗншӗн-ха чӑваш чӗлхипе усӑ курас мар?

  28.09.2014 12:56 | 5654 хут пӑхнӑ

Пирӗн тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи тем тесен те кирлӗ мар. Тутарстанрисемпе танлаштарсанах пысӑк уйрӑмлӑх куратӑн. Вӗсен сайчӗсем те тутарла туллин калаҫаҫҫӗ, мероприятисенче те тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Ав, пӗлтӗр универсиада иртнӗччӗ. Пысӑк спорт мероприятин сайтне вара акӑлчанлипе вырӑсла версисӗр пуҫне тутарла та хатӗрленӗччӗ. Шкулсенче те вӗсем тутарла вӗрентес тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Раҫҫей министрӗсем ҫӳлтен «хушаҫҫӗ» пулсан та вырӑнта, хӑйсем патӗнче, майсем тупаҫҫех.

Шупашкарта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ.

Малалла...

 

Агафья Гаврилова

  27.09.2014 21:57 | 15625 хут пӑхнӑ

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

Малалла...

 

Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

  25.09.2014 23:01 | 10596 хут пӑхнӑ

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши?

Малалла...

 

Хури

  25.09.2014 22:50 | 4848 хут пӑхнӑ

ХУРИ

сонет

 

Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.

Тимофей Николаев (Хури)

Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?

Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!

 

Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.

Тимахвийӗн шӑпи те тискер.

Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,

Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.

 

Урӑха та манмашкӑн май ҫук:

Хусанти тӗрмере ларнӑ чух

"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.

 

Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.

Чӑнахах та, пулни-иртнинчен

Уйӑраймӗ пире нимле ширма!

 

Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

  25.09.2014 17:33 | 17465 хут пӑхнӑ

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку?

Малалла...

 

Ньютон монологӗ

  22.09.2014 23:39 | 4713 хут пӑхнӑ

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

Малалла...

 

Кушаксем пирки - кӑсӑклӑ фактсем

  21.09.2014 21:55 | 4830 хут пӑхнӑ

• Хальхи килти кушаксем миацидсенчен пулса кайнӑ. Вӗсем 40 миллион ҫул каялла пурӑннӑ. Ҫак чӗрчунсем пӗчӗк пулнӑ, йывӑҫ ҫинче пурӑннӑ.

• Исаак Ньютон кушаксем валли алӑк шухӑшласа кӑларнӑ.

• Кушак усракансен 95% тӑватӑ ураллӑ тусӗпе калаҫать.

• Тӗнчери хуҫи ят панӑ пӗрремӗш кушак Египетран пулнӑ. Хуҫи ӑна Неджи ят панӑ.

• Кушак апата шӑршланине кура вӑл тиркевлӗ теме ҫук. Кушак ҫапла майпа апат тутине мар, температурине пӗлесшӗн. Вӑл пиҫсе каясран асӑрханать.

• Кушак хут ҫинче ҫывӑрма юратать.

Малалла...

 

Польшӑри "кукӑр вӑрман"

  21.09.2014 21:34 | 4089 хут пӑхнӑ

Польшӑри Грыфино хулинчен инҫех мар кукӑр вӑрман шыраса тупма пулать. Ӑна теприсем «ӳсӗр вӑрман» та теҫҫӗ.

Кукӑр вӑрманта 400 яхӑн хыр ӳсет. Чи интересли – йывӑҫем ҫурҫӗр енне самаях авӑнса ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна ҫапла ят панӑ та. Вӑрмана 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ.

Йывӑҫем мӗншӗн кукӑр ӳснине никам та ӑнлантараймасть. Пӗр теори ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ те йывӑҫем пӗр еннелле авӑннӑ. Тепӗр теорипе килӗшӳллӗн, пӗр селекционер вӑрманта ҫухалса каяс мар тесе хырсене ҫурҫӗр енннелле авса лартнӑ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 258, 259, 260, 261, 262, [263], 264, 265, 266, 267, 268, ... 376
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...