Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Тӗнчери чӗлхесен шучӗ сахаланнӑ :(

  25.01.2008 00:06 | 5214 хут пӑхнӑ
http://lenta.ru/news/2008/01/24/eyak/ . Кӑрлачӑн 21-мешӗнче тӗнчере пӗр чӗлхе ҫухалчӗ :( — эяк чӗлхипе пӗр пӗччен калаҫма пӗлекен Мари Смит-Джонс вилнӗ. Ман шутпа хурлӑхлӑ хыпарсенчен пӗри.
 

«Хыпарта» пичетленнӗ интервью

  22.01.2008 21:46 | 4752 хут пӑхнӑ
«Хыпар» хаҫатра 2008 ҫулхи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче манран илнӗ интервью пичетленсе тухрӗ:

ЭПИР ТӐРӐШМАСАН КАМ ПУЛӐШӖ?



“2005 ҫулччен чӑваш чӗлхи пуррипе ҫукки мана интереслентермен. Халӗ вара пӗтӗм ӗҫӗм чӑвашлӑха аталантарасси ҫинче никӗсленнӗ”, - терӗ Николай Плотников. Интернетра тӑван халӑх пирки материал ҫукпа пӗрех пулнӑран “вырӑсланма тытӑннӑ” Николай Алексеевич Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ. “Chuvash. ovg” портал “ашшӗ” пирӗн вулакансене хӑйӗн ӗҫӗпе тата пурнӑҫӗпе паллаштарма килӗшрӗ.

Ӑс пур та диплом ҫук


Вӑл Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Володина патне кайса килтӗм

  22.01.2008 14:50 | 5136 хут пӑхнӑ
Ман вӗренӳ сессийӗ эрнекунах вӗҫленчӗ. Вырнаҫтармалли материал нумай пухӑннӑран канмалли кунсенчех Чулхулана таврӑнасшӑнччӗ, анчах та тунтикун (ӗнер ӗнтӗ) Володина йышӑннине пӗлтӗм те ун патне ҫырӑнтӑм. Дегтярёвпа пӗрле.
16 сехет ҫывхарса ҫитнӗрен институтран таксипех тухса вӗҫтертӗмӗр... Правительство ҫурчӗ патне ҫитермешкӗн 70 тенкӗ илчӗҫ шельмӑсем! Мӗн чухлӗ кӗтмеллине пулсан ҫуранах утмаллаччӗ :) Пӗр сехет хушшинче ҫав-ҫавах утса тухӑттӑмӑр :)
Володина юлташ хӑвӑрт ҫитмерӗ, пӗр 15 минут (вӑхӑтне пӑхмарӑм ҫав, вара тӗрӗсех калаттӑмччӗ) малтан кӗтсе тӑма тиврӗ.

Малалла...

 

Админ, я очень расстроен :(

  19.01.2008 15:31 | 6057 хут пӑхнӑ
дорогой Админ, я весьма расстроен своими правами модератора, ибо борьба со спамом больше напоминает на борьбу с ветрянными мельницами, т.к. у модераторов нет прав закрывать темы, банить ip. Вследствие чего вся борьба со спамерами - мартышкин труд.
Посему предлагаю:
- закрыть возможность писать гостям либо прикрутить систему подтверждения отправки сообщения.
- пригласить еще модераторов
- добавить модераторам прав.

весь этот год только и делаю что чищу спам :( при этом у меня нет прав в чистке форума - авалхи тён.
 

Сармат пишет...

  18.01.2008 13:38 | 5182 хут пӑхнӑ
В новости прислали текст, который думаю стоит разместить хотя бы в виде записи в дневнике:

«Я никогда в жизни не бывал в ЧУВАШСКОЙ среде, т.к. родился и вырос в казахстане, где чувашей было, я думаю, единицы. По-чувашски мы общались только в пределах семьи и до школьного возраста, а потом родители нам по чувашски, мы, дети, в ответ по русски . Сейчас мне не мало лет, по жизни встречал чувшей, которые скрывали свою национальную принадлежность, встречал тех, кто "записался" русским, и очень редко - чувашей, которые хотели бы вспомнить свой родной чувашский язык, но не знают как это сделать.

Малалла...

 

Vulanmi Şyru

  13.01.2008 01:20 | 5289 хут пӑхнӑ
Pӗr şynnӑn, hӑj pӗlnӗ, ӗnennӗ tӑrӑh, purnӑşӗnci telejne uşsa paras şyru pulnӑ, tet; ancah al şyrӑvӗ şav teri šupka ta şinşesker pӑrtakkah vulanmi pulnӑ - vulanӑ vara ӑna hajhi ӑšcikkine hӗrülentereken pӑlhav tujsa, pӗr hušӑ pӗr tӗslӗ, tepӗr hušӑ urӑhla ӑnlansa, pӗr sӑmahne tӗrӗs vulanine šansa, yttisene te şav sӑmahpa şyhӑntarsa şyru tupsӑmne ӑnkarassine ӗnense - ancah şyru vӗşne şitsen te ӗşe puşӑnnӑ cuhnehi ikkӗlenüsӗr puşne nim ӑnkarajman.

Малалла...

 

Экзамен тытрӑм

  11.01.2008 18:06 | 5263 хут пӑхнӑ
Ҫапла, паян эпӗ вӗренме пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут экзамен тытрӑм. Предмет ячӗ вара — Авалхи тӗрӗк тата вырӑс литератури. Вӗрентекенӗ — Абрамов Валентин Александрович.
Чи пӗрремӗш хуравларӑм, ҫырса та тӑмарӑм. Вӗреннӗ май «Слово о Полку Игорове» хайлавӑн чӑвашла куҫарӑвӗ пурри ҫинчен пӗлтӗм - ҫавна шураса тупса сайта кӗртмелле пулӗ.
 

Демографический кризис, глубокие причины

  29.12.2007 21:57 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 5937 хут пӑхнӑ
"Напрасно посредством большего
пытаться делать то,
что может быть сделано посредством меньшего".
У. Оккам



Демографический кризис - приближающийся крах патриархата и лже-религии

"Позиция члена Общественной палаты вызвала резкую критику со стороны православной общественности и Русской православной церкви. "Если общество будет лишено нравственной оценки Церковью современной жизни, оно погрязнет в безнравственности, преступности. Позиция Глазычева наносит огромный вред национальным интересам страны, поэтому мы просим президента России не продлевать его членства в Общественной палате РФ", - говорится в заявлении Союза православных граждан, поступившем в агентство "Интерфакс".

Малалла...

 

2007 ҫула пӗтӗмлетсе

  27.12.2007 18:37 | 6416 хут пӑхнӑ
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта пӗлтӗрхи 2006 ҫула пӗтӗмлетни.

Чи малтан япӑххинчен пуҫлас пулӗ:
1. Сервер каллех хваттере куҫрӗ. Мастерхоста куҫса укҫа сахалтарах тӑкаклас тесеччӗ те... ӗҫӗ урӑхла пулса тухрӗ пирӗн. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн сервер халӗ те лайӑх хостинг ҫине куҫайман. Лайӑх хыпар ҫав-ҫавах пур — питани блокне илсе хурса. Ӑна вырнаҫтармашкӑн сервер корпусне шӑтармалла, касмалла... Ку ӗҫ 2008 ҫул ҫинех куҫса кайрӗ пулас...
2. Пӗлтӗртенпех тӑсӑлакан ӗҫсем :) — почта системине йӗркелесси, электронлӑ лавккана хута ярасси.

Малалла...

 

FineReader вырӑсларах шухӑшлать пулас...

  27.12.2007 13:35 | 5273 хут пӑхнӑ
Йӑлӑхса ҫитрӗм «вал», «сине», «тарах» сӑмахсене тӳрлетме. Нихӑҫан та тӗрӗс палласа илмест. Эпӗ ӑна вырӑсла текст панӑ тесе шутлать-ши? Каланӑ-ҫке ӑна — ку чӑвашла текст тесе.
Хӑш-пӗр чухне «Проверьте язык распознавания» тесе те каласа пӑхать. :) Мӑнтарӑн, ӑна чӑвашла текст панине пӗрре те ӗненмест! :)
 
Страницӑсем: 1, ... 339, 340, 341, 342, 343, [344], 345, 346, 347, 348, 349, ... 386
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 07

1905
120
Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1930
95
Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ.
2002
23
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...