Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Stanyal усӑ курaкан дневникӗ

Анлӑ Атӑл юрри

  05.11.2020 13:00 | 9513 хут пӑхнӑ

(Чӗмпӗрти чӑвашсен «Атӑл юрри» альманахӗ тавра)

Юратнӑ Атӑл ҫинчен чӑваш пин-пин сӑмах, юмах, халап сарнӑ, савса юрланӑ. Атӑл ҫинчен хайланӑ калавсене Самарта Влас Паймен ҫыравҫӑ, Каҫалта Иван Никифоров студент пухса тӗпчениcене пӗлетӗп. «Атӑл юррин» ултӑ альманахӗнче (1919-2020) пӗтӗмлетӳллӗ тишкерӳ кураймарӑм. Шел, «Атӑл юрри» ҫинчен Чӑваш жрналистикипе пичечӗн энциклопедийӗнче туллин асӑнман. Юрать-ха, альманах историйӗпе унӑн тӗременӗ Елена Мустаева тата истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова (Павлова) пӗтӗмӗшле каласа параҫҫӗ.

Малалла...

 

Паттӑрсем манӑҫа тивӗҫ мар

  02.11.2020 12:05 | 4807 хут пӑхнӑ

Сереп – авалхи чӑваш сӑмахӗ. Вӑл ачасем хӑйсен ӳсӗмӗнче пӗр-пӗринпе чупассипе, сикессипе, ишессипе, кайӑк чӗпписене паллассипе, кӗпҫесем тупса ҫиессипе ӑмӑртнине пӗлтернӗ.

Элӗксен Серепӗ — Анатолий Трофимович Афанасьев (12.12.1920 – 18.02.2003), писатель, Чалтан вӑрҫин салтакӗ, педагог ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Вӑрҫӑччен Нурӑсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1942–1945 ҫулсенче фронтра нимӗҫ фашисӗсемпе ҫапӑҫнӑ, йывӑр аманса таврӑннӑ.

Малалла...

 

Ҫур ӗмӗрте сӳнмен юрату

  09.10.2020 22:28 | 5496 хут пӑхнӑ

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кӑларӑшӗнче Галина Брусова доцентӑн «Мӗтри Кипек хайлавӗсенчи вӑрҫӑ теми» ятлӑ монографийӗ (2020,182 хутъен) пичетленсе тухнӑ. Ӑна мана Галина Федоровна тата вӑл вӗрентекен студенткӑсен пӗр ушкӑнӗ, киле килсех, Учитель кунӗпе саламласа парнелерӗҫ. Ватӑ пулсан та, кӗнекешӗн шкул ача пекех хӗпӗртерӗм. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ ансат. Тӗпчев никӗсӗнче - ҫур ӗмӗр каялла Галина Логунова (Брусова) студентка ман патра литературӑпа тӗплӗ диплом ӗҫӗ ҫырнӑччӗ.

Малалла...

 

Женская судьба в хронике ХХ века

  04.10.2020 17:08 | 6388 хут пӑхнӑ

(О романе Дины Гавриловой «Цвета холодных лет». – Санкт-Петербург: Реноме, 2015. – 184 с.)

Родилась и росла член Союза писателей Башкортостана и России Дина Гаврилова в чувашской деревне Мелевӗспуҫ (Малый Менеуз) близ железнодорожной станции Аксаково Башкортостана. Известна эта деревня именами писателей Антонины Нухрат, Ираиды Нарс, Филиппа Вуколова-Эрлика. Теперь в этот ряд надежно вписано имя талантливого прозаика Дины Гавриловой. Дина Леонидовна Гаврилова (Надежда Григоренко, 1962 г.

Малалла...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (3-мӗш пай)

  26.09.2020 12:49 | 6039 хут пӑхнӑ

3. Presens-Futurum е тыткӑнри тӗлӗксем

2020-мӗш Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗнчи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене уҫса тухрӑм. Ӗлӗксенче литературӑн е уйрӑм журналсен утӑмӗсене ятарласа тишкерӳсенче, ҫыракансемпе вулакансен пухӑвӗсенче, тӗпчев институчӗн литпай ларӑвӗсенче пӗтӗмлетекенччӗ. Кутемӗн тишкерӳ тавраш курмарӑм, ҫавӑнпа мӗн вуланине пӗрле пӑхса илес-ха терӗм.

Кӑҫал камсем «ТА» журнала унаса-пӗҫерсе тӑраҫҫӗ? Редколлегире генерал-тӗремен Татьяна Вашуркина, малтанхи тӗремен Лидия Михайлова тата хальхи шеф-тӗремен Арсений Тарасов, Юрий Артемьев профессор, Шупашкартан Юрий Сементерпе Геннадий Максимов, Пушкӑртстанран Николай Ишимбай, Чӗмпӗртен Николай Ларионов, Хусантан Евгений Турхан, Самартан Владимир Левуков.

Малалла...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (2-мӗш пай)

  19.09.2020 13:36 | 6088 хут пӑхнӑ

2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?

Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем.

Малалла...

 

Тав сире Чӑвашлӑх ятӗнчен

  17.09.2020 20:53 | 6297 хут пӑхнӑ

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,

Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине

* * *

Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...

Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,

Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,

Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.

Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.

 

Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,

Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.

Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн

Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,

Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.

 

Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,

Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.

Малалла...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (1-мӗш пай)

  10.09.2020 19:28 | 5631 хут пӑхнӑ

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ.

Малалла...

 

Пора собирать камни

  02.09.2020 17:13 | 5768 хут пӑхнӑ

Готовясь к 100-летию чувашского краеведческого движения, почетный краевед, народный академик, ветеран краеведческого движения Яков Зайцев составил и выпустил книгу «Краеведы из Урмар» (Ч.. Новое время, 2020,140 с.). Весьма своевременная и нужная книга, потому что пришло время подводить итоги вековой работы любителей и хранителей материальных и духовных богатств родного края.

Книга небольшая, конкретная, биобиблиографическая. Освещены жизни и деятельности около 30 современных краеведов Урмарского района Чувашской Республики.

Малалла...

 

Кӗтерне патшан ырри-хаярӗ

  23.08.2020 16:25 | 8183 хут пӑхнӑ

Николай Максимовӑн «Майра патша парни» историлле романне (Ш,. Чӑв. кӗн. изд-ви, 2018. – 380 с.) вуланӑ чухне шухӑшланинчен.

(Кӗнекене Галина Соловьева вулавӑшҫӑ Шупашкартан парса янипе Сергей Сорокин таврапӗлӳҫӗ яла леҫсе пачӗ; вӗсене тав тӑватӑп).

Халӑх хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтне пӗлесшӗн

тата ӑна пӗлме тивӗҫлӗ те -

ҫакӑ та патриотизм ӑнлав шутнех кӗрет.

А.Н.Толстой

Романри ӗҫсем «пин те ҫичҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче» Улатӑр патӗнче пуҫланаҫҫӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 19
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Пуш, 01

1901
124
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
35
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...