Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Тӑван е тӑван мар Атӑл? (1-мӗш пай)

Виталий Станьял10.09.2020 19:285484 хут пӑхнӑ

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ. Пирӗн килти мачча ҫинче вӑрҫӑ хыҫҫӑн та упранатчӗҫ-ха ҫав журналсем, халӗ те пур хӑшпӗр кӑларӑмӗсем. Упратӑп вӗсене, тата тепӗр хутчен хавхаланса вуларӑм.

Чӑваш халӑхӗн ХХI ӗмӗрте пысӑккисем валли пӗртен пӗр чӑвашла «Тӑван Атӑлне» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (литературно-художественный и культурно-просветительский журнал) тенӗ. Вӑл 1936 ҫулта «Илемлӗ литература» ятпа тӑваттӑ тухнӑ та, виҫӗ ҫул — тискер репресси ҫулӗсенче! — пичетленеймен. 1940–1944 ҫулсенче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, «Тӑван Атӑл» пулса тӑриччен, вунҫичӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн 1-мӗш кӗнеки «Трактӑр» ятпа 1931 ҫулта ЧППА (пролетари писателӗсен ассоциацийӗн) «литтераттур, криттӗк, политтӗк альманахӗ» тесе 4 пин экземплярпа, Аркадий Золотов тӗремен умсӑмахӗпе пичетленнӗ. «Пирӗн каяюлнӑлӑх эпир паянхи ыйтусене пӗтӗм сарлакӑшпех ҫавӑрса илейменнинче те сеҫ мар, эпир вӑл ыйтусене шухӑш енчен те, илемлӗх енчен те, ҫивӗчлӗх енчен те политикӑпа культура тӗлӗшпе ӳссе пыракан вулакана кирлӗ пек тарӑн ҫутатса парайманнинче. Паллах, хальхи вӑхӑтра вулакана лӑпӑр-лапӑр, ҫиелтен шӑйӑрттарса ҫырнӑ произведенисемпе, пуҫа ҫӳле каҫӑртса Парнас тӑвӗ ҫинчен «вӗрентсе» ҫырнӑ халтурӑллӑ япаласемпе ҫыхӑнтарма ҫук. Пролетари идеологиллӗ, чӑн-чӑнах илемлӗ, ӗҫхалӑх массине кӗрешӗве чӗнсе хаваслантаракан произведенишӗн тӑрӑшасси пирӗн паянхи тӗп лозугсенчен пӗри пулса тӑрать». Унтанпа 90 ҫул иртрӗ. Юман-Золотов-Миттасене ҫухатса чӗртрӗмӗр. Чалтан вӑрҫи витӗр ҫунса-кӗлленсе тухрӑмӑр. Аталаннӑ социализмран чарусӑр капитализма куҫрӑмӑр. Тӗнче ҫине, нацисем ҫине, чӗлхесем ҫине, хамӑр ҫине тепӗр майлӑ пӑхма пуҫларӑмӑр. Ун чухне аслӑ ӑру чӗрӗлес, ура ҫине тӑрас, аталанас та ыттисемпе тан пулас тесе тапаланнӑ пулсан, паян халӑх (пуянне-чухӑнне, хуҫи-тарҫине пӑхмасӑр) «мӗне кирлӗ тапаҫланни, вӗсемсӗрех укҫа тупма пулать» патне ҫитрӗ. Эппин, ку чухнехи журнал умӗнче урӑх самана шульӑшӗ ҫаврӑнать. Эппин, мӗнле тӗп лозунг-тӗллев тӑрать-ши ун умӗнче?

«Иртнӗ тапхӑрти совет саманинче, халӑха тӗнсӗр хӑварма тӑрӑшнӑ саманара, лайӑх литература чиркӳ вырӑнне пулнӑ. Тӗрлӗ калав-романри сӑнарсен юратӑвӗ, чунӗсен ыратӑвӗ, пӑшӑрханӑвӗ-кулянӑвӗ-шухӑшлавӗ ҫинчен вуласа вӗсемпе пӗрлех ҫав туйӑмсемпех «пурӑнни» пирӗн чунсене чурӑсланма паман. Асӑрхӑр, паянхи кун урӑх литература, урӑх телевидении, урӑх кино, урӑх юрӑ-кӗвӗ пулса кайрӗҫ те, хамӑр та улшӑнтӑмӑр, пирӗн ачасем пач расна ӑс-тӑнлӑ, чунлӑ ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑваш литератури яланах чунлӑ пулнӑ. Эпир, журнала кӑларса тӑракансем, ҫавӑнпа «Тӑван Атӑлӑн» паянхи ӗмӗрне самана хыҫҫӑн кайса мар, тӑван илемлӗ литературӑн ырӑ йӑли-йӗркине ӑша хывса малалла тӑсасшӑн» (Арсений Тарасов. «ТА», 2020, 7; 8).

Тӳрех калӑпӑр, ку — литература пирки шухӑшлани («писатели — инженеры душ» тени). Тӗрӗс шухӑш, анчах журнал программи те, лозунгӗ те мар-ха. Тӗрлӗ йышши пур ӑслӑлӑхсем, ӳнерсем (вӑл шутра илемлӗ литература тӗсӗсем те), технологисем нихҫанхилле мар аталанса кайнӑ саманара этем чунне пачӑшкӑ пек шӗкӗлчесе ларни ӗҫлӗ ҫынсене те, ӗҫсӗр юлнисене те тивӗҫтерме пултараймасть. Литература ҫамрӑк ӑру кӗсменӗ, пурнӑҫ компасӗ пулас вӑхӑт пирӗн ӑрупа пӗрлех иртсе кайрӗ. Литература журналӗсем мар, опчӑпа (халӑхпа) политика кӑларӑмӗсем халӗ миллионлӑ тиражпа пичетленеҫҫӗ. Пирӗн хаҫатсемпе журналсем, «Хыпар» ҫурчӗн лупасӗ айӗнчи шип-шип сар чӗпсем пек, пӗр кӗвӗ кӑна пӗлеҫҫӗ — «эпир политикӑна хутшӑнмастпӑр, эпир тавлашуллӑ ыйтусем хускатмастпӑр» теҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ киревсӗр политика. Сӳтсе-явусӑр, тӗрӗссине ҫиеле кӑларса тӑмасӑр, халӑхӑн пӗрлехи ӗҫне йӗркелесе пымасӑр пурнӑҫ аталанма пултараймасть. Халӑх-и, патшалӑх-и, хаҫат-журнал-и е кирек-мӗнле пулӑм та хирӗҫӳллӗ самантсене пытарнипе е путарнипе мар, вӗсене вӑхӑтра татса панипе аталанса пырать. Интернет саманинче пуҫа ҫӳлтисен ҫуначӗ айне чиксе пытарӑнма май ҫук. Тавлашуллӑ ыйту сиксе тухрӗ пулсан, ӑна уҫҫӑн, тивӗҫтерӳллӗн ӑнкартса парсан ҫеҫ вӑл тӗрӗс татӑлать. Кам тумалла вӑл ӗҫе? Хаҫат-журналӑн тивӗҫӗ мар-и ҫакӑ? Эпӗ паян (9.9.2020) «ТА» журналӑн тӗп тӗременӗ Арсений Тарасов Чӑваш хумсасӗпе тӗплӗ те тикӗс калаҫнине итлерӗм. Вӑл «политикӑна эпӗ хутшӑнса кайман» тесе каларӗ. Патшалӑх кӑларакан кирек мӗнле кӑларӑм та обществӑпа политика пӑшалӗ — унран ниепле те пӑрӑнса пулмасть. Республика мӗнле политикӑпа ӗҫлет — журнал ҫав политикӑна халӑха уҫса парать. Тепӗр чухне мӑнланса клуххуйланнӑ тӳресене хура халӑх вӗсен хӑтланкаларӑшӗсемпе килӗшменнине те ҫутатма хӑюлӑх ҫитермелле. Унсӑрӑн «пуп тарҫисенчен» мӗн пархатарӗ? 65-70-80 пинрен 1591 экземпляра ҫити анса ларнӑ пӗртен-пӗр тачка чӑваш журналӗ тата пӗтӗм пичетлӗ-сасӑллӑ-куравлӑ хыпарлав хатӗрӗсем умне Республика ертӳлӗхӗн ҫӗнӗ ҫӗкленӳ-управлӑх лозунгӗ кӑларса тӑратмалла, ҫав лозунга пурнӑҫлама пӗтӗм халӑха чӑмӑртаканӗ хаҫат-журнал та экран пулмалли хутла пӗлмен ҫынна та паллӑ. Республика паянлӑха суйлав валли сӗннӗ лозунга пӗлет: «Пӗрле!». Кампа — пуянсемпе, ҫапкаланчӑксемпе, едроссемпе-эсерсемпе? Халӑхпа. Ҫапла-и? Уяв хыҫҫӑнхи чӗнӳ ҫапла пулӗ-и?

Ман шутпа, пирӗн пӗртен-пӗр пысӑк журнал литературӑшӑн кӑна пулса юлни ку саманана тивӗҫтермест. Ытах апла пулсан, «Ялава» чӗртсе тӑратмалла». Укҫа ҫук-и? Вӑл 1924–1925 ҫулсенче «шутсӑр нумай» пулнӑ! «ТА» хальхаҫҫӑн ирӗксӗрех публицистика, критикӑпа библиографи, обществӑпа политика журналӗ пулма тивет. Унсӑрӑн «Тӑван Атӑл», «Ялав» е «Капкӑн» пекех, халӑхӑн вӑй-халӗ е укҫи ҫукран, пирӗн литература халсӑртан мар — аслӑ тӳре хул урлӑ чӑрт сурнӑран! — сӳнсе ларать. Чӑваш халӑхӗн наци ӑнланулӑхӗ паянлӑха ҫавӑн пекех нишлӗ шая анса ларман-ха.

 

(малалли пулать)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан // 2495.5.3308
2020.09.11 05:17
Тӑван е тӑван мар шкул ? Кун пек калама ниепле те хӑякан ҫук. Шкулӗ тӑван мар пулсан Тӑван Атӑл шывӗ те типӗ ? Тип Атӑл ?
Хуларан // 1790-3830
2020.09.11 09:28
Ун пек журналсем пуррине пĕлмен те! "Тăван Атăлĕнче" вуламалли мĕн те пулсан пур-и-ке. Çарамасланса шыва кĕни çинчен çыраççĕ пуль=ха. Вуласа пăхас терĕм-ха. Киоскра сутаççĕ пулмалла.
Agabazar // 2033.56.0891
2020.09.11 21:15
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман //ҫитӗ сана темӑран пӑрса!
Евразиец // 1977.69.9930
2020.09.13 11:13
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем