Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ӗмӗт... ӗмӗт... ӗмӗт... Пурнӑҫлайман ӗмӗт...

Аçтахар Плотников12.07.2010 12:243099 хут пӑхнӑ
Ҫын яланах ӗмӗтленет. Ӗмӗтсӗр ҫын телейсӗр пулӗ. Чун та ҫук пулӗ ун. Эп те ӗмӗтленетӗп. Шел те ӗмӗтӗм пурнӑҫланаяс ҫук.
Эп малашлӑха пӗлме пултаратӑп. Инҫетри вӑхӑта туйма пултарап темелле-и? Хӑшӗ-пӗри «эп малашлӑха пӗлнӗ пулсан епле чаплӑ пулӗччӗ!» тесе ҫӳрет. Ӳкес вырӑна улӑм кайса сарӑттӑм тет-и... Шел те, малашлӑха пӗлни пӗрре те ҫӑмӑллӑх кӳмест. Йывӑрлатать ҫеҫ. Ӳкессине пӗлетӗн, анчах та улӑмне ниепле те кайса сараймӑн ҫав. Шап! ҫеҫ хытӑ ҫӗре персе анан...
Ман ӗмӗт пур. Вӑл ӗмӗт вара пурнӑҫланаяс ҫуккине пӗлни чуна (чун ӗмӗтленет-ҫке!) самай вӑйлӑ пусӑнтарать. Байкал кӳлли хӗррине кайса курас килет. Анчах та пӗлетӗп — эп унта нихӑҫан те ҫитеес ҫук. Ҫавна пӗлни, малашлӑх епле пулнине пӗлни — питӗ чуна хӗсет. Пурнӑҫлас килет — пурнӑҫлаимастӑн.
Эп мӗн тӑвас тенине яланах тӑвайратӑп. Каяс тенӗ пулсан — илнӗ те кайнӑ. Ниме пӑхмасӑр. Пӗрремӗш компьютера мӗнле илнине астӑватӑп — эп чухӑн ҫемьере ҫуралса, атте-аннен укҫи компьютер валли ҫуккӑччӗ. Мана мӗнех? Ман ӗмӗт пур-ҫке — кайнӑ та илнӗ. Тӑвас тенине тунӑ, тепӗр майлӑ каласан. А вӑт ҫав Байкала ҫитес тесе тем пек тӑрӑшсан та ман ӗҫ тухмӗ.
Байкала ҫитме йывӑр мар — билет туян та вӗҫтер кӑна. Ҫул юлташӗ пулмасан — пӗччен кай. Анчах эп ҫула тухма тӑрсан яланах вӑл ҫулран пӑракан пӑтӑрмахсем, сӑлтавсем тухаҫҫӗ. «Турри ҫырман» теҫҫӗ-и-ха чӑвашсем? Е билет ҫук, е отпускне памаҫҫӗ, е урӑх сӑлтав сиксе тухатех. Темле тӑрӑшсан та — сиксе тухатех. Хуть те кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑн — пулмасть. Малашлӑхри вӑхӑта (будущее) пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ман ӗмӗт, шел те, ҫавнашкал курӑнчӗ.
Ҫавна, эп Байкала ҫитме пултараймасса, пӗлменни питӗ лайӑхччӗ те ӗнтӗ — анчах пӗлетӗп. Пӗлмен пулсан тӑрӑшӑттӑм-тӑрӑшӑттӑм ӗнтӗ... Пулмастчӗ ман. Анчах чунра йывӑрлӑх пулмастчӗ. Пӗлетӗн пулсан «ан та тӑрӑш» теетӗр пулӗ. Анчах ӗмӗт, ӗмӗт пур-ҫке. Ӗмӗте пӑрахӑҫлаймӑн, ларать вӑл чунра, туртать унталла.
Тен, хӑшӗ-пӗри «пуласлӑха никам та ҫырса хуман, малашлӑх епле пуласси санран ҫеҫ килет» тейӗ. Ҫапла вӑл. Малашлӑхри вӑхӑта пӑхма пӗлнӗ май чӑн та хӑш пӗр пулӑмсем уҫӑмлӑ мар. Вӗсем пулма та пултараҫҫӗ, пулмасӑр та. Ху тӑрӑшнинчен килет ӗнтӗ вӑл. Тӑвайратӑн-и, тӑваймастӑн-и. Тепӗр пулӑмсен малашлӑхӗ вара тӳррӗнех палӑрать — ҫавӑн пек ҫеҫ пурнӑҫланма пултарать. Вӑт вӗсене хуть те мӗнле урӑхлатас тесен те улӑштарма май ҫук. Пулатех. Персе анмалла пулсан хытӑ ҫӗр ҫине — хытӑ ҫӗр ҫине персе анатӑнах. Темле тӑрӑшсан та пулӑма улӑштараймастӑн. Улӑм кайса хур — тепри илсе перет. Е улӑмне тупаймӑн. Байкала кайса килес ӗмет те ман, питӗ шел, шӑп та ҫав йышшисенчен.
Ҫавӑнпа та ман малашлӑхри вӑхӑта пӑхас килмест. Анчах питӗ илӗртет вӑл — малашлӑх епле пулассине пӗлесси. Кушака хӑйма епле илӗртет — ҫавӑн пекех. Кайран вара ӳкӗнетӗн: — Ма пӑхрӑн-ши? — тесе. Хӑш-пӗр чухне, паллах, пулӑшать. Йывӑрлӑха сисетӗн те хатӗрленетӗн. Пӗлсе тӑракан хуйхӑна тӳсме ҫӑмӑлрах. Уҫӑмлӑ мар пулӑма вара сирсе яма та пулать.
Эх, Байкала мӗнле ҫитсе курас-ши?...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2010.07.13 09:41
Паян мар, ыран кун пур.Тупнă кулянмалли.Ĕмĕр иртсе пырать, тинĕс хĕрринче пулса кураймарăм. Каясси пулмасть те халĕ тин. Икĕ ачи кайса курса-ха. Тепри кайман.Кайĕç-ха. Мăшăрпа пĕрлешсен, пĕрре Харькова кайнăччĕ, самолет çине ларса курнăччĕ.Мăшăр Шупашкарта та путлĕ пулса курман тата. -Кайăпăр пĕрле, - тетĕп. Каясшăн мар.
Малашлăха эпĕ тĕлĕк урлă пĕлетĕп. Юлашки вăхăтра, тавах Турра, ытлашши тĕлĕксемпе аташма пăрахрăм-ха.
Япăх малашлăх пирки ĕненсе ларас çук, çавă кăна. Кашни этемĕн ĕмĕт пулмалла, тет. Çав ĕмĕт пурнăçланасса шанмалла. Çавă çеç!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем