Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Денис Гордеев. Каҫма (повесть)

Аçтахар Плотников26.07.2010 22:213585 хут пӑхнӑ
Денис Гордеев. Ҫич ҫунатлӑ куракДенис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне чунҫӳреве тухас умӗн электронлама пуҫларӑм. Чунҫӳрев вӑрӑм терӗм, вӑхӑта ирттермелле тенӗ пек мӗнле те пулин хайлав электронлатма шутларӑм. Валентина Элпин тепӗр повеҫне малтан ҫула илесшӗнччӗ, кайран вара шухӑша улӑштартӑм — Денис Гордеевӑн хайлавне илес терӗм. Ҫула тухас кун умӗн кӗнекене ӳкертӗм (кӗнекери пӗрремӗш повеҫне маларах кӗртсеччӗ — вӑл ман кӑмӑла кайнӑччӗ), пӗр пайне (пысӑкраххине) сканерларӑм, хамӑн тетелбука кӗртрӗм. Ҫул ҫинче йӑнӑшсем тӳрлетӗп терӗм, вулӑп терӗм. Унта вара ун валли вӑхӑт пулмарӗ — Слакпуҫра ҫеҫ пӗрремӗш сыпӑкне кӑшт вулама май тупӑнчӗ.
Хайхи нумай пулмасть Шупашкара кайса килмеллеччӗ те тетелбука ҫула илтӗм — текста тӳрлетсе пытӑм. Вуланӑ ҫемӗн килӗше пуҫларӗ. Сӑмах ӑсти сӑмах ӑстиех ҫав! Шупашкартан Чулхулана таврӑннӑ май та кино пӑхмарӑм — «Каҫма» повеҫе вуланӑ май текста тӳрлетсе пытӑм. Ҫул вӑрӑмми туйӑнмарӗ те. Ӗнер таврӑннӑ хыҫҫӑн та ҫав хайлавпах лартӑм — вуласа тухасси кӑшт кӑна юлнӑччӗ. Паян вара тӳрлетсе-вуласа пӗтертӗм.
Ӗнер ман хайлав пирки пӗр шухӑшччӗ (вуласа тухманччӗ те), паян вара — урӑхла. Ӗнер ман ку хайлав пирки мӗн калас килетчӗ? Ҫыравҫӑ «Каҫмара» совет самани вӑхӑтри салтак хӗсметӗнчи пурнӑҫа питленӗ тейӗттӗм. Тӳрех калам — хайлава 1987-1989 ҫулсенче ҫырнӑ. Шӑп та лӑп совет самани арканас вӑхӑтра. Эпӗ вӑл ҫулсенче 10-12 ҫулсенчи ача кӑна пулнӑ... Автор вара хӗсметре пулса иртекен тӳнтерлӗхсене уҫса пама тӑрӑшнӑ. (Кам асаилӗвне пӑхса ҫырнӑ-ши ӗнтӗ? Вӑл вӑхӑтра Денис Гордеева пӗр 50 ҫул пулнӑ пулӗ...) Кунта салтаксем эрех ӗҫни те, эрехне туянассишӗн чеенленни те, салтак пурнӑҫне ниме хуманни те, тата ытти те пур. Эп хам салтака кайман та унти пурнӑҫ мӗнлине пӗлместӗп. ДМБ кино пурччӗ — шӑп ҫавӑнти пек сӑнласа панӑ.
Паян вара пач урӑхла шухӑш — хайлавра автор ҫын тӳсӗмлӗхне уҫса панӑ. Тӗп харкамҫа пурнӑҫ мӗнле кӑна авмасть пулӗ... Ашшӗ-амӑшӗ ӑна пӗчӗкле пӑрахса хӑварать, ачан вара тӑванӗсем патӗнче ӳсме тивет. Хӗсметри тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерет, виҫӗ ҫул хушшинче хӑйӗн чунри ҫынлӑхне ҫухатмасть: сысна пӑхма хушсан пӑхать, юр чавма хушсан чавать. Тӳсет. Пӗр хӗсметри тӗрӗсмарлӑх ҫеҫ чунне пӑлхантарать. Ҫартан таврӑнсан вара, юлташла ҫӳренӗскерсем пӗтӗм ӗмӗтне татса хунӑ хыҫҫӑн та чӑтать. Ӗҫке ермест, хӑйӗн ҫине алӑ хумасть.
Ҫав вӑхӑтрах, ун ҫине персе аннӑ пур хӗн-хура тӳснӗшӗн, ӑна пурнӑҫӗ ҫӑмӑллӑх та кӳрет — тӑванӗсем ӑна хӑйӗн тӑван ачине пек пӑхса ӳстереҫҫӗ, усалсен аллине лекесрен пурнӑҫ ӑна сыхласах пырать, ӑна пулӑшакансем те тупӑнсах пыраҫҫӗ (ырӑ туни ырӑпах таврӑнать), хӑй юратнӑ хӗрӗпе чӑн-чӑн юратӑва тутанать. Хайлав вӗҫӗнче те харкамҫӑ ҫак улшӑнуллӑ пурнӑҫра ҫухалса каймасса автор систерет — вӑл пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне Музӑпа юнашар тупать.
Хайлава вуланӑ ҫемӗн харкамҫӑн юратӑвӗ питӗ те ҫыпӑҫуллӑ пычӗ. Эп иккелене те пуҫланӑччӗ — тен чӑнах та телейпе вӗҫленӗ-ши тесе. Веркки ӑна улталанине автор ҫиччас пӗлтерӗ тесех тӑтӑм. Пӗлтермест те пӗлтермест. Повесть вӗҫнелле ҫеҫ драма текенни сисӗне пуҫларӗ — чи тутлине автор хайлав вӗҫне хӑварнӑ иккен (пӗлтерместӗп — хӑвар вуласа пӗлӗр). Чӑн та, драмӑсӑр хайлав маншӑн, хута пустуй варалани ҫеҫ. Ҫапла, повесть тӑршшӗпех Верккапа харкамҫӑн пурнӑҫӗ тип-тикӗссӗн пынӑ пулсан, хайлав хаклавӗ ман самай начар пулӗччӗ. Чуна пӑлхатаканни кирлӗ ҫав. Вара хайлав хакӗ те ӳсет. Харкамҫӑпа пӗрле пӑшӑрханас килет. (Хальхи вырӑсла фэнтези хайлавсене вулан та чунра нимӗн те юлмасть — пурте вӗсен ҫыпӑҫуллӑ, пӗтӗмпех вӗсен лайӑх. Пӗр усалпа кӗрешеҫҫӗ ҫеҫ.). Хайлавӗ вӗҫленессе телейлӗ вӗҫленет — Клим Музӑпа пӗрле юлать. Денис Гордеевӑн «Ҫич ҫунатлӑ куракӗнче» те ҫаплаччӗ — пӗчӗк Алик пурнӑҫра вырӑн шыраса мӗн кӑна курмасть пулӗ. Вӑл шутра юлташне чӗрӗлле ҫунтарса янине те. Ҫавах та вӗҫенче хӑйӗн вырӑнне тупатех Серинкка ҫумӗнче. «Каҫмара» та ҫавах.
Хайлавра сисчевлӗх саманчӗсем пур, анчах та хӑш-пӗр ҫӗртре ытлашши ҫырни те пур. Ак, Кабанов хӑйен пирки эп хам вилӗмпе вилместӗп тесе пӗлтерет. Паллӑ ӗнтӗ, ҫитес вӑхӑтра ун вилӗмӗ пулӗ. Автор вара темшӗн ҫавӑн хыҫҫӑнах, вилӗмӗ ҫитмесӗрех, харкамҫӑпа Кабанов хушшинчи калаҫу юлашки пулни ҫинчен пӗлтерет. Вӑл шухӑша каярах пӗлтернӗ пулсан та пӑсмастчӗ. Хайлаври япӑх сӑнарсене те Денис Гордеев тӳрех ӳкерсе хурать. Арҫук пурнӑҫӗ кутӑнла пулассине автор иккӗмӗш сыпӑкрах пӗлтерет, тӗрӗс ҫул ҫине тухма вара шанӑҫ хӑвармасть те. Пӗр Кабанов пурнӑҫне санланӑ чухне кӑна вара лешӗн пурнӑҫӗ мӗншӗн ҫапла ҫаврӑнса кайнине ӑнлантарса парать. Чунсӑр та мар иккен, пӗтӗмпех пурнӑҫ айӑплӑ иккен.
Пӗтӗмлетсе мӗн калас? Денис Гордеевӑн, аслӑ ӑрури ҫыравҫӑн хайлавӗсем чӑн та тарӑн шухӑшлӑ. Вулама сӗннӗ пулӑттӑм. Хам та унӑн тепӗр повеҫне вуласа тухӑп-ха. Ку икӗ повеҫрен кая пулмӗ пулӗ тесе шутлатӑп.
//ку ҫырӑва вуласа тухман, опечаткӑ-йӑнӑш тавраш купипех пулма пултарать.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2010.07.27 00:22
Аксар Чунтупай
Сан кĕнеке вулама та вăхăт пур-и, Микулай? Маттур!
2010.07.27 09:25
Аçтахар Плотников
Эп кĕнеке-тавраша электронлă вулавăша кĕртмелле вулатăп. Пĕрре электронлатăп, тепре — хайлавне вулатăп. Икĕ мулкач хăваланă евĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем