Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1735892 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пуян // 7653.5.1583
2011.04.14 19:09
Суварсемпе пулкарсем тăванлă халăхсем пулнă.Çавăнпа та ,тутарсем киличен ,пĕрлешсе хутшăнса пĕр халăх пулса кайнă.Пулкарсем те суварсем те чăвашла калаçнă.
2011.04.15 20:10
Серте Унтри. Ыр пурнăçран,маттур арсем,çемъисене пăрахса Мускава çÿремеçĕ. Ман аслă аппан тăхăр ывăл та пĕр хĕр.Пурте ăслă-тăнлă, йĕркеллĕ çынсем,аллисем ылтăн, тем тума та пĕлеççĕ. Çÿреç Мускава,Шупашкарта ĕç çук! Хупас пулать ку темăна.Пултарайсан ĕç тупса пар , Шупашкарта.
Атл // 3600.22.4888
2011.04.16 13:51
Бариев Р.Х.:"ВОЛЖСКИЕ БУЛГАРЫ"...Санкт-Петербург, 2005
2011.04.16 21:25
Атл. Пуçупа шутламасăр çăварна уçрăн пулсан,каçару ыйма хăват çитер.
Атл // 3600.22.4888
2011.04.16 22:14
Валерий, Эсир çырнипе эп яланах килĕшетĕп.
Сирĕнпе пĕр шухăш пулнипе малтанхи сăмахсем, паллах каçарма ыйтатăп. Ответлеме май çук -çитмеççĕ тепĕр чух.
Серте Унтри // 2739.37.4141
2011.04.17 08:19
Валери, я сам такой же. Хочу в Чебоксарах поискать работу. Как я понял очень много агенств. Могу лишь на сайтах разместить Ваше резюме, и порекомендовать как следует действовать если нет "мохнатой руки". Поиск работы это тоже работа.
Серте Унтри // 3213.99.8358
2011.04.17 15:34
Печально и грустно, в данный момент мы НИКТО. Отказываемся от родного языка косим под русских. Пока месь мы НИКТО.
2011.04.17 20:16
Атл. Тавах ăнланнăшăн !
2011.04.17 20:45
Серте Унтри. Пушкăртра пулса куртăм пĕр 15 çул каялла. Унта пуçлăхсем пурте (эп пулнă вырăнта) пушкăртсем , çумĕсем вырăс та ытти халăх. Тутарта та çввах теç.Пирĕн мĕнле йĕркелемелле çак япалана, мĕнле сакун йышăнмалла? Америкăра процент тăрăх ĕç вырăнĕ пайланине каланăччĕ , пĕр теле-шоура.
2011.04.17 20:50
Серте Унтри. Халех куçаймастăп Шупашкара,тавах ыр сăмахшăн.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем