Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1735890 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.04.09 20:59
Мĕн каласшăн пултăр эсир Атл ? Ăнланмарăм...
Владимир // 9672.1.5687
2011.04.09 23:53
Пер херарам:Ăнтан кайрĕç ĕнтĕ Даль сăмахĕсемпе, чылай халăх ячĕ киревсĕр япалана пĕлтерет,вара мĕн ?

Пер херарам, калăр-ха тархасшăн тата мĕнле халăхсен ячĕсем Даль словарĕнчи чухлĕ киревсĕр сăмаха пĕлтерет. Чылай тетĕр пулсан эсир пĕлме кирлĕ. Эпир кăна хамăра суккăр пек тытатпăр пуль тесе, тата ытти халăхсемте пур-и?
Пер херарам // 1226.51.0300
2011.04.10 17:14
Акă Василий Николаев "Генеалогия чувашского народа"статйинче
"швед" бродяга тенине,"Казак" хурах тенине пĕлтерет тесе çырать,"тутар" тенин 5-6 пĕлтерĕшĕнчен пĕри те лайăхпа çыхăнман.
Атл // 1843.42.3452
2011.04.11 17:50
Пишут Удмурты "...В русских источниках этноним "чуваш" впервые встречается в 1508 году. До этого, скорее всего, чуваши упоминались в летописях вместе с горными марийцами под именем "горная черемиса". Формирование чувашского народа проходило на занимаемой им в настоящее время территории в процессе многовекового этнокультурного взаимодействия автохтонных финно-угорских и пришлых тюркских этносов.

В 1551 году чуваши вошли в состав России..."
2011.04.12 17:47
Кĕтетĕп Атл. Мĕн каласшăн пултăр?
Серте Унтри // 1787.21.0967
2011.04.12 20:15
Не удастся нам чувашам, сменив название национальности на сувара, булгара, волжского булгарина или гуна, изменить отношение других к себе, От себя самого же не убежишь.
Такчто что посеяли то и пожинаем.
Меньше плодить бродяг-гастербайтеров. Вон Индия беднейшая страна, а попади туда многие остаются. Причина, от них от индийцев не излучается агресия.
А как Вы думаете, от нас излучается агрессия? Может по этой причине бежим друг от друга?
А вдруг сувары и булгары таже сменили название национальности на чуваша?
Не прошло еще 50 лет как вылезли из-под соломенных крыш и из домов по черному.
Наш быт, еще 50 лет назад был спартанский, не помним, когда из лаптей вылезли.
Володя // 2092.29.8655
2011.04.12 20:25
"Вара эпир хамăр халăха ят пама пултарайман-ши? Ытти халăхсемпе хутшăнмасăрах пурăнман пулĕ, ыттисене хамăрпа мĕнле паллаштарнă?"
Ан куллян! Çĕтсе ан çуре! Эс чăвашран çуралнă пулсан чăвашрах юлатăн та!
Пуян // 3853.35.7339
2011.04.12 22:01
Этноним Чуваш Суваз халăх ячĕпе çыхăннă.Ибн-Фадлан çырнă тăрăх çак халăх пулкар халăхĕн пĕр пайĕ пулнă.Çармăссем пире халĕ те Суазла мар теççĕ.Суаз çын тени пулать вăл.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.13 20:01
Серте Унтри. Ты прав:суваро-болгары сменили название народа на чуваш. Т.е пришлось стерпеть,когда их начали записывать как чувашей. Сопротивляться особо было некому. Вы же понимаете:из пяти сувар четыре были уничтожены за сто лет постоянной борьбы с татаро-монголской ордой.А погибает во время войны самый смелый<кто не прячется и не боится,т.е.генофонд. Последние останки смелых и непокорных сувар были в рядах повстанцев Пугачева.(об этом пишет Ашмарин).В общем называться суваром было даже смертельно опасно."Чуваш;-термин был не этнический,а социальный.(Н.В.Никольский.)Сменить- не сменить этноназвание? Сразу никто не скажет Но вопрос интересует уже все многих и многих думающих о судьбе нации людей.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.14 13:51
Во время переписи тысячи татар записались булгарами и никто не обвиняет их в расколе нации.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем