Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2361277 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Володя // 2751.27.9942
2011.04.02 11:13
Педагогикă институтĕнче, тĕрĕссипе каласассăн, вĕрентÿре мĕн кирлине питĕ лайăх параçĕ, анчах та вĕренÿре (ачана) мĕн кирлине институтра та шкулта та пĕлсех каймаççĕ пулас. Вăхăчĕ шăвать, ачасем улшăнаççĕ, вĕсем вара, "аксакалсем" ĕнерхи кунпа пурăнаççĕ. Хăйсем те, ыттисене те çаплах вĕрентеççĕ, хушаççĕ. Кунпала кĕрешме йывăр, пирĕн патăрта, пуççех. Паллах ĕнтĕ вĕрентекен (учитель, воспитатель)диплом илсе тата галстук çыхса пулса лармасть. Учитель (вĕрентÿççĕ) пулма çуралмалла. Çавăнпа, ман шутпа, пединстита вĕрентме илнĕ чух абитуриентсене "ала витĕр кăлармалла" Европăра ăна кастинг теççĕ. Ку пуçламĕшĕ пултăр. Тепĕр япала. Учителĕн шалу укçи çынна çырлахтармалла пултăр,калăпăр, офицерсен евĕр. Мĕншĕн тесен, ала витĕр кăларсассăн, "пилĕк пус çине", дипломшăн,вĕренме пырас текеннисем пулмаççĕ пулĕ. Тепĕр шухăшне кайран çырăп.
2011.04.02 17:13
Аксар Чунтупай
Харсор - Корсар, атя-ха "Красное Сормово" колхоз шайĕнче калаçар мар... Эс калани 70- мĕш çулсенче каятчĕ. Халь урамра 21 ĕмĕр. Кун пек стратеги сурăх картинче кăна вырăнлă... Питĕ ăшăх шухăшлатăн эсĕ. Хăвна мĕн интереслентерет -çавăн çинчен калатăн эсĕ... Халăх çинчен шухăшламалла, наци пуласлăхĕ пирки...
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.02 18:34
Володя тĕрĕс калать акци пирки. Тумалла. Анчах,тÿрех калап лайăх адвокат малтанах хатĕрлесе хур. Чиновниксем тахçанах илтмен вĕсемпе чăвашла калаçнине. Пĕтĕм Шупашкарĕпе те икĕ чăн патриот пур:Илле Иванов тата Пил Тымарлан. Ĕмĕрте пулман чиновник куçаруçă шырани. Кун пек пăтăрмахпа çак икĕ маттур Арсем пĕрмай кĕрешеççĕ Конгресс пĕр утăм та туман çак ĕçпе. Вĕсене кирлĕ кĕмĕл сасă,акатуй,канашлу,сцена-трибуна. Пиар хăйсене валли. ЧНК ертсе пыма тивĕçлĕ тата авторитетлă çынсем пур. Çав таранах хĕсĕр мар халăхăмăр. Хăй тавра пухма пултаракан таса чунлă патриот ларсан ЧНК пуçлăхне конгресс сумĕ çĕр хут хăпарĕччĕ. Çак сайтри калаçусене 90процентне конгресс шайĕнче питĕ хăвăрт татса пама пулать.Çав ĕçсене тума патшалăх панă вĕсене кабинетсем,çăмăл машина. Укçа та уйăрса параççĕ çулталăкне миллион таранах. Усси çук.
Атл // 3721.90.9733
2011.04.04 17:33
Тутарсем -болгарсем,итальянецсемпе кино кăлараççĕ..Мĕнле?Чльхе пльмеср?Пуян хансем ачисене Англине вĕренме ярĕç..Шутср тĕрĕс - вĕренмелле мар чăвашсен,хансен тарçи кăна пулмалла, çапла -и? Апла пулсан -ма Хусанра суворовское училище пур, кадетское-полицейское..Ма чăвашсен çук? Вĕсен Р.Ибрагимов юрлать вырăсла, Алсу, артистсем кинора Мускавра -кăшламаççĕ вĕсене тутарсем.Анчах хйсен чльхин сăмахĕсене пирĕн словаре кĕртме тăрăшаççĕ.
Атл // 3721.90.9733
2011.04.04 17:49
Вĕренмесĕр ку таранччен пĕр халăх та тĕнче культурине кĕреймен-ха. Çăпата шайне каялла анас марччĕ...

Çавнашкал пулса тухасса кĕтеççĕ пуль, хйсен ачисене Англине ярĕç вĕренме.
Атл // 3761.86.5523
2011.04.05 12:15
"...Ман шутпа, пĕтĕм айăп – вĕреннĕ çынсенче. Вĕсем тăрăшнипе эпир пĕтетпĕр."))

Вĕреннĕ çын - А.Г.Николаев? Космоса мĕнле вĕçетчĕ вăл вырăсла пĕлмесен?
Тутарсен Алсу Англинче вĕреннĕ - кăшламаççĕ,еврейсене качча параççĕ, Украинапа(Киевская Русь)шутср туслă..
Чăвашсем -балаЛАЙ-КА? Ульяновск тутарĕсене кирлĕ область Тутарсен пулни.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.06 20:26
Сăмах айăпласси пирки мар. Пирĕн атте-аннесем институтсем пĕтермен<анчах та ачасене тăван чĕлхерен пăрман. Эпир пурте вĕреннĕ çынсем:чăваш вара хăрушла вырăсланса пырать. Ма цыгансем вырăсланмаççĕ?Е тутарсем? Эпĕ питĕ хисеплекен А.Г.Николаев та,шел пулин те, хăйĕн хыççăн чăваш хăвараймарĕ. Никам та айăпласшăн мар. Анчах та вĕреннĕ çынсене пула чĕлхемĕр пĕтсе пыни - куçкĕретех.
Атл // 2360.53.4738
2011.04.07 13:09
ЕГЭ хыççăн сăмахсем чăваш-чăваша ăнланмалла мар тутарланса кайнă.Пылпа кулач сĕрсе хунă-им Ульяновскри пирĕн халăх ют урапа çине сиксе ларма? Россияпа пулмасан чăваш халăх чĕлхи ăçта пулатчĕ ку таранчен?
Болгаре Дунайские славяне -никогда не были мусульманами, как и чуваши, не пожелавшие принять ислам -это причина ухода на эту сторону Волги.
Булгар(гуннов) крестили армяне уже в 7 веке в Дагестане -там 4 древних храма христианских.А к язычеству(к паганизму)вернулась и часть евреев,когда после смерти Соломона стало у них 2 государства:иудеи остались,израильтян(язычников) в плен забрали ассирийцы на Кавказ.Оттого древнееврейского много и в чувашском, оттого язык -носитель хазарско-булгарского, единственный язык -потому не надо благодаря России сохранившийся язык растворить в татарских словах.
Так скоро таджик в Европе объявит:"Я -булгар!", но булгарское сохранилось оттого, что ушли к России -в Чувашии сохранилось, а наследники Атлбулгарии...Не торопитесь плевать в сторону сохранившего чувашский язык друга!Время покажет, что будет, но уже расставить по местам будет поздно-язык может раствориться.Не плюйте в колодец -пригодится воды напиться! Свято место пусто не бывает, если сегодня русскоговорящий чуваш переводчика имеет, завтра простой будет бегать с другим справочником. Лучше ли будет? Богач хану подмажет, а простому куда деваться?Не зря пословица гласит:"7 раз измерь -1 раз отрежь." Кажется, мы отрезали уже однажды - сколько раз можно?Облизывая пятки кого-то в кого превратите народ? Надо быть солидарными, и сохранить свой язык, как самые древнейшие -БАСКИ (язык ЭСкуАР), у них бы учиться.Они из СИНо-кавказской семьи.
Раскачивать лодку не надо, конские копыта и с той, и с этой стороны топтали землю -сколько можно? Нужна тишина, спокойствие нужно.Слаще ли народу, когда борьба?
Атл // 2360.53.4738
2011.04.07 15:46
Позвольте участвовать в комментариях всем и т.д. - быть может,и по переписи было бы больше...
Им // 1187.31.3733
2011.04.08 01:39
8 апреля -
где же "АКА",
в каких краях вы живёте, чтоб было "АКА"?
Рановато...
Что за бред - талые воды ещё не ушли, а тут -"АКА".

Страницӑсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем