Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2361278 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

elbi-21 // 2666.09.2156
2011.03.25 11:49
Тутарсен те, дагестанецсен те хăйсен телеканалĕ пур (спутникпа тĕнчипе кăтартмаллăх - пур). Пирĕн вара... Мĕн пур??? интернет тени кашни килте çук, апла пулсан кашни килте мĕн пуррине те пăхаймĕç.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.26 09:15
К.са.К.Эсĕ кулса калаçатăн-и,е ухмаха перетĕн-и? Телевидени 15 минут чăвашла тухать. Факультетсем хупăнас патнех çитнĕ. Радионе хальте 105 канал парса пĕтермен. Юрать çак сайт тытса тăрать пĕр Микула Плотников.
К.Са.К. // 6400.3.2983
2011.03.28 23:04
Atner, эп сирĕнпе килĕшетĕп. Интереслĕ мĕн пĕрремĕш вырăнта? Халăх вырăсланни е правительство (тăрăшманни)? Енчен те халăх калăпĕшĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿснĕ пулсан, курĕччĕç халăх вăйлă, аталанать, май парĕччĕç аталанма. Тутарсем пек. Е урăхла (причина),Е çÿлтисем пÿлеççĕ?
2011.03.29 13:27
Наци юхăмне йĕркелеме пирĕн ЧНК пур .Архипова кутран тапса кăларма патриот кирлĕ-и ? Тупатпăр ! Малтан тупăр кама лартмаллине . Архипов пек çынсем хăйсен ирĕкĕпе тухса каймаççĕ,шанчăка пĕтерсе лараççĕ вĕсем...

2011.03.29 14:05
Аксар Чунтупай
Питĕ ансăр шухăшлатпăр,тăвансем! Кунта калаçаканнисенчен пĕри те тăнпа-пуçпа вĕреннĕ çын пек курăнмасть... Диплом хуплашкишĕн вĕреннĕ çынсем пек пакăлтататпăр. Усси пур-ши? Çак шайри шухăшлавпа чăваш халăхĕн аталанăвĕ пирки калаçу та пулма пултараймасть. Лукиянов юлташпа килĕшетĕп, çук пирĕн наци элити. Пур пулсан та - хамăр халăхшăн тăрăшмасть...
Володя // 2118.20.4020
2011.03.29 14:40
Эсир мана каçарăр, пĕлмесĕрех калаçăва кĕнĕшĕн. Анчах та эпир кайлах тăшмана шыратпăр. Хуть-те кам айплă пултăр, анчах та эпĕ мар! Эпĕ хам 50 çула çитрĕм, анчах та пĕр вырăс та мана чăваш тесе мăшкăламан. Мĕншĕн тесен эпĕ нихăçан та вĕсемпе хама йыт çури, е сурăх евĕр тытман, урамра чăвашпа чăвашла калаçма вăтанман. Çур ĕмĕр пурăнсан, халĕ, калама пултаратăп ĕнтĕ: хăв çынпа мĕнле, çын та сан па çаплах! Ман шутпа урамра та, килте те, ĕçре те, уявра та чăваш е вырăс мар ÇЫН кăна пулмалла. Ĕретлĕ, хăвăн ĕçне пĕлсе, ыттисене тĕлĕнтерсе, савăнтарса пурăнакан этем кăна пулмалла!
Атнер // 8568.8.6851
2011.03.29 23:36
Силюка Валерипе ятлă-сумлă ,хăйне хисеплекен чăвашсем пурте килĕшеççĕ. Хăй вăхăтĕнче конгресра пулнă:Станьял,Хусанкай,Туркай,Праски Витти,Адер,Тимофеев тата ытти нумай патриотсем. Конгресс ун чухне кĕрлесе тăнă. Эпир мухтаннă конгресра пулнипе. Анчах Федоров президента Архипов пеккисем кăна кирлĕ пулнă. Паян конгресăмăр хурал пÿрчĕ шайне анса ларнине курса тăратпăр та чун ыратать. Питĕ нумай ĕçсем тума пулать ЧНК сумĕпе усă курса. Кун пирки наци злити паянхи влаç ертÿçисем патне хăйĕн шухăшĕсене çитернĕ. Улшăну пулатех конгресра. Çитеть тăван халăхран култарса.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.31 15:32
Питĕ лайăх, çăмăллăн пурăннă эсĕ,Володя. Сан пеккисене пула хулара халь чăваш сăмахĕ илтĕнместь.Сан пеккисене пула пире пĕр май калаççĕ:"Че ходите со своим чувашским-провокаторы"-тесе.Саккун ирĕк панине кура пур çĕртете чăвашла кăна калаçатпăр. Атте-анне чĕлхине сутас килместь -çке.Эсир вуннăн ларсан та пĕр вырăсланнă майра пулсан-пĕтрĕ чăваш чĕлхи.Ăмсанатăп сана.Çĕр çул пурăнăн эсĕ.
Володя // 5322.8.7764
2011.03.31 17:19
"Наци юхăмне йĕркелеме пирĕн ЧНК пур .Архипова кутран тапса кăларма патриот кирлĕ-и ? Тупатпăр ! Малтан тупăр кама лартмаллине . Архипов пек çынсем хăйсен ирĕкĕпе тухса каймаççĕ,шанчăка пĕтерсе лараççĕ вĕсем... " Манăн ыйтусем çуралчĕç: 1. Калăр ха, тархасшăн, Архиповне "кăларса персессĕн" кама лартатпăр, вăл мĕн улăштарма, мĕн сĕнме пултарĕ? Тулĕк, Госсовет умне шăнчăрланса ларма ан сĕнтĕрех. Пĕри пулсаччĕ ха. Çак кандидатăн шухăшĕсене çакăнта вуласа пĕлесчĕ 2. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене мĕнпе пулăшатпăр ши?- теççĕ ыттисем. Чăваш чĕлхи кабинетĕн алăкĕ çине те "Кабинет родного языка" тесе хăйсемех çыраççĕ пулсассăн, мĕн пирки калаçашшăн ши вĕсемпе.
Сехетĕсем, вара хăйсен, кашни классрах ытлашшипех.3.Хамăн пĕр сĕнÿ пур манăн: АКЦИЯ! Кашни чăваш хулари администрцине, е урăх обществăллă вырăна ыйтупа пырсассăн чăвашла кăна калаçтăр. Вырăсла калаçнине ан ăнлантăр. Чиновникăн е хăйĕн унпа чăвашла калаçма тивет, е тăлмачă тара тытма.
Харсор - Корсар // 3234.02.9043
2011.04.02 01:55
Човаш челхине сыхласа ховарасси пурте хамортан килет. Эпе тулашенчи човашсем щинчен калам ха. Пушкортри човашсен ачисем те ялсенче выросланса пыращще. Меншен тесен хошпер ашше-амошсем те мен тума кирле човаш челхи тесе. Тата хошпер пущламош класс верентекенесем те чон-чон сутончоксем пекех. Пире верентме йывор тещще. Эпир човашла верентес текен ашше-амошсем темле те юкетлетпер. Аколчан челхине те с нуля верентещще вет ха тесе, пушкорт челхине те верентещще с нуля. Щук хамор верентекенсем, човаш дипломне илнисем хирещ, ма кирле тещще. Хошесем щиелтен кона щил верне пек иртсе каящще. Хошесем човашла пелекен ачасене 2, 3 палло лартащще, хутош щемьери, човашла калащайман ачасене стимулирующий 4,5 палло лартащще. Кун пек верентсен, човаш ачин те веренесси килме.Анчах човаш ачи хойен челхине пелет, пушкорт, вырос, аколчан челхине веренет.Щавонпа човаш ачин човашлипе ниепле те выроса тухно щурма човаш ачисенчен начар пулмалла мар. Ма щавна Шупашкарти институтри осло щынсем щавна онлантараймащще. Пер човаш юррине те, пер човаш воййине те вылаттармащще. Элекхи човаш верентекенесен методикине манно. Ачасемпе ещлемещще, в основном, укща кирле.Ун пек верентекенсене кучесенчен тапмалла. Тата човашлипе чоннипе те кенекесем е кивелне, е вохотран кая юлно. Эпир пушкорт, аколчан челхин кенекине похкалатпор та пите илемле, щав кенекесенчен теслех илмелле, щенерен мен щуран урапа шухошламалли пур. Йывор челхепе щырмалла мар, войосем кюртмелле, ташосем, юросем, атту учителесем човаш культурине хасор хойсем манса каящще.
Паллах Шупашкартан нумайрах гастрольсемпе щюремелле, райцентрсенчи керменсене пущтармалла човашсене. Билече ытлашши хакло пулмалла мар. Дисксене хатерлене чухне юро хыщщон, минусовки пахалло пымалла. Калащайман човаше те юрласа яречче. Ма човаш патшалохенче тухакан товара човашла щырмастор. Калушине човашла та щырса пулать, човашсен кеске атти, е урохла. Терес технический терминсене те човашла кущармалла. Мене торать шухошласа похор ха пирен халох калано - Урапа - с ногой, Щуран урапа - пешком на ногах (с колесами), на велосипеде (Щепед кона мар энте). Пушкортсем ку политикона челхе енепе пите онощло туса пыращще, пока човаш, пушкорт, тутар челхин сехетне кеметмен питех. Анчах пер 60 % човаш верентекенесем сиввен похащще човаш челхи щине. Весене укщисене кеметсе тона кертмелле - шутка. Човаш челхине юратмащ ток човаш уйромне илмелле мар, човаш дипломепе щын пулса, мен тума кирле човаш челхи тесе щовар ущса пухусенче тавлашащще.
Часрах спутник телевидени тумалла, радиона интернетра итлеттпер, пите маттур. Анчах пурин те интернет щук.

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем