Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ӑстампул хули

Аçтахар Плотников26.12.2012 12:415074 хут пӑхнӑ

Тин кӑна тенӗ пек Турцири Ӑстампултан таврӑнтӑм. Хула мана епле курӑнни пирки каласа парас килет.

Маншӑн Ӑстампул чикӗ леш енчи пӗрремӗш хула пулчӗ. Ыттисене курнӑ пулин те ху курнипе танлаштарма ҫук ӗнтӗ. Ӳкерчӗк вӑл ӳкерчӗкех ӗнтӗ, видео та ҫитмест ху курнине.

Чи малтанах мана унти ҫулсем такӑр пулни илӗртрӗ. Машшинсем ҫул тӑрӑх сикменнипе пӗрех. Пирӗн кунта яка ҫулсем ҫук мар ӗнтӗ, анчах унта та пулин урапа (машшин сӑмаха турккӑсем ҫапла калаҫҫӗ, пирӗн те ӑнах усӑ курмалла тесе шутлатӑп) сиксе илет. Ӑстампулта, эпир ҫӳренӗ ҫулсем ҫинче, саплӑкласа юсанине курмарӑм. Ҫул пирки каланӑ май ҫитменлӗх те куранчӗ — ҫуранҫӳренсем каҫма палӑртнӑ вырӑнсенче водительсем чарӑнмаҫҫӗ, ирӗксӗрех урапасем иртсе каясса кӗтсе тӑма тивет. Пирӗн патра ҫуранҫӳренсене ирттерме хушни питӗ лайӑх пулнине туйса илтӗм.

Ҫуртсене илес пулсан вӗсем ҫӳллех марри куҫа куранчӗ. Ҫӳлҫуртсем те пур, тӗлрен тӗл тӗлпулаҫҫӗ, анчах ытларах 4-7 хутлисем. Ҫурчӗсен тӑррисем пӗрешкел пулнине сӑнарӑм. Пӗр материалпа витнӗ, пӗрешкел хурмӑллӑ.

Ӑстампулта те юр ҫумасть, те хӑнӑхнӑ вӗсем — раштав уйӑхӗ пулин те вӗсем чечек лартни мана чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Пӗр вырӑнта кӑна мар, темиҫе ҫӗртре те куртӑм — халь-халь юр ҫума пуҫлӗ (эпир вӗҫсе кайнӑ кун чӑн та ҫума тытӑнчӗ), вӗсем вара чечек лартаҫҫӗ. Ҫул хӗрринчи курӑк пирки пӗр-ик сӑмах — вӑл вӗсен тип-тикӗс. Те ятарласа ҫавӑн пек курӑк акаҫҫӗ, те чӑнласах та ӑна тикӗслетсе тӑраҫ.

Чикӗ леш енне лекнӗ хыҫҫӑн кунти ҫынсем вашават пулни куранчӗ. Кӑшкӑрмаҫҫӗ, сан ҫине сас хӑпартмаҫҫӗ. Таврӑнсанах — пачах урӑхла ӳкерчӗк. Пӗр шутлатӑп та — ара чӑвашӗ те вашават-ҫке, пире ман шутпа вырӑсланни пӗтерет. Тем тесен те эпир чӗлхепе кӑна мар, кӑмӑлпа та вырӑсланатпӑр — вӗсен ҫак уйрӑмлӑхне хамӑр ӑша ҫӑтатпӑр.

Мана курӑннӑ тепӗр тӗлӗнтермӗш — кӳлмекри (Босфор пырлӑхӗнчен хыла ӑшнелле кӗрет, ун хӗрринче эпир ҫӗр каҫнӑ Hilton Garden Inn хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ) шыв. Ӑстампула килнӗ килнех терӗм, кунти шывра алла йӗпетмесӗр каяс мар терӗм. Антӑм хайхи шыв хӗррине — ай турух! канализацинче те пулин шывӗ тасарах пуль! Йӗри-тавра — илемлӗх, шывӗ вара пӑхма хӑруш!

Ытти енчен... Европа шайӗнчи хула ӗнтӗ. Транспорчӗ те, машинисем те, тасалахӗ те... Пӗр мӗчетсем пурри кӑна эс Турцире пулнине асаилтерет.

Тем тесен те пирӗн хамӑрӑх хулана (Мускавӗ, е кӳршелле вырнаҫнӑ Хусан, Чулхула, Чӗмпӗр пирки вырӑнтисем тӑрмашчӑр) ҫав шая ҫитермелле ӗнтӗ! Пире ҫӑмӑлрах — пирӗнте чӑваш юнӗ пур: эпир ӗҫчен, эпир вашават.

Эп ӳкернӗ сӑнсене кунта курма пулать (пурӗ 130).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 2024.67.9770
2012.12.26 18:11
Хăвăрăн сăнусене кăтартман вара.Сăпайлă çав эсĕ Микула.Çавăнпа хисеплетпĕр сана.Маттур.
Agabazar // 4009.22.5849
2012.12.26 20:56
Agabazar
Сăпайлăх çынна хитрелетет. Çапах та ĕç унра мар кунта: ЖАНР çапла: хула сăнĕсем...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем