Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ефим Никитич мӗн калӗччӗ-ши?

Аçтахар Плотников27.03.2013 18:545278 хут пӑхнӑ

Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ тӑвать. Республикӑра та ҫавна май тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ — спектакльсем лартаҫҫӗ, театр куравӗсем йӗркелеҫҫӗ. Арапуҫри (Вӑрмар районӗ) ял вулавӑшӗн ӗҫченӗсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартас тенӗ — «кӗрӗк арки йӑваласа лармастпӑр, ӗҫлетпӗр» тенешкел кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пӗлместӗр пулсан — ку ялта Никитин Ефим Никитин ҫуралса ӳснӗ. Вӑт ӑна халалланӑ та ӗнтӗ кӗнеке куравне вулавӑш ӗҫченӗсем.

Ефим Никитич (ӑна Кӗлпук Мучи ятпа чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ) паллӑ драматург — чӑвашла трагедисем, камитсем сахал мар ҫырнӑ, чылайӑшне театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Вырӑсла ҫырман-ҫке! Анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курава йӑлт вырӑсла ят парса йӗркеленӗ (ӳкерчӗк ҫинче эп вырӑслине ҫеҫ куртӑм). Ку тӗлӗшпе Ефим Никитич мӗн калӗччӗ-ши? Пӗр-пӗр шӳт тупса паратччех пуль.

//ыран вулавӑша шӑнкӑравласа кӑшт намӑслантарасшӑн-ха. Паян кая юлтӑм, килӗсене саланнӑ пуль...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.28 09:51
Чĕлхене пĕлекенсем, хисеплекенсем Шупашкарта çеç упранса юлаççĕ малашне. Ялта ăçтан упранас чĕлхен, шăпăрлансем пĕчĕкренех пĕлеççĕ: ашшĕ-и е амăшĕ те хăш чух Чулхулана, Хусана е Мускава ĕçлеме каяççĕ( ялсенчи ĕç вырăнĕсене ятарласа пĕтерчĕç вĕт).Унта атте-анне ним те хатĕрлесе хуман, веçех хăвăн турткалашмалла. Шăпăрлансем ăçтан çил вĕрнине чухлаççĕ.
2013.03.28 10:54
Аçтахар Плотников
Шăнкăравларăм. Ял вулавăшĕн телефонне кăтартман та Арапуç ял тăрăхĕн администрацине шăнкăрав ятăм. Телефон кĕпçине тытнă çын тӳрех чăвашла саламлани килĕшрĕ. Вулавăш ĕçченĕ паян вырăнта мар иккен — конкурса хутшăнма кайнă. Администрацире лараканни ман сăмахпа килĕшрĕ, малашне куравсен ячĕсене чăвашла йĕркелемелли пирки çитеретĕп терĕ.
Agabazar // 3467.6.9355
2013.03.28 14:42
Agabazar
Мĕнпур ĕçе пĕтĕмпех вырăсла йĕркелесси ЙĂЛАНА кĕрсе çитнĕ. ЙĂЛА мĕнне вара эсир пурте пĕлетĕр. Лару-тăру хăй тĕллĕн улшăнас çук. Хăй тĕллĕн ним те улшăнмасть. Ку çутçанталăк саккунĕ. "ÇŸЛТЕН" ЫЙТАКАНСЕМ ÇУК ПУЛСАН ку тĕлĕшпе малашне те çаплах пулĕ.
Agabazar // 3467.6.9355
2013.03.28 14:46
Agabazar
Тимĕр, Вихтăр, Якур, Тури Вихтăр йышши "ХАСТАРСЕМ" ку тĕлĕшпе лару-тăрăва улăштарма пултарасса эп пĕрре те шанмастăп
Васса // 1089.9.9792
2013.03.28 15:06
Вихтăр,эс пĕлсех çыратăп тетĕн пуль, хулара çеç чăвашла пĕлекенсем, хисеплекенсем юлаççĕ тесе.Ялсенче те пур-ха ун йышшисем, туйсенче те чăвашлах юрлаççĕ, салтака та чăвашлах ăсатаççĕ,пур, çук мар. Хула пирки ман пĕрре те ун пек шутлас килмест...
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.29 10:18
Васса! Хулара çеç тесе пĕр сăмах та каламастăп. Эп те кашни эрнерех яла çÿреп. Чăвашла калаçнине илтеп хушăран. Анчах ял ачийĕсем те вырăслах поплеççĕ-çке ытларах ялта. Çапах чĕлхе пуласлăхĕшĕн хула интеллигенцийĕ шутланă пек туйăнать те( тÿрех калатăп эп ни интеллигенци те ни ăсчах та мар). Хам чун ыратăвне çырап çеç.
Якур // 3889.03.5922
2013.04.01 22:32
Акапасар, эс шанакан шанчăклă çынсем пур-И, камсем вĕсем? Е эсĕ и один в поле воин. Хăв шаннисен ятне-шывне кала-ха, е ку секрет-и? Ну кала ĕнтĕ, тен эпир те шанатпăр вĕсене, вĕсен тавра пуçтарăнма пулать!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем