Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948698 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вихтăр // 4026.89.0943
2013.09.13 21:06
Ман шутпа Конгреса халăхри ятлă, чыслă-сумлă чăваша сунмалла. Арн тив,ертсе пыма ун хастарлăхĕ, характерĕ çителĕклех пулмасан та. Анчах пулччăр ун çумĕнче хастарлăрах, сумлă чăвашсен сăмахне вырăна хъума пултаракан йĕкĕтсем. Вара йĕрке пулатех.
Agabazar // 2218.23.4467
2013.09.16 22:56
Agabazar
Çак темăра пĕрре мар асăннă Илле Иванова хÿтĕлес теккенсене Уççыру айне алă пусма чĕнетĕп.http://www.irekle.org/articles/i48.html
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.21 09:46
Акасапар кăмăллакан конгресс так-и хăюлăх çитереймерĕ Уççыру çырса кăларма. Тепĕр, çĕнĕ конгресс тен уçăмлăрах е хăватлăрах пулĕ. Унта Акасапара кĕртмелле, паллах.
Agabazar // 3368.25.2345
2013.09.21 18:02
Agabazar
Конгресс пирки çÿлерех калани —суя. (Илле Иванов хăй тав тунă Геннадий Архипова хута кĕнĕшĕн. Республика Прокурорĕ патне çыру çырнă ЧНК). Уççру айне алă пусăр,тархасшăн. http://www.irekle.org/articles/i48.html
Тимӗр // 1882.74.7867
2013.09.22 10:55
Акапасар.Эс юратнă конгресăн пуçлăхĕ архипов паянхи кун алă пусман çав çыру айне.Президиумран пĕр çын та алă пусман.Кунта темле вăртăнлăх куçкĕретех.
Agabazar // 2508.79.0825
2013.09.22 16:04
Agabazar
"Юратнă" пирки —ахалех... Уççыру пирки. Калăпăр, Борис Чиндыков та алă пусман. Мĕншен тесен вăл Илле-паттăра суд тунине хирĕç пулни капла та паллă. Ара, хăй судра Илле-паттăрăн хутĕлевçи пулса хутшăнать мар-и! ЭППИН, НИМЛЕ ВĂРТТĂНЛĂХ ТА ÇУК КУНТА.
Agabazar // 2726.10.6439
2013.09.22 16:27
Agabazar
Кун пек тĕслĕхсене татах черетлесе кайма пулать. Акă "Ирĕклĕ Сăмах" сайтăн администраторĕсем те алă пусман пулас. Мĕнех вара? Вĕсем судшăн савăнманни каллех капла та паллă. Е Илле Ивановăн çывăх тăванĕсене илер. Калăпăр, арăмне. Вĕсене те паллах суд савăнтармасть. Уççыру вăл тăван-пĕтенсен çырăвĕ мар. Жанр уйрăмлăхĕ çавăн пек.
Микула // 3913.58.4645
2013.09.23 17:43
Тĕрĕс.Çавна пулах Илле-паттăрпа ХЫПĂРта пĕрле ĕçленĕ пĕр çын та алă пусашшăн пулман.
Agabazar // 3324.04.5584
2013.09.23 18:22
Agabazar
Йăнăшатăр, Микула. Унччен "Хыпарта" ĕçленĕ Ирина Павлова алă пуснă.
Якур // 1132.86.8887
2013.09.23 23:43
Эпир,тен пур те, судра айăпланине хирĕç. Уççыруна алă пусни кирлех мар. Тĕп вырăнта: эпир ХИРĔÇ! Тĕлĕнмелле Акасапарăн метаморфози. Архипов е М.Краснов алă пусман- нимех те мар, ГЛАВНОЕ Акасапар пĕлет вĕсем хирĕççине. Вот ку пирĕн хушăри туре те, элтеперте! Нимех калаймăн-САМОЗВАНЕЦ!

Страницӑсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем