Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948690 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 3913.58.4645
2013.09.29 12:04
Шалккă вĕт-ха Илле Иванова.8 ача унăн.Тăрантармалла вĕсене.Хăй журналист.Тепĕр профессипе чи авалхи шутланать.Темле пулсан та чăваш чĕлхишĕн Илле Тымарланпа тахçантанпах кĕрешет.
Васса пичче // 4186.57.1361
2013.09.29 14:04
Мен теленмелли! Чвашлах тахсанах политика тата укса тумалли инстумент пулнине пурте пелессе. Ачисене шалкка, ашшене суд тарах суренешен укса памассе вет, ниста та еслемест, машере суменче лапкан кана пуранать вал. "Материнский капитал" пур анте... Эх Илле арсынка..а
Тимӗр // 2980.22.1163
2013.09.29 20:47
Кам чăвашлăхшăн ĕçленĕшĕн зарплата илет,анчах килĕнче ачисем папа-мама-вот вĕсем спекулянтсем ман шутпа.Илле-паттăрăн ачисем путе авалхи чăваш ячĕсемпе.Атте-анне теççĕ,паллах.Ку енĕпе маттур вăл.
Agabazar // 2691.30.3958
2013.09.29 22:22
Agabazar
Ваççа пиччене. Компьютер çине чăвашла сарăм лартма ÿркенетĕр, çапах чăваша хÿтĕлесе инкеке лекнĕ Илле-паттăр Иванова хыçран кутран тапма ("лач!") хăват çитеретĕр.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.30 11:36
Чăваша хÿтĕлесе нумай çын çырнă-ха.Илле вăл статьисĕрех питĕ нумай тем те пĕр çырчĕ ВЗЯТКАРА.Такам хÿтĕлессе шаннă -ха вăл.Киреметрен пулăшма ыйтăпăр Илле-паттăра.
Agabazar // 2230.95.6840
2013.09.30 12:41
Agabazar
Атнер:"Чăваша хÿтĕлесе нумай çын çырнă-ха.: Хамăр начар, хамăртан пиçмест текелени — хÿтĕлени мар.
Якур // 2472.17.9968
2013.10.01 00:18
Атнер те, Тимĕр те тата районсенчен çыракан респондентсем питĕ тĕрĕс çыраççĕ. Чăвашлăхшăн ĕçлекенсен шалу çинчен калаçма та кирлĕ мар. Хăйсен хушса укçа-тенкĕ тăккаламалла. Унсăрăн вĕсем профанацией занимаются. Шутлăр-ха:чăвашлăх пĕтсен вĕсен ĔÇ вырăнĕ çухалать, пурпĕрех вĕсене чăвашлăха хÿтĕлеме укçалла чĕнмелле.
Agabazar // 5809.9.3667
2013.10.01 07:20
Agabazar
Якур:"Чăвашлăхшăн ĕçлекенсен шалу çинчен калаçма та кирлĕ мар." Мĕншĕн чăвашлăхшăн ĕслекесен кăна тата? Вырăслăхшăн, тутарлахшăн ĕçлекенсен те çапалах песплат ĕçлемелле пуль! Тата —сывлăха хÿтĕлессишĕн, вĕрентÿ тытăмĕнче, патшалăх хĕсметĕнче тăрăшакансен те! Мĕн шеллесе тăмалла? пултăр "коммунизм"!
Agabazar // 3473.91.1483
2013.10.01 09:31
Agabazar
Депутатсене ма песплат ĕçлеттерместĕр тата?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.01 11:51
Акапасар ĕçсĕр юласран хăрани курăнать.Чăвашлăхшăн чун ыйтнипе ĕçлемелле.Укçа илсен вара Тимер калашле спекуляци пулса тухать.Çавăнпа çамрăк ăру тарать чăвашран:кураç вĕсем ултава.Депутатсем пекех пулса тухаç вара вĕсем.

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем