Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948683 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2013.10.24 23:31
Аçтахар Плотников
Ним те туманччĕ... Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. //çавах тĕрĕслесе пăхăп.
Якур // 2845.8.7912
2013.10.24 23:53
Акасапар, эп сан тему çине килмесен те пултарап. Анчах Якур, Тимĕр,bor, Атнер,Аксар, Володя, хушăран Ефим килмесен кампа калаçасшăн эс. Хăвăнпа тата Админпа-и, куншăн сайт уçма кирлех мар пуль? Çавăнпа говори да не заговаривайся хосподин чиновник!
Agabazar // 3713.53.4808
2013.10.25 00:51
Agabazar
Якур куçлăх уртса ярса лайăхрах вулăр-ха, тархасшăн, ку темăн АВТОРĔ кам пулнине: Angelnas1992@mail.ru Ăçта кунта "Акапасар" тени?
Якур // 3548.1.4899
2013.10.26 08:02
Акасапар, Маншăн авторĕ хăть Обама, хăть Скандализа Райс пултăр. Ĕçĕ авторта мар. Эсĕ кунта И.Ивановпа пăтранса кайнă, ĕнтĕ астумастăн-та конгресс ларăвĕнчи мыскара Иллепе анчах çыхăнман.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.26 10:00
Акасапар,хăв ятпа статья çыр.Вара сÿтсе явăпăр.Только çыриятăн-ши,иккĕленÿ çуралать.Çавах çыр-ха.
Agabazar // 3157.73.2589
2013.10.26 15:48
Agabazar
Якур:"Эсĕ кунта И.Ивановпа пăтранса кайнă..." Эсир унта хăвăр пăтранса ан кайăр таçтан! Чăваша куçкĕрет юратман шовинистсемпе пăтранса-юлташланса ан кайăр...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 09:29
"Чăваша куçкĕрет юратман шовинистсем" камсем пулнине уçăмлăн кала-ха,Акасапар. Тата кавычкăри сăмахсем мĕне пĕлтереççĕ, ăнлантар. Только Н.Лукианов пек мудрено-витиевато мар. Пухура тухрĕ те темле научный сообществăри пек доклад тума пуçларĕ. Пĕр 50 сасă çухатрĕ. Халлĕхе фантазер пек курăнать. Пурпĕрех кăмăлне çемçетме сассăма патăм.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.29 13:44
Сапла, фантазер. Нименле конкретла япала та сукка унан.Власшан, пуканшан сунни кана пек туйанма пусларе.
Agabazar // 3820.47.4094
2013.10.30 18:14
Agabazar
Ефим Н.:"Нименле конкретла япала та сукка унан" Кăна тата мĕнле "конкретла" япала килĕ-ши!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 12:40
Акапасар,пире кунта ăнлантариччен Пухура Трибуна çине Цыпленков хыççăн тухса Лукианова тĕрев памаллаччĕ ĕнтĕ. Астăватни иккĕмĕш калаканни çук пулчĕ пĕр вăхăтра, вара тухрĕ В.П.Станьял.Кайран тухрĕ Кипеч пичче.Ваттисем тухма пултарчĕç,а эс по-молодецки чупса тухимарăн-и?Вот мы такие.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем