Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333996 хут пӑхнӑ

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

саня матки валерикки // 2355.46.2575
2014.01.24 17:49
Сăра ĕçнĕ-мухтав!Эп сана Дор ĕç турăм,тесе хăвна мухта тесе каласшăнччĕ. Тума пултараймастăн-шăп пул ачам
Васса // 9885.0.6566
2014.01.24 20:57
Валерикрен Саня матки туса ячĕç кусем.
Тимӗр // 8457.4.6295
2014.01.24 21:48
Саня Матки,вула ку сайта.Ĕç пирки кăна çыратпăр.Ĕç укçи чăвашлăхпа çыхăнман пулсан та чĕлхене,йăла-йĕркене упрас тесе ытти таса чунлă çынсемпе ĕçлетпĕр.Элита Чувашии çырать кун пирки.Наци телевидени час-часах çутатать кун пирки.Акапасар иксĕрĕн ĕçÿсем пирки ăçта паллашма пулать?
Саня матки валерикки // 2355.46.2575
2014.01.24 22:45
Çапла, Васса,хăйне элита текен çынсем, йăли-йĕркине пĕлекенсем час такамран такам туса хурĕç! Йăнăш вулакан-ăнланакан пуш параппансен усси мар,сиенĕ анчах! Ăнт!Элита тенĕрен,вĕсемшĕн пулсан-хамăн хырăм тутă пултăр!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.25 08:29
Саня матки кампа калаçать,пĕлме çук.То ли Дор-па калаçать вăл,то ли Акасапарпа.Тепĕр хут калатăп пĕрре каласа ăнланманнисене: Кунта никам та мухтанмаç, кунта ыйтаççĕ пурне те вĕрентекен, пурне те хирĕçлекен Акасапартан: хăв мĕнле утăмсем тунине каласа кăтарт та çителĕклĕ пулать.Анчах пĕр НО: мĕн тунине каламалла хăв профессипе çыхăннине мар. Сăмахран эс диктор е режиссер Чуваш ТВ, ку сан профеççилле тивĕç. Унсăрăн мĕнле утăмсем тунине каласа кăтарт-ха пире.
Agabazar // 3192.21.2638
2014.01.25 16:59
Agabazar
Сĕнетĕп:
Тавайăр ак çакăн пек тема кĕртер кам та пулин блорума:
"bor1959 туса тĕлĕнтернĕ акăш-макăш та асар-писер чаплă, мухтавлă, хăватлă УЛĂПЛА ĕçсем".
Кĕртнĕ хыççăн сÿтсе явăпăр.

Халлĕхе вара кунта Николай Коновалов статйинех шĕкĕлчеме тивет.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.25 19:48
Эcĕ, Акасапар-хăта, чăвашлăх ярăмĕнче ĕçлеттĕнччĕ-няк.Тух законодательный инициативăпа(вырăс чĕлхипе танах чăваш чĕлхи пĕлекен журналистсене 20% шалу хушса тÿлемелли пирки) Патшалăх Канашĕн депутат фракцийĕсем патне,вĕсем хатĕр законопроекта хапăлласах йышăнаç,ара хăйсен нумай шутламалла мар-çке саккун пирки.Кай хăв кăмăллакан А.Леонтьев патне,мĕн форумра ун пирки çыран.Пĕтĕмпех хăвăн аллунта.Bor кунта сапçим вырăнлă мар(ни при чем).Эп санран ыйтап-ха тĕлĕнтермĕшсем пирки çырса кăтартма(хăв журналист пулнă май). Пакарта çинçерех пулмалла.Кантурта çеç маттур.
Тимӗр // 4282.62.9689
2014.01.25 21:04
Акапасар ухмаха пенине пурте хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ.Якур,Бор тата ыттисем çулталăк ыйтаççĕ.Турă пул,пĕр пĕчиккĕ ĕç пирки хăвăр туни пирки каласа парсамăр.Ăçта курма е вулама пулать?Кам та пулин курнă-и вăл ĕçе?Тепĕр тесен виртуальнăйскертен мĕн ыйтма пулать?
Agabazar // 3192.21.2638
2014.01.25 22:14
Agabazar
Timer'е.
Ну вăт, уçма пултаратăр блорумра тема:
"Акапасар тунă пĕр пĕчиккĕ ĕç"
Вара чун каниччен калаçăр унта çав темăпа. Кăмăл пулсан эп те кĕрсе тухма пултарăп вăл темăна. Кăмăл çук пулсан — кĕмĕп.

Халлĕхе вара кунта Николай Коновалов статйинех шĕкĕлчеме тивет.

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.27 09:57
Санăн енчен те,Акасапар хăта, ним те шĕкĕлченине курмастăп. Кашни темăра калаçăва урăх еннелле куçарса яраканни шăп та лăп ЭСĔ кунта.Мĕнле те пулин конкретный тема сĕн-ха пире, пĕлĕве ÿстермешкĕн.Халлĕхе пустуй калаçу кăна сан енчен. Çавăнпа та санпа çыхăннă темăсене шĕкĕлчеме иртерех-ха!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем