Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2334013 хут пӑхнӑ

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2842.73.1989
2013.12.07 17:22
Agabazar
...татах та ытларах юр хырма сунатăп...

Кам Мандела пирки хыпар-хăнара шĕкĕлченĕ ("бор" вĕсен йышĕнче мар...), çавсене çакăн пирки шутласа пăхма сĕнетĕп: Мĕншĕн пирĕн чи пысăк шайри ертÿçĕсем Мандела вилĕмĕ хыççăн хăйсен шухăшĕсене калама васкамаççĕ? Кам та пулсан пытарма кайĕ-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.07 19:56
Эп Юр хырма вăтанмас-ха, Акасапарпа Иллене çав пархатарлă ĕçе кÿллентересшĕн, аттун çырусене кăна шĕкĕлчеççĕ. Кун пек малах каяймăн! Или Хведорофф пек сăмахсемпе мала тухсан та çитет-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.07 20:00
Акасапар, юр хырас килмесен, тен вăрман касма каяс кăмăлсем пур. Ман юлташ Атăл леш енче çурт лартать, Мари правительстви çурт лартакансене тÿлевсĕр вăрман лаптăкĕ( лес на корню) парать. Кайса хăватна кăтартма пултаран, е хăв çĕр илсе вăрман кас.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.07 20:08
Акасапар,эс Манделăна пытарма ан васка-ха.Сан ĕç мар пек вăл. Унта патшалăх ертÿçисен мĕнле хутшăнмалли йĕрки пур(Протокол теççĕ уна).А эс хамăр хастарсене( ÿнерçĕ В.Розов тата ыт.) юлашки çула ăсатма та хутшăнимастăн,çавăн çинчен ытларах шухăшла.
Agabazar // 1812.97.4785
2013.12.07 20:23
Agabazar
bor1959:"Эп Юр хырма вăтанмас-ха,"Эпир те вăтанмастпăр. Юр çеç мар, пăх хырма та вăтанмастпăр. Сире вара кашни çынна —вырăса çеç мар! — вăтанмасăр "эсир" теме май пуррине систересшĕн.

Анчах та çакна каласшăн. Юр хырса, пăх хырса, генералсем валли коттеджсем туса çÿренипе кăна чăваша хăтарса хăварма çук (Тема ятне пăхăр!).
Якур // 1450.47.7702
2013.12.08 00:08
Ку ытлашшипех, Акапасар хăта. Юр хырсан çитет пулĕ, тата тислĕк хырма пулать. Акапасар пек интеллигента пăх хырни хитрелетместех уш.
Agabazar // 1721.24.7525
2013.12.08 08:16
Agabazar
Акапасар тарам-ха, "Бор" авă Илле Иванова пăх хыртарса пурăнасшăн.

Тĕрĕссипе каласан, тислĕк хырасси тата ытти те чăвашшăн ытлашши йывăр ĕçех мар вăл. Анчах çав ĕç пекки çинче çеç юлсан пурнăç пĕтрĕ вара.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.08 18:32
Акасапар, ара Илле Иванов камах-ши вара çав териех, тислĕк те юр та хырма юрать ăна.Çĕн поэт ака та тутăр,тырă выртăр ...-тесе çырнă поэт.Илле поэт шайне те çитиман-ха. Çавăнпа нимле ĕçе тиркемелле мар.Ара тепĕр тесен статьясем,кĕнекесем çырса укçа ĕçлесе илтĕр,эпĕ пĕр чĕптĕм те хирĕç мар.Статья çырасси питĕ йывăр ĕç-ха вăл.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.08 18:57
Акасапар хăта,Дагестан блоггерĕ Рамон Далиев çырни:"Или если у человека больная бабушка живет одна и без должного внимания,а человек при этом не забывает мотануть несколько раз в год на импортные курорты,то мне глубоко наплевать воцерковлен он или нет.Ходит он в мечеть по пятницам или нет. Для меня он бессмысленное существо и изображающий высокодуховность словоблуд.Для меня важно,что человек делает, а не что он говорит или какой высокодуховной жизнью он живет."-питĕ тĕрĕс вĕт.Хам та çаплах шутлап,тата ун пек шутлакансем нумай тесе пĕлтереп.А эс хăнк!та тумастăн. Е Килĕшмеç-и ку сăмахсем?
Якур // 2097.35.7971
2013.12.08 21:22
Мĕн калăн, тĕрĕс çырать дагестан каччи, эпир мĕн каласса уççăн çырать

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем