Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Украина Гимнӗ чӑвашла

Agabazar13.12.2013 18:3649138 хут пӑхнӑ
УКРАИНА ГИМНӖ

 

Гімн України

"Ще не вмерла Україна"

 

Ще не вмерла України, ні слава, ні воля,

Ще нам, браття українці, усміхнеться доля.

Згинуть наші вороженьки, як роса на сонці,

Запануєм і ми, браття, у своїй сторонці.

 

Душу й тіло ми положим за нашу свободу,

І покажем, що ми, браття, козацького роду.

 

Тӗлӗнмелле пулин те, Украина Гимнӗн официаллӑ тексчӗ ҫакӑнпа вӗҫленет. Анчах та унӑн "официаллах мар" тӑсӑмӗ те пур. Ҫавнашкал "тулли" текстпа футбол чирлевҫисен сайтӗнче паллашма пулать, сӑмахран. http://fanat.ua/ukraine/gimn/

 

Эп хам текста урӑх сайтран илтӗм: http://www.pesnihi.com/u/ukrainskie ... ie_gimn_ukraini.html Ҫак текста чӑвашла куҫарма сӗнетӗп. УШКӐНПА.

Паллах, вырӑсла куҫарупа та усӑ курма тивӗ. Ӑна, сӑмахран, Википедире тупма пулать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Гим ... B0.D0.B8.D0.BD.D1.8B

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:34
Акапасар-хăта мĕн вĕчĕрхенен Украин гимнĕпе.Чăвашсен историйĕ нумай кăсăкрах.Хамăрăнне ăстала,вăй-хăвату пулсан. Пултаримастăн пулсан ан та çыхлан.Малтан кайса Каир,Самарканд,Шаолинь тата Ватикан Архивĕсенче ĔÇле. Вара Чăваш усламçисем сана гонорар парĕç йĕркеллĕ Гимн çырма пултарнишĕн.Çухалса кайса ан пурăн Акапасар тăванăм, халăхпа пĕрлех пул.
Agabazar // 2284.28.9073
2014.01.07 15:40
Agabazar
Яланхи пекех сайтçăсене аса илтеретĕп: эп Якура та , унăн "шайккинчи" ытти çынсене те хама "Эс" тесе чĕнме нихçан та ирĕк паман!
Тимӗр // 3411.71.3877
2014.01.07 20:32
Чăваш чăваша яланах эсĕ тенĕ.Ыйт Станьялтан,Мадуровран,Хусанкайран.Ыйт кам хутшăннă академик Волковпа.Хăвна мăнна ан хур,Акапасар тăванăм.Пул ансатрах,вара чăннипех сана хисеплеме пуçлать халăх.
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:20
Agabazar
Timer:"Пул ансатрах,вара чăннипех сана хисеплеме пуçлать халăх."

Ак хайхи! Каллех лешне "Вăрра тытрăмăр"!!! Халăх йăли тенинчен ним те юлмарĕ вĕт.

Çаксен мăнтăр кăмăлĕ тахçанах йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. Тăванăм текелеççĕ-ха тата, шереметсем.
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:29
Agabazar
Тĕрессипе каласан, мана Якурсемпе Тимĕрсен хисеплевĕ ним тума та кирлĕ мар. Пачах урăхла: вĕсен хисеплевĕ маншăн мăшкăл пекех пулĕччĕ.

Анчах та вăл еннелле каяс пулсан акă мĕн каласшăн. Ну, калăпăр, сирĕн шутпа, "эс" тени хисепленине пĕлтерет. Апла-тăк хисеплемен çынна мĕнле чĕнеççĕ? Хуть те мĕнле шутласа кайсан та "эсир" пулса тухать. Сирĕн "шайккă" Акапасара хисеплемест тесе ăнланмалла. Эппин çав хисеплеменлĕхе ятарласа палăртса "эсир" тейĕр-ха ăна. Вăт çакнашкал курăмпа эп килĕшме пултарăп.
Agabazar // 3981.40.5381
2014.01.07 21:32
Agabazar
Еврейсем Украина Гимнне юрлаççĕ. http://www.youtube.com/watch?v=zBTZZEmQAMU
Agabazar // 4045.80.2543
2014.01.13 07:18
Agabazar
Юлашки куплет

Ăнтăлу тата ĕçченлĕх хăй вăйне кăтартĕ —
Украина ирĕк кĕвĕ янратмашкăн хатĕр:
Унăн ахрăмĕ Карпатăн, уй-хирсемĕн юхĕ,
Тăшманкка тавраш пулаймĕ ĕлĕкхи пек шухă.

Малалла туртать йыхравлăн ирĕклĕхĕн маршĕ,
Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ!
Agabazar // 1609.53.4957
2014.01.28 14:56
Agabazar
Грузинсем Украина Гимнне юрлаççĕ. http://www.youtube.com/watch?v=I8_JQbYEQdo

кунта вара çав гимнăн куçарăвне юрлаççĕ: http://www.youtube.com/watch?v=zSnMIXnYRd0
Владимир // 3557.62.9796
2014.01.28 18:07
Чăваш нихăçан та Украина Гимне юрламаççĕ. Малтан хăйсем хăйĕн Гимне юрлама вĕренччĕр. Куратпăр телевизор çинче кашни кунах украинецсем мĕнле юрланине. Мĕнтери капмар хулана мĕн туса хучĕç эсрелсем. Хăйсене мĕн кирлине хăйсем те пĕлмеççĕ.
Agabazar // 1609.53.4957
2014.01.28 19:19
Agabazar
Телевизора пăхсах тăратăп, анчах Украина гимнне юрланине пĕрре те курман-илтмен. Раççей патшалăх телеканалĕсем пирки калатăп.

Украина Гимнĕ вăл — Майдан гимнĕ мар. Пăлхавçăсен гимнĕ мар. Вăл — мĕнпур Украинăн гимнĕ.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем