Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Улачӑла Клилук кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ

Софья Савнеш05.04.2014 21:243978 хут пӑхнӑ

Канадӑра улачӑла (е пӑнчӑллӑ) кӳлӗ пур. Унӑн ячӗ Клилук. Е ӑна Споттед теҫҫӗ. Кӳлӗ питӗ илемлӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла улачӑла-ха? Шывра минерал нумай пухӑннӑ. Клилукра, ытти кӳлӗпе танлаштарсан, магни сульфачӗ, кальци, натри сульфачӗ тата ытти япаласем (кӗмӗл, титан йышшисем) - чи нумаййи.

Ҫулла кӳлӗри шыв самай пӑсланса пӗтет, ҫавна май минералсенчен хӑйне евӗр утравсем тӑрса юлаҫҫӗ. Кӳлӗре пысӑк пӑнчӑсем юлаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнче минерал йышне кура вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Ҫулла унри усӑллӑ япаласем хытаҫҫӗ, ҫавна май пӑнчӑсем тавра ункӑ пулать. Ун тӑрӑх хӑрамасӑрах утма пулать иккен.

Клилук ята Оканаганри наци ҫыннисем хунӑ. Вӗсем ҫак вырӑна сӑваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мӗншӗн? Кӳлӗри шыв терапевти пахалӑхӗллӗ-мӗн. Унри усӑллӑ япаласем Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫинче питех те кирлӗ пулнӑ. Вӗсемпе ҫар хатӗрӗсене тунӑ чухне усӑ курнӑ.

Кӳлӗ тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем кунта пурӑнакан наци ҫыннисен (Канадӑри индеецсен) пулман-мӗн. Ку 40 ҫула яхӑн Эрнест Смитӑн харпӑрлӑхӗ шутланнӑ. Анчах индеецсене ку тытса чарман: вӗсем Клилука пӑхса тӑнӑ. 1979 ҫулта Смит кӳлӗ ҫывӑхӗнче спа-курорт тума шухӑшласан наци ҫыннисем Клилука туянма хӑтланнӑ. Вӗсем ӑна сӑваплӑ вырӑн пек упрасшӑн пулнӑ. Ҫапла вӗсем 20 ҫула яхӑн Клилука хӑйсем валли туянма тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ҫес калаҫса татӑлнӑ. Индеецсем 22 гектар ҫӗре 720000 долларпа туяннӑ.

Кӳлӗ тавра тытнӑ картана пула ҫынсем паянхи кун та унта лекеймеҫҫӗ. Улачӑла кӳлле ҫул ҫинче чарӑнса ҫеҫ пӑхма май пур. Кунсерен ҫӗр-ҫӗр турист ҫапла тӑвать те. Инҫех мар вырнаҫнӑ паллӑ ҫинче Клилукӑн усӑлӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем