Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Хӑят-пӑтти

19.06.2014 21:005267 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Уявра

Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ваттисен кунӗнче Ҫӗнӗ Упи ялӗнче Хӑят (ӗлӗкхи чӑваш тӗнӗпе ҫыхӑннӑ уяв) иртрӗ. Хӑят пӑттине ҫӗнӗуписем иккӗмӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе яма шухӑшланӑ ҫынсем — Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин тата ҫав ялта ҫуралса паян Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар таврапӗлӳҫӗ Владимир Ярухин.

Владимир Егорович чӗннипе эпир, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Чӗмпӗртен, Ҫӗпрел район чӑвашӗсем уявсене еплерех паллӑ тунине курма кайрӑмӑр. Кӑнтӑр иртсе виҫӗ сехетелле Ҫӗнӗ Упине ҫитрӗмӗр. Мӗнпур ял халӑхӗ, шур сухаллӑ мучисемпе, ҫӳҫӗсене кӗл тӗсӗ ҫапнӑ кинемисем, арсемпе херарӑмсем, ҫамрӑксем, ача-пӑча, Ҫӗнӗ Упи ял шкул картишне пуханнӑ — кивӗ шкулпа сывпуллашма. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче ялта ҫӗнӗ шкул ӗҫлеме пуҫланӑран ӗлӗкхи шкула сӳтме тӗв тунӑ. Ял ҫыннисем вара хӑйсен шкул пурнӑҫне шап та шай ҫак ҫуртпа ҫыхӑнтараҫҫӗ-ҫке. Шкулта юлашки хут экскурси йӗркелерӗҫ, 2014 ҫулта пӗрремӗш класа каякан ачасем аслӑ ӳсӗмрисене юлашки шӑнкарав сассине «парнелерӗҫ».

Ял халӑхӗ йӑх-несӗлӗсем чи малтан килсе вырнаҫнӑ ҫӗре — Ҫут вырӑнне — чӳк тума пухӑннӑ. Пӗлтӗр ял-йышпа пӗрле лартса хӑварнӑ юпа (ҫӳллӗш 5 метр: ун йӗри-тавра авалхи пӑлхар-чӑваш саспаллисемпе ҫырнӑ) тӗлӗнче Владимир Ярухин кӗлӗ вуларӗ; ваттисене, пиртен ӗмӗрлӗхех уйралнисене асӑнче, ентешӗсене ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, тыр-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе ырӑ сӑмахсем каларӗ. Кӗлӗ туса пӗтерсен ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр тесе пуҫ ҫапса, йӑлӑнса юпа йӗри-тавра виҫӗ хут ҫаврӑнтӑмӑр.

 

Юпа патӗнче кӗл туни

Эй, Пӗсмӗлле, аминь. Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, сире сума суса авалхи йӑлапа паян Юпа умӗнче тӑратпӑр.
Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, пиллӗр пире. Пиллесе паратпӑр, пиллесе илӗр. Пиллӗкрен пиллӗхе ҫитерӗр.
(Кӗлтума пилӗк япала илсе пыр: сӑра, пӑтӑ, ҫӑмарта, ҫӑкӑр тата шыв)
Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, усал ан тӑвӑр. Эпир сире асӑнса, авалхи йӗркепе паян Юпа умӗнче тӑратпӑр. Эсир пире вут-кӑвартан, шыв-шуртан, пур тӗрлӗ чир-чӗртен сыхласа усрӑр. Акӑ сире сӑрапа хыватпӑр (чӑваш сӑрине Юпа ҫумне савӑтпа хур). Акӑ сире ҫӑмарта паратпӑр (Юпа умне ҫӑмарта хур). Тата пӑтӑ паратпӑр (турилккепе пӑтӑ хур, пелеме пылпа сӗрсе хур та тухӑҫалла пӑхса малалла кӗлту).
Ҫӗнӗ Упи ялне сыхлӑр. Ҫурт-йӗрсене сыхлӑр, выльӑх-чӗрлӗхсене сыхлӑр. Пурне те сыхлӑр. Хурӑнташ-ӑрусене сыхлӑр.
(Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Юпа тавра шур алшӑлли ҫыхса хур, малалла кӗлту).
Эй, пӗсмӗлле, аминь. Эй Турӑ! Эй Ҫӳлти Турӑ! Лайӑх, канӑҫлӑ вырӑн пар пирӗн патран уйрӑлса кайнӑ ҫынсене. Пире пурне те сывлӑх пар. Тавах сана».

Унтан уй-хир пуҫӗнче ҫерҫи чӳкне тунӑ ҫӗре хутшӑнтӑмӑр.

 

Ҫерҫи чӳкӗ

Эй, Песмелле. Эй, Ҫӳлти Турӑ!

Эпир кӑҫал ҫур тыррисене чипер акса пӗтертӗмӗр, ҫав йӗркепе Сана тав туса, пуҫҫапса Санран йӑлӑнса ыйтатпӑр.

Эсӗ ҫав акнӑ тыррӑмӑрсене чипер ӳстерсе, аван ҫумӑрсем парса аван ӗлкӗрт, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ ту. Тырри чакан пек пысӑк пултӑр, ҫулҫи хӑмӑш пек, тӗшши ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр, ҫуллен-ҫул ҫапла Хӑвна чӳк тума хуш!.
Ҫырлах, аминь!
Ҫырлах, ҫерҫи чӳкӗ чӳклетпер. Ҫерҫи чӳкне хӗрсем качча кайса пӗтчӗр, качча кайсан сак тулли ачисем пулччӑр. Ачисем ҫерҫи чӳкне килччӗр ҫерҫпеле.
Ҫырлах, аминь!

Ку чӳк пӑттине ҫерҫи пӑтти теҫҫӗ, мӗншӗн тесен чӳк пӑттине пӗҫерне чухне пӗр ҫерҫи, ӑна шывпа ҫуса (малтан урине, унтан сӑмсине, кайран ҫунатисене) типҫупа сӗрсӗ (пуҫӗнчен тытӑнса хурине ҫитиччен) вӗҫтерсе яраҫҫӗ.

Хӗвелтухӑҫнелле (чӳк тунӑ енне) вӗҫсе кайсан тырӑ аван пулать, урӑх ҫӗрӗлле вӗҫсе кайсан ырах пулмасть. Хӗвелтухӑҫ еннелле вӗҫсе кайсан: «Кӗлтунӑ кӗллӗмӗр Турра ҫитрӗ», — теҫҫӗ.

(Куннехинче ҫерҫи выранне уписем шурӑ кӑвакарчӑна вӗҫтерсе ячӗҫ). Вӗҫен кайӑка ҫурӗҫ, уринчен пуҫласа, сӑмсине, унтан ҫунатисене, кайран пуҫӗ тытӑнса хӳри таран типҫу сӗрсе, вӗҫтерсе ячӗҫ. Вӑл пӗр хут вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те пирӗнпе сывпуллашса хӗвелтухӑҫ еннелле (аван паллӑ) кайса курӑнми пулчӗ. Халӑх савӑнчӗ — эппин кӑҫал тыр-пул ҫителӗклӗ пулать!

Эпир вара малалла утрӑмӑр. Тӑрӑнвар юханшывӗ хӗрринче ӳсекен йывӑҫ турачӗ ҫине «ӗмӗт кантрине» ҫыхрӑмӑр.

 

«Ӗмӗт кантрине» ҫыхнӑ чухне, кӗл туни

Эй, Пӗсмелле, Эй таса ырӑ Турӑ!

Ҫырлах пире, ан пӑрах пире! Сана асӑнатпӑр! Сана тархаслатпӑр! Сана пӑхӑнатпӑр! Пирӗн кӗлӗсене хапӑл илсем, аминь ҫырлах.

Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӗ кӗллӗ пахалӑ пултӑр, вырӑнлӑ пултӑр;

— Качча кайма вӑхӑт ҫитнисен килес ҫулччен каймалла пултӑр, авланма ҫитнисен авланмалла пултӑр, ҫамрӑксем ӳсчӗр, ватӑсем ватӑлччӑр!

— Килес инкексенчен, вӑрӗнчен-хурахӗнчен аякка сир, курайман тӑшмансенчен те аякка сир!

Эй, Пӳлӗхҫӗ! Пире тепӗр ҫак вӑхӑта ҫитиччен усра, килне шухӑшсене астутарса тӑр, усалтан, чиртен витсе сыхласа тӑр. Ҫырлах, аминь.

Качча кайман хӗрсене шурӑ кӑвакарчӑнсем пачӗҫ те, хӑйсен ӗмӗчӗсене, шухӑшӗсене каласа, кӑвакарчӑнсене вӗҫтерсе ячӗҫ.

Каярахпа ваттисене асӑнса апат ҫирӗмӗр. Йӑхташӑмсем ятне шурӑ така пусса пӑтӑ пӗҫернӗ. Кашниех тутанса курчӗ техӗмле ҫимене.

Уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ялти чи сумлӑ ватӑсем картана тӑрса ӗлӗкхи чӑваш юррисене юрларӗҫ. Ҫамрӑксене йыхӑрса сӑвӑ каларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ.

Чӗмпӗр облаҫ чӑвашӗсен таврапӗлӳ ушкӑнӗн председателӗ Николай Казаков Ҫӗнӗ Упи тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха упраса пурӑннӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхне Алексей Ярухина (Владимир Егоровичӗн тӑван шӑллӗ) ӗлӗкхи пӑлхарсен — Танкӑр паллине пачӗ. Ӑна Болгарири Бургас хулинчен илсе килнӗ. Владимир Ярухин Афган ҫӗрӗ ҫинче хӗсметре пулнӑ Ҫӗнӗ Упи каччине Валерий Лашманова медаль парса чысларӗ.

Уявра ҫамрӑксем нумай пулни кӑмӑла ҫӗклерӗ, хавхалантарчӗ. Хамӑр йӑх-несӗлсен йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратса чаплӑ уявсем ирттернӗ ҫӗре йӑмӑксемпе шӑллӑмсен хутшӑнмаллах тесе шутлатӑп.

Николай Кирюшин. Ҫӗнӗ хула, Чӗмпӗр хули.

Тимӗр Лашман (Владимир Ярухин), Чӗмпӗр хули.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3110.02.6769
2014.06.20 11:24
Agabazar
Хăят "гвоздика" тенине пĕлтерет

Анчах та унашкал сăмах темшĕн сăмахсарсенче курăнмасть

Agabazar // 3110.02.6769
2014.06.20 12:13
Agabazar
Мĕншĕн ку сăмах сăмахсарсенче çук?
Васса // 2906.23.9054
2014.06.20 20:38
Хăят тени гвоздика тенине пĕлтермест, хăят чечекĕ тени гвоздика пулать.
Agabazar // 2279.27.9594
2014.06.21 16:58
Agabazar
Халăхра çапларах пуль-ха та, анчах терминологи тасалахĕшĕн апла та капла та калама юрăхлă тăвас пулать пулинех.

Сăмахсарсенче "хăят" та, "хăят чечекĕ" те çук

тимер-лашман // 1569.70.5175
2014.07.04 08:42
Хăят сăмахесем,ял халăхе пуçтарăнса сăвă каланă чухне пур, кĕлĕ калана чухне, Хăят сăмахе пулмалла мар.
Migulaj // 2425.64.4442
2014.07.05 08:59
"издательство" сăмахсарта пур, анчах та чăваш чĕлхинче ун пек сăмах çук.
Алексин // 5631.8.5650
2014.07.22 10:26
Карас телефоне тени ытла та канттам илтенет, ытла та пуклак челхелле сын сараренчен тухна сак самах, ана тахсанах кесъе теллефоне тессе-ске. Турлетер!
2014.07.22 10:35
Аçтахар Плотников
Сирĕн шутпа пĕр сотовый телефон кăна пур ĕнтĕ. «Наладонник», «карманный телефон» — пĕр япалах пуль сирĕншĕн? «Сотовая связь», «сотовый номер» терминсене те «кĕсье» сăмахпа усă курса куçармалла пуль? Унсăр пуçне хальхи телефонсем пысăклана пуçланă — вĕсем кĕсьене кĕреймеççĕ. Малтанхисем те кĕсьене кĕреймен, вĕсем пысăк пулнă.
Терминологи тĕлĕшĕнчен «кĕсье» сăмах ытла та ансăр, Пĕр термина çеç куçарма май парать, ыттисене вара — вăл шутра çыхăннисене те — куçарма май памасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем