Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Тӗнчери чи таса кӳлӗсем

Галина Никитина29.08.2014 16:064949 хут пӑхнӑ

1. Байкал /Россия/

Вӑл Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрте вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ – 31722 километр, вӑтам тарӑнӑшӗ – 744 метр. Тӑп-тӑрӑ шыв пирки хӑш-пӗр ҫӗрте 40 метр тарӑнӑшӗнчине асӑрхама пулать.

 

2. Пилӗк чечек кӳлли /Китай/

Сычуань провинцийӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн тӗпӗнче выртакан ӳкнӗ йывӑҫсем те курӑнаҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑкӑн вӑхӑтне кура пӗвери шыв тӗсӗ ылмашса тӑрать. Тӗсе ылмаштараканӗсем – минераллӑ тварсем тата шыври ӳсентӑрансем.

 

3. Кӑнигсзее кӳлли /Германи/

7,7 километр тӑршшӗ ҫак кӳлӗ 5,22 тӑваткал километр калӑпӑш йышӑнать. Вӑл Баварин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Берхтесгаденти Наци паркӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать. Кӳлӗ пӑр ирӗлнипе пуҫланса кайнӑ. Германири пӗвесенчен вӑл чи тарӑнни – вӑтам тарӑнӑш 98 метр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 9372.6.7951
2014.09.17 21:19
Agabazar
"Кӳлĕ пăр ирĕлнипе пуçланса кайнă."

Çак сăмахсем вырăсла оригиналта епле???? https://ru.wikipedia.org/wiki/Ледниковое_озеро

Ледник — ПĂРЛĂХ, ПăР МАР
Migulaj // 6667.4.6275
2014.09.17 21:25
Мĕн сăлтав пирки вырăсла çырни чăваш валли чи кирли пулмалла? Е тĕнчере урăх чĕлхесем çук?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем