Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн!

Agabazar13.03.2015 12:083605 хут пӑхнӑ

Çырулăх йĕркевĕсене улăштарассишĕн тапаçланатпăр.

Мана та килĕшсех пĕтмеççĕ халь вăйра тăракан йĕркевсем. Чăнах, вĕсене хăçан та пулсан улăштарма тиветех ĕнтĕ. Апла тăвас тесен çĕнĕ проекта Парламент витĕр кăлармалла.

Çапла майлаштарасси чылайăшне питĕ çăмăл ĕç пек туйăнать пуль.

Тĕрĕссипе вара çĕнĕрен тăвăнакан йĕркевсем хальхинчен те начартарах пулса тухма пултараççĕ.

Хуть те мĕнле пулсан та, паянхи кун вăйра тăракан йĕркевсем çинех таянма тивет. Вĕсем вара сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармаççĕ. Çак ансатран та ансат шухăша эп "ним вăтанмасăрах" миллионмĕш хут каласшăн.

Хăшĕсем "апла çырсан та юрать, капла çырсан та юрать" тенисем тĕлĕшпе иккĕленсерех шухăшлаççĕ. Ахалех! Ку вăл питĕ йĕркеллĕ япала! Мĕншĕн тесен пурăнан пурнăçра "тĕп вариант" пурпĕрех çиеле тухать. Хăйне хăех. Спонтанлă майпа.

Килĕшетĕп: И.Андреев, Ю.Виноградов юлташсем хальхи йĕркевсене уйрăм çырассине мала хурас тĕллевпе ăсталанă. Анчах хăйсем сисмесĕрех вĕсен ĕçĕ пачах урăхла пулса тухнă!

75-мĕш параграфа, тархасшăн, виç-тват хут вуласа тухăр, унтан вунă кун хушши шухăшласа çÿрĕр. Вара текст патне таврăнса каллех темиçе хут вуламалла, ытти тивлетлĕ çынсемпе канашламалла. Пĕр-ик талăк татах çĕр çывăрмасăр шута кайса çÿренĕ хыççăн сирĕн ума хайхи параграфăн чăн пĕлтерĕшĕ яр уççăн тухса тăрĕ. Çапла пултăр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4168.8.7963
2015.03.14 13:11
Agabazar
Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш параграфне епле ăнланасси тĕлĕшпе ятарлă текст хатĕрлерĕм. Май пулсан, кăмăлĕ пулсан ăна Админ юлташ, тен, сайта вырнаçтарĕ.

Вырнаçтарнă: http://chuvash.org/blogs/comments/2320.html
Agabazar // 3907.05.7108
2015.03.15 19:41
Agabazar
alboru // 3041.28.5618 2015-03-14 15:36:<<Орфографи ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра чи пӗлтерӗшлӗ япала пулса кайнӑ пулсан, халӑх чӑнах та йывӑр саманара пурӑнать... Орфографи вӑл ҫынсем хушшинче килӗштерӳ... Анчах вӑл чӗлхе пуласлӑхне ниепле те улӑштармасть...>>

Мĕн улăштарать? Каласа кăтартăр-ха пире, тархасшăн, çав асамлă "хатĕр" çинчен. Çук унашкал "хатĕр"!
Agabazar // 1738.05.2949
2015.03.16 10:51
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль
Agabazar // 1738.05.2949
2015.03.16 10:53
Agabazar
Admin // 3421.06.8915 2015-03-16 10:07: <<Ман шутпа пӗрле е уйрӑм ҫырса ача «йӑнӑш» тусан унӑн ӗҫне япӑхрах пахалама кирлӗ мар.>>

Хальхи Правилăсене илес пулсан, унта, паллах, "йăнăш" теме сăлтавĕсем те çукрах. Малашнехи пурнăç тĕлĕшпе ак çапла хушма пулать вĕрентевçĕсене. (Çĕнетнĕ правилăсем сиксе тухсан).

Çине-çинех, ятарласах, кутăнланса, юри урăхла çырсан çеç çавнашкал япаласем тĕлĕшпе йăнăш тесе шутламалла. Тĕслĕхрен пилĕк хут уйрăлчĕ пулсан — пĕр йăнăш пек шутлантăр. Вунă хут пулсан — икĕ йăнăш, вунпилĕк хут — виçĕ йăнăш....... Ку вăл педагогсем, методистсем палăртмалли ĕç. Ку ĕç Правиласемпе питех çыхăнсах та кайман тĕрĕссипе....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем