Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Чухăнлăхра ÿснĕ паллă çăлтăрсем

Софья Савнеш22.03.2015 20:564139 хут пӑхнӑ

Телевизор çинче чаплă çăлтăра курсан, тен, хăшĕ-пĕри ăмсанать те. Ара, вĕсем укçа шутламаççĕ, пуян пурăнаççĕ. Анчах вĕсем пуян çуралнă-ши? Хăшĕ-пĕри чухăнлăхра ÿснĕ.

 

Хилари Соунк çемйин пурăнма хваттер те пулман. Вĕсем ахаль трейлерта пурăннă. Хилари 6 çулта чухне ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Вăл амăшĕпе пĕрле Лос-Анджелеса куçса кайнă. Укçа пулманран вĕсем унта хваттер те тара тытайман. Урапарах пурăнма тивнĕ.

Сара Джессика Паркер çемйинче унсăр пуçне тепĕр 7 ача ÿснĕ. Килĕнче вĕсен хăш чухне электричество та пулман. Апла пулсан та амăшĕ хĕрне юрлама, ташлама вĕрентмешкĕн укçа тупнă. Амăшне пула Сара халĕ паллă актриса, продюсер пулса тăнă.

Камитсенче ÿкерĕнекен Джим Керри яланах çапла кулман. Унăн ачалăхĕ ир вĕçленнĕ. 15-ре чухне унăн вĕренме пăрахма тивнĕ. Вăл тирпейлÿçĕре ĕçлеме тытăннă.

Деми Мурăн ачалăхĕ хăрушă иртнĕ. Амăшĕ наркотикпа туслашнă, ашшĕ çемьерен кайнă. Амăшĕ качча тухнă, анчах тăван мар ашшĕ ĕç тупайман. Çавăнпа актриса çав çулсене аса илме юратмасть.

Эминем ачалăхĕ те пуян иртмен. Вăл Детройтри чухăн районсенчен пĕринче ÿснĕ.

Леонардо Ди Каприо питĕ чухăн çемьере, Лос-Анджелесри хăрушă районта ÿснĕ. Амăшĕ темиçе ĕçре вăй хурса укçа ĕçлесе илнĕ.

Стивен Кинг çамрăк пулнă чухне ашшĕ çемьерен кайнă. Амăшне йывăр килнĕ. Чухăн пурăннă. Амăшĕ чирлесе ÿксен татах йывăрланнă. Вăл ĕçлеймен.

Мерайя Кери çемйи лайăхах пурăннă-ха, анчах ашшĕ тухса кайсан амăшĕ хĕрĕпе ывăлне пĕччен ура çине тăратнă.

Джей Зи наркотикпа суту тунă, асар-писер пурăннă. Анчах вăл усал йăлана пăрахса рэп юрлама пуçланă. Çавăнпах вăл чапа тухнă.

Селин Дион нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Унсăр пуçне тепĕр 13 ача пулнă. Укçа çитсе пыман, анчах ашшĕ-амăшĕ ачисене юратма, лайăх ÿстерме тăрăшнă.

Опра Уинффи ачалăхне тăшмана та сунмастăн. Чухăн, пусмăрлăх… Çавăнпа çăлтăр кун пирки аса илме юратмасть. Амăшĕ хĕрне лайăх ÿстерме пултарайманран хĕрачан тăванĕсем патĕнче тăтăшах пурăнма тивнĕ. Опра çĕрулми миххисенчен çĕленĕ тумпа та çÿренĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 12:02
Agabazar
Пур-и ун пеккисем пирĕн хушăра, пирĕн таврара?
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 12:23
Пур,паллах.Нумай теме те юрать.Анчах та вӗсем Холливудран мар, вӗсем аллисемпе,пуҫӗсемпе ӗҫлесе мул пухнӑ.Кун пек калани Холливудра ӳкерӗнмелле мар тенине пӗлтерместь ӗнтӗ.Глянец журналӗ ытларах актерсемпе модельсене илӗртет,ҫавӑнпа ҫыратӑп.
2015.03.23 13:06
Аçтахар Плотников
«Пур-и ун пеккисем пирĕн хушăра, пирĕн таврара?»
Ара пурте чухӑн пулман-и эпир? Ав, Игнатьевах илес. Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскер... Селин Дионӑнни пек 13 ача мар-ха та ӗнтӗ...
Agabazar // 4026.00.3509
2015.03.23 15:27
Agabazar
Игнатьев Элтепер Голливуд çăлтăрĕ мар ĕнтĕ вăл....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем