Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Тĕрмере те çапăçаççĕ

Таисия Ташней22.03.2015 21:023291 хут пӑхнӑ

Анчах пĕр-пĕрин хушшинчи пирки мар-ха сăмахăм… Юрĕ, ун пирки каярах. Малтанласа вара – урăххи пирки.

Раççейри хăш-пĕр тĕрмере лару-тăрăва йĕркесĕрлентерсе ярас тесе пăлхав пекки çĕклекелени пулкалани пирки илтнĕччĕ-ха. Анчах пирĕн тăрăхри тĕрмесенче йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ.

Пĕлтĕрхи çу 3-мĕш номерлĕ юсанмалли колонирен, вăл Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнă, çын тарнăччĕ. Вăл мĕнпур хурал сооруженине парăнтарма пултарса Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялсенчен пĕр еннелле тарнă тесе пĕлтернĕччĕ.

Ăна темиçе кун шырарĕç. Пĕр арçын тарнă çав çынна Шупашкар районĕнчен машинăпа лартса килни пирки те республикăри хаçатсенчен пĕринче çырса пĕлтернĕччĕ. Хăй вăл йĕрке хуралĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнăскер пулнă май арçын çул çинче лартнă пассажира сăнĕнчен уйăрса илни пирки каласа кăтартнăччĕ. Анчах вăл хăй шикленнине палăртман, ним пулман пек пынă. Кайран, хăй каланă тăрăх, Лапсар патне çитсен, çул-йĕр инспекторĕсем те пулин тăмаççĕ-ши тесе пăхнă-мĕн. Кутăнла пулса пынă пекех, унта никам та курăнман. Кайран, Шупашкара çитсен, вăл хайхине лешĕ ыйтнă вырăнта антарса хăварнă. Унтан çийĕнчех йĕрке хуралçисем патне патен шăнкăравланă пулать. Лешсем вара тĕрмерен тухса тарнă çын тесе шутлакан этеме тытма тапăниччен хайхи водительтен вăл кам иккенне тĕпчеме тытăннă имĕш. Ара, йĕрке хуралçисен хăйсен ĕç йĕрки пуль-ха ĕнтĕ…

Юрĕ, темăран пăрăнтăм иккен. Анчах пытанса нумай çÿреймĕн – маларах асăннă таркăн кайран Атăл хĕрринче çакланнăччĕ. Ăна айăплав вăхăтне тăсса пани каламасăрах паллă. Юсанмалли колонире ĕçлекен çынсене те хăшĕсене ун чух явап тыттарнăччĕ. Ара, тĕрмерен çын тарни Чăваш Енре 1996 çултанпа та пулман иккен. Ун чух пĕри çĕр айĕнчи коммуникаципе тухса тарса темиçе çул шыравра шутланнă. Çын тарни колонишĕн те, айăплава пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен тытăмшăн та савăнмалли сăлтав мар тени çемçен калани кăна.

Халĕ юсанмалли 6-мĕш номерлĕ колонире пăтăрмах пулса иртнĕ. Унта тĕрме хуралçине колонире ларакан икĕ çын хĕненĕ. Тĕрмере ĕçлекенсемпе çапăçакансем тата пулнă-ха. Акă тĕпчевçĕсем асăннă тĕрмере пулса иртнĕ тепĕр пăтăрмаха тĕпчесе пĕтернĕ. 39 çулти арçын, вăл хăй Кавказ тăрăхĕнчи çĕршывсенче пурăннăскер иккен, пĕлтĕрхи раштавăн 22-мĕшĕнче хуралçăн сăмсине лезвипе касса янă. Ун чух душ кĕмелли пÿлĕмре нумай тытăнса тăнă-мĕн. Хуралçăсем ăна хăвăртрах тухма хушнă. Унăн аллинче лезви станокĕ пуррине асрхасан ăна пама ыйтнă, мĕншĕн тесен тĕрмере ун пек япалапа çÿреме юрамасть. Лешĕ парас темен – хуралçăсенчен пĕрин сăмсине касса ярать.

Хуралçăсене хирĕç тăракансене саккун ачашламасть. Тĕрмери йĕркене пăсма хăтланнишĕн вĕсене ним мар 5 çултан пуçласа 12 çул таран хушса пама пултараççĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 7847.5.3331
2015.03.24 13:10
Паллӑ, тӗрмере е колонире срок ирттерекенсемпе ытла демократи енпе аппалашмалла мар.Срок ирттерекенсенчен Нумайӑшин пуҫӗнче киревсӗр шухӑш пайтах.Тӗрме хуралҫисен килте ҫемье,ачи-пӑчи, тӑванӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем