Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243303 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1876.75.8586
2015.04.07 11:37
Кун пек-Agabazar:- "Пĕлетĕр вĕт 1920-мĕш çулсенче тутар чĕлхинчен пушкăрт чĕлхине уйăрса кăларнине?"- Эврикӑна кам шутласа кӑларнӑ? Тем тесен те чӑваш ачи мар, Псаки тесен килӗшетӗп.
Ют Ҫын // 1876.75.8586
2015.04.07 11:39
Тен Псаки мар,тен бендерӑсемпе поляксем историне ҫӗнӗрен ҫыраҫҫӗ.Чехсем мар,нимӗҫсем мар-вӗсем историне ҫӗнетесшӗн мар.
Agabazar // 2730-1448
2015.04.07 11:44
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.07 16:25
Апла пулсан Акапасар ӑнланчӗ курӑнать.Вирьял чӗлхи ҫухалас проблемӑна Туркай тӗрӗс хусактнӑ.Тавах Туркая.Акапасар пустуях ҫак темӑран аякалла пӑрса яма тӑрӑшать.Провокатор мар пулсан та хӑйӗн яланхи вӑйине вылять.Хӑй те вирьял тӑрӑхӗнчен теҫ-ха.
Agabazar // 2047.12.3276
2015.04.08 07:49
Agabazar

Хÿтĕлес пулать стандартлă чĕлхене. Шăпах вăл, стандартлă чĕлхе, хăрушлăхра!


Нимĕнле вирьял чĕлхи те çук. Пур вирьял диалекчĕ. Ну, каларăм ĕнтĕ, вирьял чĕлхевĕ (вирьялское наречие) теме пулать. Чăваш чĕлхи пулсан — вирьял чĕлхевĕ те пулать. Чăваш чĕлхи пĕтсен — вирьял чĕлхевĕ те пĕтет. Кунта урăхла вариантсем çук. Ытти чăвшсем пĕтчĕр те, вирьялсем сыхланса юлччăр — çавăн пек тĕллев лартнă-им хăшĕсем? Ун пекки — пулма пултарайман япала. Чăваш пĕтсен — вирьял та пĕтет. Вирьяла сыхлас тесен — чăваша сыхлас пулать.

Вăт çавăн пек меслет. Урăхла меслетсем çук.

Тепĕр майлă каланине ядерлă вăрçăра уйрăммăн сыхланса юлма чĕннипе танлаштарма пулать.
Agabazar // 2047.12.3276
2015.04.08 07:49
Agabazar
90% вырăс сăмахĕсене 10% чăваш сăмахĕсемпе çăрса калаçнине те паян хăшĕсем "диалект" теççĕ мар-и! Шел пулин те, Туркай хоспочынăн хăйĕн чĕлхи те çавăн енне сулăнма пуçланă. Ĕненместĕр пулсан, хайхи Атнер пирки çырнă япалине тепĕр хут вуласа пăхăр.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 09:33
Туркай хăйĕн статйинче эмоци шайĕнче каланă(Муркаш энциклопедине хакланă чухне) сăмахĕсене илсе кăтартать. ĔÇКĔРЕ темĕн те калатпăр, çак статья вара - экстремизм тĕслĕхĕ. Тата - унта вирьялсене питĕ хытă кÿрентернĕ. Мĕншĕн тесен профессионал (Туркай пек дилетант мар) ЧĔЛХЕÇĔСЕН, профессорсемпе доцентсен, кандидатсемпе докторсен 90 е ытларах та проценчĕ - вирьял ЧĂВАШĔСЕМ. Вĕсем ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИНЕ аталантарнă, аталантараççĕ малашне те аталантарĕç. Ашмаринпа НИКОЛЬСКИРЕН пуçласах.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 09:47
Малалла калатăп. Шăпах Никольский (вирьял) кăларма пуçланă "Хыпарта" паянхи чĕрĕ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ çав тери хытă йăл илнĕ. Никольский те, ВИРЬЯЛТАН тухнă чĕлхеçĕсем те НИХĂÇАН та ВИРЬЯЛ ЧĔЛХИ тесе çырман. Апла çырни ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИНЕ кÿрентерни пулĕччĕ! ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ темиçе диалектлă е наречиллĕ халăха ПĔРЛЕШТЕРЕТ, КОНСОЛИДАЦИЛЕТ. Туркай "Хыпарĕ" ТĂВАН ХАЛĂХĂМĂРА пайлама тĕллев лартман пуль те? Путин пĕлсен Валеркăна çерçиленнĕшĕн хăлха чикки парать-тĕр. Ара, шаннă йавара (Туркай хăйне кашни утасрах-утăмрах Путинăн шанни çынни тет-çке) кăйкăр мар (Путина шăпах кăйкăрсемпе ăмăрт кайăксем кирлĕ паян), чĕрик-чĕрик çерçи çеç-çке... Эх, самана...
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 09:51
Пирĕн сайт паян "Пуçтарма - çулталăк, салатма - çур талăк" тата "Пушă пучах каçăр пулать" тет. Тĕрĕс калать. Акă ваттисем сăмахĕсем те Туркая вĕри çатма çинче ăшалаççĕ. "ЧИ ВАТТИ" Станьял хăйĕн вĕренекенне ма вĕрентме парахнă-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.08 09:56
Акасапара лартса пӑхар,Атнер хӑта,хаҫат главредне,вара мӗнлерех ҫавӑрттарса ярӗ-ши наречипе чӗлхеве?Тахҫанах сӗнетӗп эп ӑна патшалӑхри пӗр-пӗр долшнӑҫ, хӑйне кӑтартмаллах ун! Халӑх питӗ пысӑк ҫухату тӳсеть вӗт.

Страницӑсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем