Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243301 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.14 09:31
Пасар:"Бор юлташ,Одюков мар,Виталий Адюков ку"-килӗшмелле.Пӗр саспаллинче васканипе йӑнӑшрах пулчӗ, ку нимех те мар,ыр суннипе ҫеҫ.Тем более Одюков та ыр ҫын пулнӑ тенипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать.Тӗшши кунта ҫакӑнта:"... пилӗк-ҫурӑм авмасӑр" пирӗн патшалӑх та,чӑвашлӑх та аталанимаҫ.Пурте такам туса-йӗркелесе парасса кӗтеҫҫӗ.Пирӗн Чӑваш Ень-ре пур сообщество ученых-филологов,сообщество ученых-лингвистов,литературных деятелей,деятелей кльтуры,гуманитарный институт,сообщество языковедов тата темтепӗр-вӗсем пурте шалу ҫинче,вӗсем мӗн кӗтсе пурнаҫҫӗ?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.14 09:37
Сӑмахран,ҫутҫанталӑк газне паракансенчен никам Шыв пама ыйтмаҫ,Шыв парса тӑракансенчен никам э/энерги пама ыйтмаҫ,э/энерги паракансенчен никам та ӐшӐ пама ыйтмаҫ,Ӑшӑ паракансенчен никам та Ҫул-йӗр ӗҫӗсене тума ыйтмаҫ тата темтепӗр. Филологи-лингвисты работайте,творите,оправдывайте ожидания общества,отрабатывайте ваши пусть небольшие жалованья,наконец!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.14 10:20
Бор, эсĕ тĕрĕсех калатăн-ха. Анчах... Чĕлхеçĕсем 1994 çулта орфографипе пунктуацин çĕнĕ правилисене сĕнчĕç. 1-2-3 çын мар, патшалăх влаçĕ çирĕплетнĕ ятарлă комисси вăйĕпе. Патшалăх Канашĕ çирĕплетрĕ çав правилăсене. 20 çул иртсен ПĔР çын тытрĕ те пăрахăçларĕ вĕсене. Кама усă пулчĕ? 5-6 çыннăн кăмăлĕ тулчĕ ĕнтĕ: Туркайăн, Тарасовăн, Гордеевăн, Лисинан, лесникăн, Адерăн... Халĕ шкулсенче пĕр йĕркев. Хыпарта - урăх. Çакна мĕн теççĕ? Анархи те бардак теççĕ. Информаци министерствин - пĕр саккун, Вĕрентÿ министерствин - тепĕр саккун-и?
2015.04.14 11:24
Аçтахар Плотников
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: орфографи теми кунта мар иккен
Agabazar // 3936.34.4559
2015.04.14 12:08
Agabazar
Кунта Туркай Родионов статйине ма пичетленĕ-ши тесе пуçа çĕмĕретпĕр-ха... :-)
Ют Ҫын // 1927.81.4802
2015.04.14 13:10
Чӗлхеҫӗсен пӗрлӗхӗ татса памалли ыйтусенче эоотехниксемпе технарьсем ӑнлансах каймаҫҫӗ.Таймер е Тимӗр каланипе килӗшсе ҫапла калама пулать. Пирӗн музыкӑ ӗҫченӗ Саша Осипов(паян ун пултарулӑх каҫӗ0 чӑвашла Ҫӗпӗрте пурӑннӑ пулсан та ҫемьинчех вӗреннӗ,йӑмӑкӗ те ҫаплах.
Agabazar // 3936.34.4559
2015.04.14 13:44
Agabazar
Кам кунта зоотехник е технарь?
Виталий Родионов-и?
Валери Туркай-и?
"Хыпарта" кам статйине пичетленĕ? "Саша Осипов" текенскерĕнне-и? Çавна сÿтсе яваппăр-им кунта?

Ют Çын Саша Осипов текенскере мухтам пекки тукалать-ха та, лешĕ вара ни искусствоведени кандидачĕ те пулин пулса тăраймарĕ, ни культура министрĕн пуканне йышăнаймарĕ, ни культура институчĕн ректорĕ те мар... Телеюрă таврашĕнче çÿрекелесех ватлăхалла сулăнчĕ. Ăмсанмалла шăпа-и ĕнтĕ ку? Хамăн ирĕк пулсан, эп ăна çийĕнчех прахвиссăр ятне памалла, депутат туса хумалла, татах темле ытти çавнашкал яваплă ĕç тиемелле... Эх, шереметсем....
Ют Ҫын // 1927.81.4802
2015.04.14 16:46
Эс каллех ухмах еннелле сулӑннӑ,Agabazar текенни.Эп вӗть-ха А.Осипова мухтам пекки тумастӑп. Эпӗ ӑнланмаллах ҫырнӑ-ҫынни Ҫӗпӗрте пурӑннӑ пулсан та Ҫемьерех тӑван чӗлхене вӗреннӗ. Малалла каласан,Ӑна прфессӑр ячӗ кирлӗ те мар,кирлӗ пулсан тахҫанах илетчӗ. Вӑл кунти шӑл йӗрен проффессӑрсене курса ывӑннӑ пулӗ ҫав.
Agabazar // 3584.75.3320
2015.04.14 22:08
Agabazar
Ют Ҫын: <<Ӑна проффессӑр ячӗ кирлӗ те мар,кирлӗ пулсан тахҫанах илетчӗ.>>

Александр Осипова хăйне прахвиссăр ячĕ е урăх сумлă ят, тен, пачах та кирлĕ мар пулĕ. Кунпа килĕшме пулать. Анчах та çакă чăваш халăхне çав тери кирлĕччĕ!!!!! Куратпăр вĕт-ха, Чăваш халăхĕн, Чăваш Республикин культура политикине темĕнле пачах урăхла ăнланмалла мар çынсем пурнăçа кĕртессишĕн хĕрĕнсе çÿреççĕ. Нивушлĕ çакнашкал япала пире çырлахтарма пултарать??? Нивушлĕ чăвашлăхăн шăпине Аршиновасене, Косачёвсене шанса парăпăр?

Ĕнтĕ пĕтĕм шанчăк Виталий Родионовпа Валери Туркай çинче тытăнса тăрать.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.15 05:38
Ара,хамӑр пӗр-пӗрин хушшинче пӗрлӗх ҫуккипе аптратпӑр вӗт.Те кӗвӗҫнипе,те ӑмсаннипе.Аршиновӑ вырӑнне чӑваш амазонкисене сӗннӗ,вӗсем -килӗшмен.Те ытлашшим сӑпайлӑ. Сӑмахран,Олимп чемпиокипе призерӗсем-Е.Николаевӑпа О.Иванова. Каймарӗҫ вӗт.Ҫавӑнпа Аршинӑвӑпах ӗҫлеме лекеть.Ҫырлахтармаст пулсан Юхӑм пуҫласа яр,кунта виҫӗ ҫын хушшинче калаҫнинчен ытла нимех ҫук.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем