Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Халӑх курман опечаткӑсем

Аçтахар Плотников01.04.2015 08:564080 хут пӑхнӑ

Текст ҫырнӑ чухне йӑнӑш тӑвасси часах пулать. Уйрӑмах тӗнче тетелӗ валли ҫырнӑ май — унта хаҫатри пек тӗплӗн тӗрӗслемеҫҫӗ. Пирӗн сайтра опечаткӑсем чылай пурри пирки те сахал мар каланӑ пире — кӑна эпир йышӑнатпӑр, анчах йӑнӑшӗсене ятарласа туманни ҫинчен каласа хӑварасшӑнах. Тӗнче тетелӗ валли текста хӑварт ҫырмалла — информацие часрах ҫитерме тӑрӑшмалла. Ун пек чухне вара пӗрре-иккӗ вуласа тухан пулин те хӑш-пӗр кӑлтӑкӗ куҫран тарать-таратех.

Паян, кулӑш кунӗнче, эпир сире ҫав вӑхӑт хушшинче пухӑннӑ кулӑшла е мӗнпе те пулин кӑсӑклӑ опечаткӑсемпе паллаштарасшӑн. Вӗсене чӑн та сире кӑтартман, эсир куриччен юсанӑ. Тӗрӗссипе калас пулсан хальхи вӑхӑтра пирӗн хыпарҫӑсем йӑнӑшсем сахал тума пуҫларӗҫ — вӗсем халь хыпарсене тӳрех курӑмлӑ тӑваҫҫӗ-ҫке, эпӗ тӗрӗслесе вырнаҫтарасса кӗтмеҫҫӗ. Яваплӑхӗ пысӑкрах, ҫавӑнпа та йӑнӑшӗсем сахалрах каяҫҫӗ. Малтан вара, хыпара эп хам тӗрӗслесе лартнӑ чухне — опечаткӑсем чылайччӗ. Халь паллаштаракан йӑнӑшсем те ытларах пайӗпе вӑл тапхӑрта пухӑнса.

 

...вĕри шыв крансенчен каялла юхма тытăннă… (текста куҫарнӑ чухне тимлӗ мар пулнӑ)

...инкерен хăтаракан Альберт Ефимов... (хӑш-пӗр саспалли тухса ӳксен ырӑ ӗҫ тӑваканни усала ҫаврӑнать)

...таз çинче ишекен çара çерçи... (кунта йӑнӑш куҫару)

...çунатсем çапнă сасă... (комментарисӗр)

...ăнăçу сунă... (эх, саспалли кӑларса персех ӑнӑҫу сума май пулсан тем пекччӗ ӗнтӗ...)

...район администарцийĕн сачĕ хыпарланă тăрăх… (питӗ информативлӑ сад пур иккен пӗр районта)

...Владислав Антонов, Юрий Плотников, Константин Мясоедов чипс парас енĕпе аслă судьясем пулĕç… (кунта ытлашши саспалли кӗрсе ларнӑ)

...призывниксене электрон карта парĕç… (комментарисӗр)

...вăхăтра тунă пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр путешественник… (куҫару йӑнӑшӗ)

...аллă алă çăвать тенĕшкел… (тӑрри кӗрсе ларнӑран пачах урӑххине пӗлтере пуҫланӑ)

...чечек хуни пĕрлехи ăн çапнипе вĕçленчĕ… (кунта сӑн вырӑнне ӑн ҫапнӑ)

...сăматкун сутнипе каллех суда çитнĕ… (сӑматкунӗ ку хайхи аншарли юхтаракансен кунӗ пуль-ха)

...ҫула çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă… (комментарисӗр)

...Енĕшри храма халăх хăйен вăйĕпе çĕлет… (кунта виҫӗ йӑнӑш, анчах ҫак пухха вӑл храма ҫӗлеме тивнипе лекнӗ)

...2011 çулхи авăнă 5-мĕшĕнче пĕр çĕрарăма 1798 тăваткал метр çĕре аукционсăр-мĕнсĕр харпăрлăха пама йышăну кăларнă… (вӑт, пирӗн чӗлхере хӗрарӑм кӑна мар, ҫӗрарӑм та пур иккен)

...Тăвай район прокуратури Вăрман район судне вăрманçă пирки пуçиле ĕç ярса панă… (пирӗн республикӑн административлӑ пайланӑвӗнче ҫак хыпарҫӑ шухӑшӗпе тепӗр район ҫитмест пулас — Вӑрман районӗ)

...Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн ялĕпе Google тĕнче тетелĕнчи корпорацинчен çыру килнĕ… (ҫӳрет ҫыру пуҫлӑхӑн ял-ялӗ тӑрӑх)

...«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче район администрацийĕн тата «Авангад» район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртнĕ… (хӑш-пӗр хаҫатсене кӳрентеркелени те пулать)

...Чăваш патшалăх драма театрĕнче Андриян Григорьев 85 çул тултарнине халалласа сăнÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă… (сăмах Андриян Николаев пирки кунта, хушаматне пӑтраштарнӑ)

...Ростов çинчи Донри геофизиксен ушкăнне… (хӑш чухне Ростова Дон айне те тӑваҫҫӗ)

...тĕп парнене — «Ача пахин мисĕ» — ята Гульназ Искандарова тивĕçнĕ… (комментарисӗр)

...шкул ачисем 11-мĕш шкула çĕреççĕ… (те ҫӳреҫҫӗ, те ҫӗртеҫҫӗ — пӗлсе пӗтер унта)

...1946 çулта çурланă Валерий Гаврилов та старта тухнă… (килти выльӑх-чӗрлӗх кӑна мар, хӑш-пӗр арҫын та ҫурлама пултарать!)

...Якку атте шапи... (Кунта Г. Пласкинӑн «Ҫавраҫил» романне сканерланӑ чухне асӑрхаман йӑнӑш)

 

Юлашкинчен ҫакна каласа хӑварасшӑн. Хӑш-пӗр йӑнӑш тем тесен те кайрӗ пулсан, эсир ӑна асӑрхарӑр пулсан — тархасшӑн, вӑл вырӑна шӑшипе палӑртӑр та Ctrl+Enter пусӑр. Вара ун пирки эсир пире систеретӗр те эпир ӑна хӑвӑрт кӑна тӳрлетӗпӗр. Ыттисем куриччен. Тавах!

Кулӑш кунӗ ячӗпе!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2015.04.04 17:58
Галина Никитина
каять çав мăнтарăн йăнăшĕ... (((
2015.04.04 18:07
Таисия Ташней
Чунтан култăм хамăр йăнăшсенчен. "Сăматкун сутнипе", "район администрацийĕн сачĕ", "Ростов çинчи Донĕ" манăн пек туйăнаççĕ-ха))).
2015.04.04 18:07
Таисия Ташней
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль
Agabazar // 1951.70.7101
2015.04.04 18:19
Agabazar
Донçи Ростов
Agabazar // 3729.82.6879
2015.04.05 03:18
Agabazar
Ренат Харис: " Эпĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Каша ялĕнче, чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе пурăнакан ялта, çуралнă. Шкулти аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра Тутарстанри Пăва районĕнчи Бикутеевăра пурăннă."
http://hypar.ru/cv/caka-mar-i-chan-tuslah

Вырăсларан куçарнă, çавна кура ЙĂНĂШ тунă.

Ренат Харис Каша (Кайсарово) ялĕнче мар, Тутар Каши (Елховое Озеро) ялĕнче çуралнă. Унта вара, чăнах та, тутарсем çеç мар, чăвашсем те пурăнаççĕ (ялăн кăнтăр енче).

Йăнăш "авторĕ" — "Хыпарти" çав статьяна çыраканĕ.
Agabazar // 3729.82.6879
2015.04.05 03:20
Agabazar

Кашара вара чăвашсем çеç пурăнаççĕ. Унта тутарсем çук!

Agabazar // 3729.82.6879
2015.04.05 03:31
Agabazar
А-а-а-... Статьян авторне те каласа хăвармалла пул: Надежда Смирнова. Ренат Харис пирки ак çакăнта вуласа пĕлме пулать: https://ru.wikipedia.org/wiki/Харисов,_Ренат_Магсумович

калас пулать, Чĕмпĕр облаçĕнче тепĕр Каша та пур (Те Çĕнĕ Каша тетчĕçĕ ăна, лайăхах астумастăп) — Сенгилей районĕнчи Артюшкино. http://www.esosedi.ru/onmap/artyush ... 435373&z=13&mt=1&v=0

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем