Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Пуҫ вырӑнне пуҫ пулӗ-ши?

Таисия Ташней09.04.2015 21:583801 хут пӑхнӑ

Тӗнче яланлӑхах ылмашӗ тесе шухӑшлать иккен Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо. Ҫакна вӑл пӗр ҫыннӑн пуҫне тепӗр ҫыннӑннипе ылмаштарас тенӗрен каланӑ. Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург Раҫҫей ҫыннине, 30 ҫулти Валерий Спиридонова, урӑх пуҫ лартса парасшӑн иккен. Каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнӑ-мӗн.

Валерий Спиридонов

 

Хальччен никам туман операцие тутарма Валерий Спиридонов ахальтен килӗшмен. Ҫурӑм амиорофийӗ текен усал чирпе мӗн пӗчӗкрен аптӑраканскер тахҫантанпах сусӑр урапи ҫинче кӑна ларать. Апла пулин те вӑл Мускаври икӗ фирмӑра программистра ӗҫлет. Пуҫӗ ӑслӑ пулин те каччӑн сывлӑхӗ кунсерен хавшаса пынине пӗлтереҫҫӗ. Малтанласа ӑна тухтӑрсем 20 ҫултан ытларах пурӑнмасть тесех каланӑ иккен. «Манӑн нимӗн те ҫухатмалли ҫук», – тесе каччӑ хӑйӗн пуҫне ылмаштарма шухӑш тытнӑ. Ҫакӑ хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварать тесе шухӑшлать-тӗр каччӑ. Операци тума 7,5 миллион фунт стерлинг кирлӗ-мӗн. Операци 36 сехет тӑсӑлмалла. Донор пуҫа клиника вилӗмӗ тӳссе ирттернӗ ҫынӑнне е вӗлермелле айӑпланӑ ҫынӑнне касса лартмалла иккен.

Итали нейрохирургӗ операци тума май пур тенине унӑн тӗрлӗ ҫӗршыври ӗҫтешӗсем ырласа йышӑнман. Вӑл маларах ӗҫленӗ Италири госпитальтен ӑна кӑларса янӑ-мӗн. Сӑлтавне госпиталь ҫыруҫи Канаверо ертӳҫӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе те, пуҫ вырӑнне пуҫ лартма май пур тесе шухӑшланипе те ҫыхӑнма пултарни пирки каланӑ иккен.

Пирӗн ҫӗршыври нейрхирургсем те Итали хирургӗ калани чӑн пурнӑҫра пултараймасть тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Роберт Уайт текен тухтӑр упӑте пуҫне ылмаштарса пӑхнӑ-ха. Анчах ҫӗнӗ пуҫлӑ упӑте чӗрӗ юлнӑ пулин те вырӑнтан та хускалайман. Унтанпа медицина вӑйлӑ аталаннӑ пулин те нерв тытӑмне ҫӗнетессипе пысӑк ҫитӗнӳ тӑвайман иккен-ха. Ҫавӑнпа та пуҫ ылмаштарса лартма вӑхӑт ҫитмен тесе шухӑшлаҫҫӗ нейрохиругсем.

Ӑслӑлӑхри хӑш-пӗр ҫитӗнӗве, тепӗр тесен, Итали нейрохиругӗ пек ҫынсем тӑваҫҫӗ те хӑш чух. Ҫитӗнӳ пуласса никам ӗненмен чухне вӗсем сӑнав туса пӑхаҫҫӗ те никам хальччен туманнине тума май пуррине тӗнчене ӗнентереҫҫӗ… Итали нейрохиругӗ, тен, ҫавӑн пеккисенчен пӗри-ха?..

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2840.47.1981
2015.04.13 17:44
Agabazar
Вăт çапларах:

Пуçĕ йĕркеллех ку ачан.

Agabazar // 2840.47.1981
2015.04.13 17:44
Agabazar

Автор тĕрĕс мар ăнлантарать!

Пуçа мар, кĕлеткене улăштарасси пирки сăмах пырать. Çыннăн пуçĕ аванах, кĕлетки (ТУШКИ!) малалла пурăнма юрăхсăр!

Пуç пулсан çĕлĕк пулать!

Миккуль // 2528.00.4208
2015.04.14 21:12
Ия,Agabazar пекех хам та Таҫука тӗрӗс мар поплен тесе каласшӑнччӗ. Кая юлтӑм пулмалла.
Agabazar // 3584.75.3320
2015.04.14 23:51
Agabazar
Çынна палăртса тăраканни мĕн вăл?

Пуç!

Пуçĕ улшăнсан, çынни те улшăнать! Пуç камăн — çынни те çав!

...Миккуль, мĕншĕн "кая юлнă" тетĕр? Кая юлман!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем