Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020801 хут пӑхнӑ

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.17 09:39
Акапасар, КАЛАÇТАШ темелле, ку сăмахпа усă куратпăр, ăна чĕлхе комиссийĕнче çирĕплетнĕ. Юрать, калькăласа куçарнă пултăр: собесед(а)ник-калаç(у)таш. Анчах - чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмах кĕнĕшĕн хĕпĕрте, тăванăм.
Зина // 2186.78.7042
2015.04.17 14:34
Шел те ача пахчисенче те чăвашла сахалрах калаçатпăр çав...
"Тепĕр вунă çултан ялта чăвашла таса çыракан- калаçакан юлать-и?"-тенине хирĕç çапла калас килет:
Эпир таса çырасси çине çеç мар, тĕрĕс çырасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.Анчах чăвашла та, вырăсла, ытти чĕлхесемпе те тĕрĕс çыраканнисен шучĕсем çулсеренех чакса пыраççĕ. Эпир вара хамăр тăван чĕлхепе йăнăшпа çырсан та савăнма тивĕç. Çырма вĕренме тăрăшни те паха, йăнăшпа çырсан та хăнăхса пыччăр. Пурте çыравçăсемпе вĕрентекенсем пулаймĕç.Пирĕн тăван çĕршыва,атте-анне чĕлхине юратакансене,хисеплекенсене, ырă чунлă,хастар, ĕçчен çынсене çитĕнтермелле.Тĕрĕс çырайманнишĕн ятласа хамăрăн тăван чĕлхерен пистермелле мар. Çав шутрах тури, анат чĕлхисемпе те вĕсене пăтраштарма кирлĕ мар. Хамăрăн патшалăх чĕлхине туллинрех, илĕртÿллĕрех вĕрентессишĕн вăй хумалла.
Agabazar // 2038.93.6134
2015.04.17 23:10
Agabazar
Пасар: <<Акапасар, КАЛАÇТАШ темелле, ку сăмахпа усă куратпăр, ăна чĕлхе комиссийĕнче çирĕплетнĕ. Юрать, калькăласа куçарнă пултăр: собесед(а)ник-калаç(у)таш. Анчах - чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмах кĕнĕшĕн хĕпĕрте, тăванă>>

Сăмаха "куçарман", ăсталанă.
-таш/-теш аффикс ЯПАЛА ЯЧĔСЕМ ÇУМНЕ çыпçăнать. "Калаç" глагол, япала ячĕ мар. Эппин вăл тĕлте "калаçу" тăмалла. Собеседниксем мĕн тавра кĕпĕрленеççĕ? Калаçу тавра. Вăт çапла. "Калаçташ" лÿпперрĕн илтĕнни тÿрех сисĕнет. http://termin.chv.su/term/1135.html
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.20 12:54
Зина, тавах. Акапасар, чĕрре ан кĕр.
Agabazar // 2376.12.7640
2015.04.20 21:52
Agabazar
Пасар, мĕншĕн Зинана кăна тав тăватăр вара?
Мĕншĕн Акапасара тав самахĕ лекмен Пасартан? :-)
Мĕншĕн Акапасара пĕрреллĕ хисеппе чĕннĕ, çав вăхăтрах Зинана апла чĕнсе мăшкăлламан? (Зинашан эп, паллах, савăнатăп кăна!). Е ку Зина "вырăс" шутланать-и!
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 22:16
Вӑт ку сӑмахсем-"Çырма вĕренме тăрăшни те паха, йăнăшпа çырсан та хăнăхса пыччăр. Пурте çыравçăсемпе вĕрентекенсем пулаймĕç.Пирĕн тăван çĕршыва,атте-анне чĕлхине юратакансене,хисеплекенсене, ырă чунлă,хастар, ĕçчен çынсене çитĕнтермелле"-пит те тӗрӗс. Хам та ҫаплах калатӑп хура халӑх хушшинче.Agabazar текенни вара тем пӗтӗрӗнет, тем хыҫкаланат. Ӗмӗрне пӗреллӗ хисеппех вӑрҫса ирттерет.
Зина // 3752.98.4537
2015.04.20 22:20
«Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿрессинчен, харкашасран аякра тăрăр»-,тесе халалласа хăварнă пире И.Я.Яковлев. Пире усал тума мар, ырă тума çуратнă. Эппин, пĕр-пĕрне кÿрентерер мар, ăмсанар мар.Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă, ырă ĕçĕн хакĕ те пысăк. Ваттисем çапла калаççĕ вĕт. Тата "Ырă çын çынна хурламасть, хурлама мар, хăй ырлать"-теççĕ.
Псаки // 5413.1.0500
2015.04.21 06:47
Agabazar -сан пит кӳренекенни.Тата хӑй наци лидерӗ пуласшӑн. Кун пек лидерсемпе укӑлча умӗнчен маларах кайма ҫук. Адер-Одер кирлӗ халӑха.
Agabazar // 3246.1.1387
2015.04.21 09:30
Agabazar
Зина юлташ,
Кунта малтанхи хут лекекен ак çапла шутлама пултарать: темле çынсем çакăнта пырса переннĕ те, ĕçсĕр аптранипе тем çатăлтатаççĕ имĕш...

Çапла шутлама хăтланни усăсăр. Патшалăх ухмах мар вăл унашкал япаласене хăйне тĕллĕн кустарма.

Пурте кунта çав тери кирлĕ йĕрпе шуса пырать. Çав кирлĕ йĕре палăртаканасем эпир мар паллах.

Вăт çавнашкал вăл, тавлашу тенин мыскари...
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 11:24
Agabazar " Кунта темле çынсем çакăнта пырса переннĕ те, ĕçсĕр аптранипе тем çатăлтатаççĕ имĕш..." -пит те тӗрӗс сӑмахсем ҫаксем. Ӗҫсӗр аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем