Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020804 хут пӑхнӑ

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 09:27
Зина, эсĕ ялти шкулта ĕçлетĕн. Сирĕн çывăхри ача пахчисенче чăвашла воспитани параççĕ-и е вырăс челхипе-? Ку шутсăр кăсăк ыйту. Тепĕр вунă çултан ялта чăвашла таса çыракан- калаçакан юлать-и?
Атила // 3913.58.4645
2015.04.15 11:57
Пасар-Акапасар,халь мӗн Зина ҫине сиксе ӳкрӗн.Тӗрӗслӗхе хирӗҫ каяймӑн.Хӑвӑнтан пуҫла тесе миҫе хутчен каламалла сана?.Мӗн тӑван эсӗ каллех ача пахчипе?.Эс хӑв КИЛӲНТЕ ачусемне чӑвашла калаҫса ӳстерсе вӗрентме пултартӑн-И?.Ҫук?.Апла пулсан канса ил кӑштах.Итле кам пултарнисене.
Ют Ҫын // 3455.26.7590
2015.04.15 14:27
Зина та,Атилла та тӗрӗс калаҫаҫҫӗ.Килте чӑвашлӑх еннелле ҫаврӑнмасан ним те пулмаҫ.Шӑпӑрланра чӑвашлӑх ҫуралассине кӗтсе ларнипе ним те пулмаҫ.Унталла пире тӗртекенсем Agabazar тата Админ.
Agabazar // 2309.66.8657
2015.04.15 14:51
Agabazar
Атила: <<Пасар-Акапасар,халь мӗн Зина ҫине сиксе ӳкрӗн.>>

Çыншăн кулач çиме хушман. Кам вăл Пасар-Акапасар???????

Атила: <<Хӑвӑнтан пуҫла тесе миҫе хутчен каламалла сана?>>

Мĕн приказĕсем парса тăратăр хăвăр пач пĕлмен çынна?


Çук сирĕн Акапасарпа "эсĕ" тесе пуплеме нимĕнле право та!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 15:49
Зина çине никам та сиксе ÿкмен. Ыйтнă çеç: ялти ача пахчисенче чăваш чĕлхи хисепре-и е вырăс чĕлхи-и?
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 15:52
Конми хăспатин, илсе кăтартсамăр вирьял диалектĕнчи çав сăмахсене - тĕрлĕ халăхсен истори палăкĕсенчисене. Шутсăр кăсăклантарса ятăн. Часрах, часрах, хăвăртрах!!!!
Конми // 2210.54.8249
2015.04.15 23:28
Эпĕ хоспотин пулман. Кайма вăхăт çывхарса çитнĕрен сире хамăн пĕлÿсене парса хăварма тăрăшатăп. Иртнĕ форумра тупса пăхăр. Халăх академикĕ Э.М.Сергеев алпа çырса-ÿкерсе ксероксланă кĕнекесене Наци вулавăшĕнче, Кĕнеке палатинче (архивĕнче) тупса вулăр. Хăвăр та чĕлхемĕре ытти чĕлхесемпе танлаштарса пăхăр.
Конми // 2210.54.8249
2015.04.15 23:56
Ансат тĕслĕхсем: Тор е Торă (Турă мар), помидор - Торă пан(ă)ом(л)и, томат - Торă тунă ома (грексем çĕнĕ чĕлхине çапла сăмах туса кĕртнĕ), онкă (латин.) - ункă мар, (в)он 10 - в(в)ун мар, ул - ывăл мар т.ыт.те. Анатри чăвашсем ислам йышăнсан муслимпа е самрăпа çырнă-вуланă чух ВАВ е ВОВ текен саспаллине унăн ятне каласа, ытти тĕрĕксем евĕр О мар, У тесе вуланă.Н.И.Аăшмарин статьине сайтра тупса вулăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.16 08:49
Ак ку Пасар тени Конми хуравне кӗтсе илчӗ пулмалла. Часрах пулмарӗ пулин те.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.16 09:07
Бор тени, Конми хуравне кĕтетпĕр-с. Шумера кайнă-ши е Орхон-Енисей таврашне-ши? Егоровпа Федотовăн этимологи сăмахсарĕсене вуланиех çитместчĕ-ши?

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем