Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5323120 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1761.56.6862
2015.04.19 18:23
Agabazar

Кăтра Миккуль — шутсăр хăватлă патриот.

Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 18:37
Кăтра Миккуль — шутсăр хăватлă патриот пулӗ ха та, Agabazar патриот пулманни кулянтарат та кӳрентерет.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 19:01
Чулхула ҫине бомба пӑрахнӑ, пӗрре мар.
Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 04:50
Agabazar

Шутсăр кирлĕ, юлташсем,
Кăмăллăрах Щедринсем...
Алла лекнĕ Гоголĕ
Ют çăвара пăкăлĕ!

Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 08:46
Щедринсемпе Гоголь хӑватлӑ патриотсем, тульккӗ Agabazar мар.
Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 09:36
Agabazar

О! Ăмăрту хĕрсех пырать! Ну, тавай, малалла яртлаттарар! Хăшĕ вăйлăрах патриот? Тин кăна Кăтра Миккуль малта пыратчĕ, халь акă Айван мала ÿкрĕ! Ыттисем те çывăрса ан юлăр! Эй, Акатуйĕ, кам мала, хĕрсен парнийĕ кама пулмалла?

Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 09:38
Agabazar
Алла лекнĕ Гоголĕ
Ют çăвара пăкăлĕ!
Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 11:35
Мӗн хохолӗсем пек ухмаха перен,Agabazarӗ. Чӑвашлӑхшӑн тесе сӑмах хушнӑ пек тӑват тата. Ан курнӑҫлан пӗрех хут. Ҫавӑн пек курнӑҫсем пӗтереҫҫӗ те чӑваша. Адер пеккисем пӗр 10-шар пулсан кашни района ҫӗкленӗттӗмӗр те.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 14:05
Agabazar
Ăçтан мĕнле хоххолсене туртса кăларчĕ Айван? Гоголь пирки калать-и? Е космос карапĕсен конструкторĕ пулнă Сергей Павлович Королёв пирки-и?

Салтыков-Щедрин "хоххол" пулман. Вырăс пулнă вăл. Тверь кĕпĕрнаттарĕнче те ĕçлесе курнă вăл çын, йăнăшмастăп пулсан. Патриотизм пирки калаçма пуçлани такамсем шутсăр хытă вăрланине пĕлтерет. Çапла калаканни эпĕ мар, шăпах хайххи Щедрин.

"Шутсăр кирлĕ, юлташсем,
Кăмăллăрах Щедринсем...
Алла лекнĕ Гоголĕ
Ют çăвара пăкăлĕ!"
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.20 17:18
Agabazar патриот пулманни пит кулянтарат.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем