Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5323118 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1935.4.9770
2015.04.15 12:15
Agabazar
"Патриотлăх — йĕксĕксен юлашки хÿтлĕхĕ" ©
С английского: Patriotism is the last refuge of a scoundrel
http://dic.academic.ru/dic.nsf/ruwiki/669403
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 12:29
Вика Сорокина. Раҫҫейре: Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тӗрмерен кӑларасшӑн.
Тӗлӗнмелле,кӗтнӗ самант.Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе те статья тухрӗ-тухрех. Пӗтрӗмӗр,хӑех е такам ыйтнипе ҫырнӑ-ши?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем