Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3632196 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.18 18:41
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мӗн пулса иртнине пӗлменни пит те нумай пулин. Пӗлнӗ фактсемпе событисене тивӗҫлӗ вырӑна хурса патриотла туйӑмсем ҫуратмалли мероприятисем туса ирттермеллех. Тӗрӗссипе,"Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи" иккӗленӳллӗ япала текенсем те тупӑнсах пыраҫҫӗ.
Айван // 2528.00.4208
2015.04.19 09:38
Паянхи реалипе "Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă" тесе калас вырӑнне "нимӗҫсемпе бендерӑсем халӑхпа пӗрле ҫунтарса янӑ" тесен те пулать.
Agabazar // 1392.47.4246
2015.04.19 11:09
Agabazar
Çав вăрçăра чăнах та Шупашкар çине те бомба пăрахнă-ши? Халлап çеç мар-ши ку?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 14:19
1941 год рассказ военнопленного: "Немцы заставили нас копать яму. Когда яма была готова нас построили. Немецкий офицер сказал: -юде выйти из строя! Евреи вышли. –юде прыгай в яму! Евреи попрыгали –рус бери лопаты и закапывай юде! Мы переглянулись и никто не взялся за лопаты. Немец сказал: -юде вылазь! -рус прыгай в яму! – юде закапывай рус! Евреи похватали лопаты и начали нас закапывать. Когда земля дошла нам до пояса немец остановил евреев и спросил: -ну, что рус, понял, кто такой юде?"
Agabazar // 1761.56.6862
2015.04.19 18:19
Agabazar
Шупашкарсăр пуçне тата мĕнле хула çине бомба пăрахнă-ши? Чулхула çине пăрахнă-и, сăмахран?
Ют Ҫын // 1253.54.8168
2015.04.19 20:31
Пирӗн республикӑн Ҫӗр айӗнче пуянлӑх тата промышлннноҫ ҫуккипе Шупашкар ҫӗрӗ ҫине бомбӑ ҫитиман пулмалла. Турра шӗкӗр теме те юрать, те авалхи маҫаксене ку вырӑна суйланӑшӑн тав тумалла.
Псаки // 1253.54.8168
2015.04.19 21:38
Нумайях пулмас Германи писателӗ Гюнтер Грасс пиртен уйрӑлса кайрӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Гитлер-югент пулнӑ вӑл,каярахпа пӗтӗм тавракурӑмне улӑштарнӑ. Вула Agabazar унӑн кӗнекисене,вула Акташ,вула Пасар. Ытлашши пулмас.
Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 04:36
Agabazar
Пăрахнă-и, парахман-и нимĕçсем Шупашкар çине вăрçă вăхатĕнче бомба?
Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 04:36
Agabazar
Пăрахнă-и, парахман-и нимĕçсем Шупашкар çине вăрçă вăхатĕнче бомба?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.20 09:25
Agabazar,Не пытайся "блеснуть" или "блестнуть" серостью..., это уже не в моде.Хӑвна кирлине шуйттан шӑтӑкӗнчен,Мариански впадинӑран информаци тупан. Пул этем пек,туп хӑвӑн вӑрҫӑра ҫухалнӑ тӑванӑн фотоне, тух вара "забытый полк" текен колоннӑна 9-мӗш майра.

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем