Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Сайра тĕл пулакан чечексем

Софья Савнеш26.04.2015 21:403920 хут пӑхнӑ

 

Тĕнчере темĕн тĕрлĕ чечек те пур. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри çав тери сайра тĕл пулать.

 

Хĕрлĕ Миддлемист – камели тĕсĕ. Вăл кĕлчечеке аса илтерет. Вăл тĕнчери чи сайра чечек, ăна аран çăлса хăварнă. 1804 çулта Д.Миддлемист акăлчан Китайран хăйне килĕшнĕ чечек илсе килнĕ. Анчах вăл пĕртен пĕр эксемпляр пулнă-мĕн. Унăн вăрринчен çĕннисене ÿстеме май килнĕ. Вăл çулталăкне темиçе эрне çеç чечекре ларать.

Стронгилодон Китевой – симĕс-кăвак тĕслĕскер, чĕрне евĕр. Вăл шалча пăрçи çемйинчен. Ăна 1937 çулта Филиппинра асăрханă, тепĕр 20 çултан ăна ботаника пахчине илсе кайнă. Ăна вĕçекен шăшисем шăркалантараççĕ. Чечек тĕрлĕ тĕслĕ пулать. Вăл метра яхăн ÿсет, унта – 100 яхăн чечек.

Психотори Колумбире, Панамăра, Косто-Рикăра ÿсет. Вăл лĕпĕшсемпе колибрисене илĕртет, унран пылакрах шăршă кĕрет. Вăрмансене каснăран ку чечек планета çинчен пысăк хăвăртлăхпа çухалса пырать.

Витĕр курăнакан орхидейăна Кубăра, Флоридăра саккун хÿтĕлет. Унăн çулçи çук, хлорофилл та çукпа пĕрех. Çавăнпа вăл фотосинтезпа апатланмасть, симбионит кăмпаран тутлăхлă япаласем илет. Çулçи çукран, тымарĕ йывăçăнни пек пулнăран вăл чечеке ларсан сывлăшра çакăнса тăнăн туйăнать. Чăннипе вара çÿхе туни майĕпен тымара куçать. Вăл вăрăран чечек пуличчен 3 çул иртет. Чечекĕн диаметрĕ 13 сантиметра яхăн. Ăна куçарса лартма çук, мĕншĕн тесен вăл кăмписĕр пурăнаймасть.

Франклиние Алатамахра 200 ытла çул каялла тупнă. Ăна Бартам çемье хăйсен юлташĕ Бенджамин Франклин ячĕпе халалланă. Чечекĕ пысăк, çулçи кĕркунне хĕрлĕ сарă тĕслĕ пулать. Анчах вăл çулçи хĕрелсен те чечек кăларать.

Тĕлĕнмелле вельвичи Атлантика океанĕ хĕррипе ÿсет. Вăрри 2 çул упранать, кăштах нÿрĕк пулсанах вăл ăна хăйĕн патне илет. Çулçи хытă, 8 метр вăрăмăш пулаять. Вельвичи майĕпен ÿсет.

Гибралтар лихнисĕ пысăках мар, 20 сантиметр çÿллĕш. 35 çул каялла ăна çухалнă тесе шутланă. Анчах 1994 çулта альпинист ăна асăрханă. Халĕ ăна Гибралтарти тата Лондонри ботаника пахчисенче ÿстереççĕ.

Лядвенец пурнăçĕ кĕç-вĕç пĕтме пултарать. Ăна кайăксем шăркалантараççĕ. Çутă тĕслĕ чечекĕсем попугай сăмсине аса илтереççĕ.

Раймонд пуйи çын пуличченех ӳснӗ, динозаврсенчен ирттернĕ. Анчах халĕ вăл çухалма пултарать. 13 метр çÿллĕш туна çинче 2,5 метр диаметрлĕ чечексем чи пысăккисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Чечек хăйне хăй хÿтĕлеме пултарать: йĕпписем пур. Унăн вăрри 80-150 çултан çеç пулать. Чечек çурсан ÿсен-тăран пĕтет.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем