Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарнă май

Софья Савнеш02.05.2015 20:2710249 хут пӑхнӑ

Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май хăш-пĕр япаласене аса илни те пăсмасть пулĕ. Тен, кун пирки теприсем ку таранччен те пĕлмен…

Чи кăсăкли – чикĕ леш енче Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Мĕншĕн тесен капитуляци актне тĕп Европа вăхăчĕпе 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет те 43 минутра алă пуснă. Мускав вăхăчĕпе ку – 00 сехет те 43 минут.

Çĕнтерÿ ялавĕ Кутузовăн 150-мĕш орденĕн II степень Идрицк стрелоксен дивизийĕн штурм ялавĕ шутланать. Ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинра рейхстаг çине çĕкленĕ.

1945 çулта Çĕнтерÿ кунне анлăн уявланă. Ун пекки СССРта тата Раççейре сахал пулнă. Çынсем урамра пĕр-пĕрне саламланă, ыталашнă, чуптунă, макăрнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Фрунзе ячĕллĕ тĕп аэродрома «Ли-2» самолет А.И.Семенков экипажĕпе анса ларнă. Вăл Мускава Германи капитуляцине çирĕплетекен акт илсе çитернĕ.

Берлина çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчех илнĕ. Анчах нимĕç çарĕсем Хĕрлĕ çара парăнасшăн пулман, пĕр эрне ытла çапăçнă. Юн нумай тăкнине кура тинех капитуляци йышăннă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра салют янă. Ку СССР историйĕнче чи анли пулнă.

Георги хăйăвĕ – биколор. Хĕрлĕ сарă тĕс çулăма палăртать, хури – тĕтĕме. Ку хăйăвăн тымарĕсем – «Георгий Победоносец Çветтуй» салтак орденĕн хăйăвĕнче. Ăна 1769 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Ку хăю СССР награда тытăмне кăшт улшăнса кĕнĕ: вăл «Гварди хăйăвĕ».

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3954.44.9691
2015.05.11 00:04
Agabazar
Мĕн ку? — Япала ку!
Ют Ҫын // 1995.55.2877
2015.05.11 05:47
Agabazar тӑванӑм, мӗншӗн,Конми калашле, пустуй сӳс тӳсе ларатӑн? Енчен те санӑн сума сумалӑх ӗҫӳсем, хутшӑнусем пулсан Халӑх хушшине тух та ҫав Халӑх сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗ, вара Эсир тени сана кирлӗ те пулмӗ. Хӑвна виртуальнӑ та пулин сума сутарасшӑн.
Agabazar // 2370.75.2615
2015.05.11 10:22
Agabazar
Ют Ҫын // 1995.55.2877 2015-05-11 05:47: <<Agabazar тӑванӑм, мӗншӗн,Конми калашле, пустуй сӳс тӳсе ларатӑн? Енчен те санӑн сума сумалӑх ӗҫӳсем, хутшӑнусем пулсан Халӑх хушшине тух та ҫав Халӑх сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗ, вара Эсир тени сана кирлӗ те пулмӗ. Хӑвна виртуальнӑ та пулин сума сутарасшӑн.>>

:-) Ахахаха! Куратăр-и, хайхи сюжет каллех эп каланă пекех аталанчĕ. Малтан йăла-йĕрке пирки сÿпĕлтетни, унтан Сума Сăваслаха тивĕçсĕрри пирки "сăпайлăн" аса илтерни... Вăт, пурăнатпăр çавăн пек, тавралăха тĕлĕнтерсе... Кашни çын тĕнчене сумлăха тивĕçлĕ пулса çуралать. Çак правăна унран никам та катертме пултараймасть. Кам эсир, ыттисем сум-хисепе тивĕçлипе тивĕçлĕ маррине палăртма? Çÿлхуçа-им? Мĕн Акапасар çине тăрăннă? Пĕрне-пĕри сумласси вăл ăна (Акапасара) мар, обществана кирлĕ.

Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 14:19
Обществӑ ниҫта та тармас, сумлӑха тивӗҫлисене яланах хакланӑ, сума сунӑ. Тивӗҫлӗхе ӗҫпе пуянлатсан хаклакансем мӑй таран тупӑнаҫҫӗ.
Agabazar // 1393.06.4574
2015.05.11 16:45
Agabazar

Ак тата тепĕр демагог килсе çакланчĕ кунта....

Пурте Акапасар ят-сумĕшĕн, хисепĕшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тĕрмешеççĕ: Таймерĕ, борĕ, Микккулĕ, Атили, Ют Çынĕ, Вихтăрĕ... Акапасар сумлăхĕшĕн хĕрÿ кĕрешÿ пырать. Урăх ĕç те çук тейĕн... Эй-яй-яй!
Мĕне кирлĕ сире Акапасар ят-сумĕ?
Малтан хавăр ят-сум пирки шутлăр....
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 18:43
Мӗншӗн тесен урӑх никам та уҫҫӑн ят сумшӑн кӑшкӑрмаст. Кӑшкӑраканни пӗрре, камне 1 хутран калам и?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.11 19:35
Пурпӗрех Акасапара хисеплӗ ят памаллах!Сӑвап тумалла кунӗн-ҫӗрӗн кӗрешекене(кампа кӗрешеть,мӗншӗн кӗрешеть-пӗлмесен те). Тивӗҫлӗ, чӑннипех тивӗҫлӗ.
Agabazar // 2024.54.9016
2015.05.12 09:11
Agabazar
Миккууль:"...Мӗншӗн тесен урӑх никам та уҫҫӑн ят сумшӑн кӑшкӑрмаст..."

Акапасар "ят-сумшăн" мар, "эс" е "эсир" каласси тĕлĕшпе "кăшкăрать".

Тата, паллах, вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çывхарассине питĕ хирĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.12 10:45
Акасапар:"Тата, паллах, вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çывхарассине питĕ хирĕç."-ну кӑштах йӑнӑшнӑ Софья Савнеш. Пулать ун пекки,унччен тепӗр статьине ҫырнӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл.
Agabazar // 1348.06.9510
2015.05.12 11:50
Agabazar
Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнине палăртасшăн пулнă. Чăннипе çавăн пек.

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем