Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарнă май

Софья Савнеш02.05.2015 20:2710248 хут пӑхнӑ

Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май хăш-пĕр япаласене аса илни те пăсмасть пулĕ. Тен, кун пирки теприсем ку таранччен те пĕлмен…

Чи кăсăкли – чикĕ леш енче Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Мĕншĕн тесен капитуляци актне тĕп Европа вăхăчĕпе 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет те 43 минутра алă пуснă. Мускав вăхăчĕпе ку – 00 сехет те 43 минут.

Çĕнтерÿ ялавĕ Кутузовăн 150-мĕш орденĕн II степень Идрицк стрелоксен дивизийĕн штурм ялавĕ шутланать. Ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинра рейхстаг çине çĕкленĕ.

1945 çулта Çĕнтерÿ кунне анлăн уявланă. Ун пекки СССРта тата Раççейре сахал пулнă. Çынсем урамра пĕр-пĕрне саламланă, ыталашнă, чуптунă, макăрнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Фрунзе ячĕллĕ тĕп аэродрома «Ли-2» самолет А.И.Семенков экипажĕпе анса ларнă. Вăл Мускава Германи капитуляцине çирĕплетекен акт илсе çитернĕ.

Берлина çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчех илнĕ. Анчах нимĕç çарĕсем Хĕрлĕ çара парăнасшăн пулман, пĕр эрне ытла çапăçнă. Юн нумай тăкнине кура тинех капитуляци йышăннă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра салют янă. Ку СССР историйĕнче чи анли пулнă.

Георги хăйăвĕ – биколор. Хĕрлĕ сарă тĕс çулăма палăртать, хури – тĕтĕме. Ку хăйăвăн тымарĕсем – «Георгий Победоносец Çветтуй» салтак орденĕн хăйăвĕнче. Ăна 1769 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Ку хăю СССР награда тытăмне кăшт улшăнса кĕнĕ: вăл «Гварди хăйăвĕ».

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.05 11:01
irinuk87 тени мӗне пӗлтернине пӗлместӗп,пурпӗрех статьяшӑн тавах. Туллинрех,патриотлӑрах ҫырнӑ пит кӑмӑллӑ пулмаллаччӗ. Пурпӗрех пысӑк тав.
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.05 11:33
Ман шутпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи мар темелле,Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ тесен вырӑнлӑ пек.Ҫав куна ҫулталӑкне 4 хутчен палӑртсан та ытлашши пулмӗ.Сӑмахран:09.05,24.06(Парад на Красной площади Москвы 24 июня 1945 года — исторический парад Победы,состоявшийся в Москве,на Красной площади,в ознаменование победы СССР над Германией в Великой Отечественной войне),02.09(Япони капитуляци кунӗнче),07.11(1941-мӗш ҫулхи Хӗрлӗ площатри парад).Аттун нумайӑшӗн пуҫ мимийӗ урӑх пулӑмсемпе тулма пуҫланӑ.
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.05 11:33
Ман шутпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи мар темелле,Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ тесен вырӑнлӑ пек.Ҫав куна ҫулталӑкне 4 хутчен палӑртсан та ытлашши пулмӗ.Сӑмахран:09.05,24.06(Парад на Красной площади Москвы 24 июня 1945 года — исторический парад Победы,состоявшийся в Москве,на Красной площади,в ознаменование победы СССР над Германией в Великой Отечественной войне),02.09(Япони капитуляци кунӗнче),07.11(1941-мӗш ҫулхи Хӗрлӗ площатри парад).Аттун нумайӑшӗн пуҫ мимийӗ урӑх пулӑмсемпе тулма пуҫланӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.05 15:37
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки нивушлӗ хисеплӗ Акташран статейкӑ та пулин кӗтсе илимастпӑр. Тӗлӗнмелле, ахӑртнех МГУра ҫав темӑпа Реферат хыҫҫӑн Реферат шӑрҫаланӑ ӗҫ ветеранӗ. Тен Диплом теми те ҫав пулӑмпах ҫыхӑннӑ.Ҫырса парсан тимлесех вулаттӑмӑрччӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.05 21:12
Савнеш Сахвийӗ-"Берлина çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчех илнĕ. Анчах нимĕç çарĕсем Хĕрлĕ çара парăнасшăн пулман, пĕр эрне ытла çапăçнă. Юн нумай тăкнине кура тинех капитуляци йышăннă".
Ҫапли ҫапла пулӗ теха,анчах леш союзниксем аттӑм ҫекречӗсене йӑтнӑ та тарнӑ америкӑ континентне.Кайран яппунсем ҫине пӑрахса та пӑхрӗҫ.Ҫав аттӑмах шим тесе тӗрӗслерӗҫ курӑнат.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.05 21:19
Паянхи кун тӗлӗкре те тӗлленме йывӑр ҫав аттӑм бомби ҫинчен. Германецӑ юрат малтанрах пӑрахма пултаримарӗ Хӗрлӗ Ҫар ҫине ҫав япалана. Вара мӗнле юрӑ юрлама пултаратчӗ пирӗн Хисеплӗрен те хисеплӗ Agabazar чӑвашӗ?
Ют Ҫын // 1798.39.4855
2015.05.07 08:19
Паллах Китай Ҫӗршывӗ хӑйӗн вӑййине вылят.Анчах та -"Си Цзиньпин заявил о готовности Китая защищать мир вместе с Россией.«Китайский и российский народы готовы со всей решимостью и всеми усилиями,вместе со всеми миролюбивыми странами и народами,выступать против любых действий и попыток отрицать,искажать и переписывать историю Второй мировой войны»,—написал он.
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 23:46
Agabazar
Цитата:<< Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарнă май>>

Мĕн çывхарать: вăрçă е Çĕнтерÿ кунĕ?


Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем